Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Культура çулталăкне халалласа облаçра тĕрлĕ тĕлпулусемпе мероприятисем иртеççĕ. Шăп Пукрав кунĕнче Ульяновск облаçне Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕнчи делегаци килсе çитрĕ. Елчĕк районĕнчи культура управленийĕн пуçлăхĕ А.А. Александрова тата Ваттисен канашĕн ертӳçи С. А. Терентьева ертсе пыракан делегаци йышне районти чи сумлă ватăсем кĕнĕ.
Елчĕксене пĕтĕм Раççейри «Народный фронт» за Россию» обществăлла организацин Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕн сопредседателĕ О.Н. Мустаев, Чăваш культура центрĕн директорĕ И.В. Гаврилова, Ульяновск Хула Думин депутачĕсем Н.А. Лазарев тата И.Н. Буланов кĕтсе илнĕ.
Сумлă делегаци Ульяновскри уйрăмах паллă вырăнсене çитсе курнă. Малтанах «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я. Яковлев хваттер-музейĕнче» экскурси иртнĕ, унтан Таса Сывлăш Апостолсем çине аннă ячĕллĕ чăваш чиркĕвĕнчи кĕлĕре пулнă, Игнатий игумен проповедьне итленĕ, пил илнĕ, И.Я. Яковлев палăкĕ умне пырса чĕрĕ чечексем хунă, Патриархăмăра тав сăмахĕсем каланă.
-Ахальтен паянхи уяв кунне килмен пуль эпир Ульяновска. Пире Яковлев хăй чĕнсе илнĕн туйăнать. Чĕмпĕрпе Чăваш Ен тата Елчĕк хушшинче тахçанах туслăх кĕперĕ хывăннă. Тĕслĕхрен, Иван Яковлевăн пĕрремĕш вĕренекенĕ Алексей Рекеев нумай çул Елчĕк тăрăхĕнчи çынсене çутта кăларассишĕн ĕçлесе пурăннă. Ĕмĕрлĕх канлĕхне те вăл пирĕн тăрăхрах тупнă. Рекеевăн вил тăпри çине шăпах чĕмпĕрсем палăк лартнă.
И.Я. Яковлев палăкĕ умĕнче пуçа Александр Пушкин сăввинчи «К нему не зарастет народная тропа» йĕрке килет. Иван Яковлевич пирки каланă пекех туйăнать. Кунта чăвашсем кăна мар, тутарсемпе мăкшăсем те, вырăссемпе эрменсем – пур халăх çыннисем те çӳреччĕр, - терĕ Антонина Александрова.
Делегацин малашнехи çулĕ мемцентрти В.И.Ленин, «Ульяновск-мебель» производство пĕрлешĕвĕн сĕтел-пукан музейĕсене выртрĕ.
■ Елена ФЁДОРОВА.
Автор сăн ӳкерчĕкĕ.
 
: 920, Хаçат: 42 (1289), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: