Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă Нагаткинри Культура керменĕнче районти ачасен «Путене» фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Облаçри фестивале хутшăнассишĕн 45 пĕчĕк артист ăмăртрĕ.
Фестиваль условийĕ тăрăх, артистсене виçĕ номинаципе хакларĕç: вырăнти паллă поэтсен сăввисене илемлĕ вуласси, хальхи вăхăтри тата халăх юррисене юрласси, ташласси.
Сăвă калассипе ?ытларах чăвашсен паллă поэтессин Валентина Тараватăн сăввисем янăрарĕç% Полина Шигирданова, Елизавета Аюгова тата Даниил Егоров пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕшне – Ульяна Ширтановапа Софья Долгова, виççĕмĕшне – Анастасия Натюновапа Дарья Сандркина пайларĕç.
Пĕччен юрлассипе малти вырăна Кристина Никитинана пачĕç. Районта çулсерен мала тухнипе вăл конкурссăр иртрĕ. Пĕрремĕш вырăна Татьяна тата Анна Ржата пайларĕç. Иккĕмĕшне Дарья Имангулова çĕнсе илчĕ.
Ушкăнпа юрлакансенчен пĕрремĕш вырăна Аслă Нагаткинри Лянкинсен «Хĕвел» çемье ушкăнĕ, иккĕмĕшне – Кунтикаври виçĕ хĕрача, виççĕмĕшне – Ирçелĕнчен килнĕ ушкăн тивĕçрĕç.
Ташлассипе Çĕнĕ Улхашри «Хамăр ял» ушкăна ?ертӳçи Елена Серебрякова% çитекен пулмарĕ. Вĕсем малтанхи икĕ вырăна та йышăнчĕç. Виççĕмĕшне Ирçелĕнчи ача садне çӳрекенсен «Кукушечки» ушкăн тивĕçрĕ.
Çĕнтерӳçĕсене сцена çинче чысларĕç: диплом тата конверт тыттарчĕç. Конвертра — 200 тенкĕ укçа. Укçа-тенкĕпе район администраци пуçлăхĕ Ханяфи Рамазанов тивĕçтернĕ.
УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев артистсене, вĕсене хатĕрлекен ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсене тата воспитательсене чĕререн тав туса çапла каларĕ:
- Мĕнлерех илемлĕ пирĕн ташă-юрă... Чĕлхи мĕне тăрать! Пирĕн ытларах хамăр чĕлхепе калаçасчĕ. Халĕ хулара та чăвашла вăтанмасăрах калаçаççĕ,- терĕ вăл пурне те облаçри «Путене» фестивале йыхравласа.
Жюри председателĕ пулнă май, Валентина Тарават та хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕ.
-Паян пирĕн пысăк уяв, чăвашсен уявĕ. Пĕчĕк артистсен пултарулăхĕ пире савăнтарчĕ. Ачасем тата аслисем пĕр-пĕринпе вырăсла калаçни пăшăрхантарчĕ çеç мар, чĕрене хытă ыраттарчĕ. Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, капла эпир чĕлхене упраса хăвараймастпăр. Чăвашăн чăвашлах калаçмалла.
Конкурс пирки. Эпĕ ачасен пултарулăхне тӳрĕ кăмăлпа хаклама тăрăшрăм. Шел, юрăçсен хушшинче кĕвве «илтменнисем» те çук мар. Тĕрĕс юрлама вĕренес текенсене эпĕ пулăшма хатĕр. Пырăр, вĕрентĕп. Облаçри фестивальччен вăхăт пур-ха,- терĕ вăл районти шкулсене тата ача сачĕсене «Сенкер инçет» кĕнекине парнелесе.
Фестиваль-конкурс пĕтĕмлетĕвне туса çакна палăртса хăварасшăн. Сцена çине шурă, сарă, хĕрлĕ кĕпесемпе çăмăл лĕпĕшсем пек вĕлтĕр-вĕлтĕр чупса тухакан ачасемпе киленсе лартăм. Йăлтах виçеллĕ: ытарайми чăваш тĕрри те, капăшĕ те, калăпăшĕ те...
Ăçта, кам çĕленинпе кăсăкланмасăр тӳсеймерĕм. Ытларахăшне Çĕнĕ Улхашра пурăнакан Татьяна Серебрякова ?Елена Серебрякова хореографăн амăшĕ% ăсталать терĕç. Вăл аслисем валли те те çĕлет, хăех тĕрĕпе илемлетет. Пĕр ӳстермесĕр калатăп, Чăваш Енри «Паха тĕрĕ» фабрикăннинчен пĕрре те кая мар. Районти культурăна çĕклес ĕçре ырми-канми тăрăшакан хĕрарăм умĕнче пуçăма таяс килчĕ.
■ Нина Еграшкина.
Чăнлă районĕ.
 
: 592, Хаçат: 42 (1289), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: