Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» хаçатăн 1-мĕш кăларăмĕ кун çути курнăранпа (1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕ) чĕрĕк ĕмĕр – 25 çул - иртсе кайрĕ. Калама кăна вĕт – чĕрĕк ĕмĕр!
 
Çак хушăра эпир Ульяновск облаçĕнчи кашни районта, вĕсенчи кашни ялта (чăвашсем ытларах тĕпленсе пурăнаканнисенче вуншар, çирĕмшер... хут!) пулса экономика, политика, ял хуçалăх, промышленность, вĕрентӳ, культура, спорт, социаллă пурнăç ыйтăвĕсемпе тĕрлĕ материалсем калăпларăмăр. Облаçри чи хастар чăвашсен ĕçĕ-хĕлне хаçат страницисенче çутатса патăмăр. «Канаш» хаçат журналисчĕсене нумайрах пулнă ялсенче йыттисем те палла пуçларĕç пулĕ!
Çапла, пурнăç улшăнса пырать. Апла пулсан - çынсем те. Вĕренӳ, культура, спорт... шайĕнче. Çакна эпир кашни тĕл пулура туятпăр. Эпир, чăвашсем, çак чĕрĕк ĕмĕр хушшинче ытти наци çыннисем хушшинче самай çӳллĕ шая çĕклентĕмĕр: пирĕн ĕçченлĕхрен, культурăран, вĕренӳ шайĕнчен... тĕлĕнме пуçларĕç. Эпир пур енĕпе те тĕслĕхлĕ халăх йышне кĕтĕмĕр. «Канаш» хаçат вара (1298 номер тухнă!) пирĕн тăрăхри чăвашлăх тĕнчин тĕкĕрĕ пулса тăчĕ.
Паллах, хисеплĕ вулакансем тата хаçата çырăнса илекенсем, пирĕн пата ярса панă сирĕн материалăрсемсĕр хаçат тĕшши, илемлĕхĕ, пĕлтерĕшĕ самай тĕссĕр те япăхтарах пулнă пулĕччĕ. Статистика кăтартăвĕ-семпе киленер-ха: сиртен 1990 çулта – 1123, 1991 – 857, 1992 – 806, 1993 – 978, 1994 – 1019, 1995 – 1116, 1996 – 794, 1997 – 1239, 1998 – 1075, 1999 – 1234, 2000 – 1201, 2001 – 1019, 2002 – 1059, 2003 – 842, 2004 – 627, 2005 – 574, 2006 – 678, 2007 – 587, 2008 – 525, 2009 – 659, 2010 – 386, 2011 – 507, 2012 – 469, 2013 – 326, 2014 – 420 тĕрлĕ материал илтĕмĕр. Пурĕ – 20120! Цифрăсене материалсене шута илмелли ятарлă журналсенчен илнĕ. Пĕр пысăклатса кăтартмасăр.
Обществăлла корреспондентсенчен çирĕм пилĕк çул хушшинче нумайăш çут тĕнчерен уйрăлма ĕлкĕрчĕç. Хăйсем хыççăн чăваш халăхĕшĕн ырă та усăллă йĕр хăварнăшăн чунĕсем çăтмахра киленччĕр!
2014 çул çинчен калас пулсан – савăнмалли те, кăштах кулянмалли те пур, паллах. Эпир сиртен 420 материал илтĕмĕр. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан – ытларах. Вĕсенчен 250-шĕ хаçатра хăйсен вырăнĕсене тупрĕ. Вăтăрăшне, шел, пăрахăçласа архива ăсатма тӳр килчĕ. 120-шĕ – 2015 çулта пичетленĕ. Пĕлтĕр пичетленсе ĕлкĕрейменнисем – 25 материал – кăçал кун çути курчĕç.
Обществăлла корреспондентсем камсем тетĕр-и/ Акă вĕсем: В.Архипова, В.Андрихова, Н.Антонова, З.Афанасьева, А.Ашкеров, М.Аляпкин, Н.Анфимов, П.Андрихов, А.Азанова, А.Богатов, А.Белова, С.Бабаева, З.Брюхина, С.Борисова, З.Бикмендеева, А.Белов, Ангелина Белова, А.Вражкин, А.Волынщикова, Н.Васильева, Д.Вражкина, Е.Вергайкина, О.Ванюшкина, Г.Галкина, Р.Головина, А.Григорьев, Н.Гаврилова, Л.Данилов, П.Дьяконов, П.Долгов, В.Етриванова, А.Ермилов-Юман, Е.Егорова, В.Журавлев, Г.Желтухин, Л.Завьялова, П.Землемерова,
И.Иванюкова, М.Игнатьев, Л.Ибукова, Д.Иванова, Н.Иванова, О.Измайлова, В.Иванов, К.Имангулова, Н.Казаков, Н.Кирюшин, Е.Краснова, З.Кустова, О.Киверова, Л.Краснова, А.Коновалова, О(И).Кашеева, И.Кирпичников, Н.Кадебин, Г.Карсаков, Л.Калянова, Ю.Кудаков, Ю.Канина, Н.Костин, Г.Кондратьев, Т.Краснова, К.Краснова, Ю.Ларионова, А.Ледюкова, Н.Литвинова, А.Лобанчикова,Е.Мар келова, О.Мельникова, Р.Макарова, Г.Микка, Д.Мустаев, В.Муравьев, В.Медведева, Г.Мадюков, И.Николаева, А.Няга, А.Никонорова, Н.Няга, Г.Никитина, Н.Новоселец, Н.Осипова, З.Оферкина, А.Пешне, З.Портнова, С.Портнов, П.Рахманов, Н.Романова, А.Романова, Н.Розов, Ю.Романов, С.Ржата, З.Рейтер, М.Селендеева, Серте Мишши, Н.Садовникова, В.Станьял, Л.Сультеева, В.Селендеев, А.Садовников, В.Симаков, Е.Серебрякова,Т.Сер ебрякова, А.Сергеев, Н.Садовников, Е.Столярова, В.Тарават,С.Ульянов , Г.Улюкин, Е.Уресметова, В.Утриванов, С.Ульянова, Л.Улендеева, С.Утриванова, Л.Фадеева, М.Чатта, И.Чернов, П.Чатта, Е.Черных, В.Шумилова, В.Широкина, Е.Шкаликова, Т.Школенок, А.Шкаликов, И.Щеголькова, Л.Ярославская, П.Ярославская. Вĕсене Çĕнĕ çул ячĕпе хĕрӳллĕн саламласа вăрăм та сывлăхлă, телейлĕ кун-çул сунатпăр. Пире 2015 çулта тата хастартарах пулăшасса шанатпăр.
«Канаш» хаçат 2014 çулта ятарлă конкурссем йĕркелерĕ. Вĕсен ăнланăвĕпе, пĕлтерĕшĕпе çыхăннă материалсене – чăваш тумне, йăли-йĕркине, уявĕсене, ĕçме-çимине ытти халăхсен хушшинче сарма пулăшакан сăн ӳкерчĕксемпе ӳкерчĕксене, чăваш халăх пурнăçне, ĕçне-хĕлне çутатса паракан хайлавсене раштавăн юлашки вунă кунлăхĕчченех йышăнтăмăр. Тĕп хаклавĕ – чăвашлăх виçи пулчĕ.
«Канаш» тусĕсене ытларах «Чăвашлăх тумĕ – чăвашлăх асамлăхĕн сумĕ» (сăн ӳкерекенсен ăмăртăвĕ) конкурс кăсăклантарса илĕртрĕ пулмалла. Татьяна Серебрякова, Ольга Ванюшкинапа Светлана Утриванова, Елена Серебрякова (Чăнлă районĕ, Çĕнĕ Улхаш), Ольга Измайлова, Геннадий Микка, Наталья Гаврилова, Кристина Имангулова, Александра Ледюкова (Чăнлă районĕ, Кивĕ Улхаш), Люция Улендеева, Мария Селендеева (Чăнлă районĕ, Чăвашкасси), Екатерина Столярова (Чăнлă районĕ, Ирçел), Галина Галкина (Ульяновск районĕ, Ишевке), Галина Никитина (Ульяновск районĕ, Симĕс Рашча), Лидия Ярославская (Майна районĕ, Чӳрекел), Сергей Портнов (Сăр районĕ, Архангельски ялĕ), Зоя Рейтер (Çĕнĕ Ульяновск), Елена Уресметова, Александра Романова, Наталья Новоселец, Герман Мадюков, Зинаида Кустова, Лаврентий Данилов (Ульяновск) ĕçĕсем конкурс тĕллевĕсене туллин тивĕçтереççĕ. Вĕсене пурне те саламлатпăр!
Фотомаçтăрăн конкурса тăратнă пĕр ĕçĕпех унăн пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн хаклама май çук, паллах. Çавăнпа та çĕнтерӳçĕсене палăртнă чухне кам ытларах тата пахарах ĕçсем ярса панине шута илтĕмĕр. Пĕрремĕш вырăна Елена Уресметова çĕнсе илчĕ. Унăн ĕçĕсем 7,28,37-мĕш номерсенче пичетленчĕç. Иккĕмĕш вырăна Елена Серебряковапа (31,32-мĕш номерсем) Мария Селендеева (19, 33-мĕш номерсем) тивĕçрĕç. Виççĕмĕш вырăна Ольга Измайловапа ((15,35-мĕш номерсем) Наталья Новоселец (24,46-мĕш номерсем) пайларĕç.
«Чăваш çынни – пыл хурчĕ» конкурса Нина Романовапа Валентина Широкина (пĕрлехи ĕç,Ульяновск районĕ, Теччĕ ялĕ), Елена Егорова (Мелекесс районĕ,Ерыклинск ялĕ) хутшăнчĕç. Çĕнтерӳçĕ ятне Елена Егорова (25, 36-мĕш номерсем) тивĕçрĕ.
«Пылпа тулччăр алтăрсем», «Манăн тăван пит нумай» конкурссене, шел, хутшăнакан пулмарĕ.
«Авăнмасăр, вăй хумасăр» (хăй тĕллĕн вĕреннĕ обществăлла корреспондентсен, поэтсемпе писательсен ăмăртăвĕ) конкурс вăтам шайра иртрĕ темелле. Петр Рахмановăн – 48, Василий Журавлевăн – 24, Николай Кирюшинăн -17, Нина Васильеван – 13, Лаврентий Даниловăн – 9, Петр Андриховăн – 8, Николай Казаковпа Анна Никонорован – 7, Мария Селендееван, Нина Антонован, Николай Кадебинăн, Роза Макарован -6, Алексей Ашкеровăн, Лидия Ярославскаян – 5 ĕçĕ хаçатра кун çути курчĕ.
Вĕсенчен уйрăмах штатра тăман обществăлла корреспондента - Петр Рахманова - палăртса хăвармалла. Вăл ĕç хастарĕсем çинчен çырнисĕр пуçне кулăшла калавсем шăрçалама та вĕренсе пырать. Вĕсене калăпланă чухне Кушак Печчи, Улхаш Печчи, Энтри Печчи хушма ятсемпе усă курать. Вăл сăн ӳкерекен те, курав камери çине ӳкерсе илекен те, водитель те... Пур енĕпе те маçтăр!
Василий Журавлев çинчен калас пулсан вăл – литературăри нумай жанрпа ĕçлеме хăнăхса пыракан çыравçă. Сăввисем те, кулăшла калавĕсем те, ĕç çыннисем çинчен калăпланă материалĕсем те вулакансене тĕлĕнтереççĕ.
«Канаш» хаçата вырăнти профессионал поэтсемпе писательсем – Анатолий Юман, Валентина Тарават, Серте Мишши – уйрăм тĕспе тĕрлĕ енлĕ пулма пулăшаççĕ. Вĕсен сăввисемпе калавĕсем хăй тĕллĕн вĕреннĕ çыравçăсемшĕн – тĕслĕх вырăнĕнче.
«Авăнмасăр, вăй хумасăр» конкурс лауреачĕсем: Петр Рахманов – пĕрремĕш вырăн (журналистика), Василий Журавлев – 1-мĕш вырăн (литература), Николай Кирюшин – 1-мĕш вырăн (таврапĕлӳ).
Ытти çыравçăсем 2014 çулта (хăй тĕллĕн вĕреннисем) канашçăсен кăмăлне тупсах каяймарĕç. Вулакансем хăш-пĕр хайлавне тиркесе куçран каланă, телефонпа шăнкăравласа пĕлтернĕ тĕслĕхсем пулчĕç. Малашне хайлав шучĕшĕн мар, унăн пахалăхĕшĕн вăй хурас пулать.
«Канаш» шкул ачисемшĕн çырав ĕçĕнче хăйне евĕр çул кăтартса пыракан хатĕр пулса тăчĕ. Уйрăмах Ангелина Белова, Алена Волынщикова, Анна Коновалова, Анастасия Садовникова, Ольга Киверова, Екатерина Шкаликова, Петр Дьяконов, Полина Ярославская, Светлана Ульянова, Дарина Иванова, Александр Шкаликов, Никита Садовников, Сергей Ржата, Алена Белова, Татьяна Краснова, Кристина Краснова (Майна районĕ, Чӳрекел шкулĕ), Анастасия Няга, Дарья Вражкина, Светлана Бабаева (Чăнлă районĕ, Кивĕ Улхашри таврапĕлӳ кружокĕн хастарĕ-сем), Юлия Ларионова (Ульяновск хули, 85-мĕш шкул), Даниил Мустаев (Ульяновск хули, 3-мĕш номерлĕ гимнази), Любовь Сультеева (Аслă Нагаткинти вăтам шкул) ĕçĕсене палăртса хăвармалла. Тĕслĕхрен, Юлия Ларионован 3 ӳкерчĕкĕ «Шăпăрланта» пичетленчĕ. Светлана Ульянован – 3, Александр Шкаликовăн, Алена Белован, Ангелина Белован – 2 ĕçĕ хаçатра кун çути курчĕ.
Пирĕн пата Шупашкар ачисем те çыраççĕ. Тĕслĕхрен, Аня Лобанчикован икĕ сумлă ĕçĕ хаçатра пичетленчĕ. Вăл журналист пулма ĕмĕтленет.
Хаçат пуласлăхĕшĕн, унăн тĕшшишĕн ырми-канми тăрăшакансем нумаййипе мăнаçланатпăр. Тĕслĕхрен, чăваш халăх ăсчахĕ Михаил Андреевич Аляпкин хăй пуçарăвĕпе «Аслă Çĕнтерӳ» конкурс йĕркелерĕ. Тăкакĕсене хăй çине илчĕ. Иван Моисеевич Кирпичников нумаях пулмасть «Чăваш халăх ăсчахĕ» сумлă ята тивĕçрĕ. Вăл хаçат журналисчĕсене Анат Тимĕрçенте кашнинче кĕтсе илме, вĕсене ял хастарĕсемпе паллаштарма хатĕр. Кунтикавра – Николай Казаков, Ирçелĕнче – Тимофей Азанов, Кашара – Нина Васильева, Пухтелĕнче – Нина Кушты, Аслă Нагаткинта – Валентина Тараватпа Александра Синдюкова, Чӳ-рекелĕнче – Лидия Ярославская, Димитровградра – Геннадий Улюкин, Курак Хăвинче – Татьяна Спиридонова, Çĕнĕ Ульяновскра – Зоя Рейтер, Чăвашкассинче – Марийăпа Василий Селендеевсем хаçат журналисчĕсен чăн-чăн пулăшаканĕсем. Мария Селендеева ентешĕмĕр вулакансене çулталăк хушши вырăнти чăваш уявĕсен йăли-йĕркипе паллаштарса тăчĕ. Николай Розов чăваш ялĕсем тăрăх çӳресе чăваш юрри-такмакне пуçтарчĕ. Вĕсене уйрăмăн-уйрăмăн калăпласа хаçатра пысăк калăпăшлă материалсем пичетлерĕ.
Тавах сире, сывлăхлă та телейлĕ пулăр!
Çĕршыв экономикине, апла пулсан Раççей çыннисене, 2015 çулта йывăрлăхсем кĕтеççĕ. Тенкĕ хевти чакнăçемĕн чакса пырать, ăна долларпа евро хăйсен айне тăвасшăн. Европа, НАТО çĕршывĕ-сем Раççей вăйсăрланса пытăр тесе санкци хыççăн санкци хатĕрлеççĕ. Хĕç-пăшалланса хăратаççĕ. Çук, Раççей нихçан та тăшман айне юлман – яланах çĕнтернĕ. Çĕнтерме вара çĕршывра пурăнакан çĕр ытла наци халăхĕн туслăхĕ вăй парса тăрать. Малашне те çапла пулĕ.
2015 çул - йывăç Качака (гороскоп тăрăх), Раççей шайĕнче - литература, чăваш тĕнчишĕн - К.В.Иванов çулĕ. Апла пулсан пире, çырав тĕнчинче вăй хуракансене, çĕршывшăн, Ульяновск облаçĕшĕн, «Канаш» хаçатшăн тухăçлă, ăнăçуллă пуласса шанса вăй хума Турă хушнă.
Çĕнĕ çул ячĕпе, ентешсем!
 
: 792, Хаçат: 51 (1298), Категори: Cырусен тишкерeвe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: