Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Александр Михайлович Богатов кун-çулне кĕскен çутатса пама май çуках. Вăл самана паллин ÇЫННИ! Çапах та...
Ентешĕмĕр 1935 çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Кунтикавра çут тĕнчене килнĕ. 1950 çулта çак ялтах тулли мар вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1950 – 1954 çулсенче Ульяновск чăваш педагогика училищинче пĕлӳ илнĕ. Ульяновск патшалăх педагогика институчĕн (1963), Горький хулинчи партин аслă шкулĕн (1973) аслă пĕлӳллĕ специалисчĕ пулнине çирĕплетекен дипломсене тивĕçнĕ. 1954–1957 çулсенче – çĕршыв хӳтĕлевçи. Ĕç тапхăрĕ Ульяновск районĕнчи Унтăрти шкул вĕрентӳçинчен пуçланнă. Çакăнтах завуч, директор ĕçĕсене кӳлĕннĕ. Каярахпа Теччĕ шкулĕн директорĕнче вăй хунă. Ульяновск районĕн КПСС райкомĕн инструкторĕнче, пай пуçлăхĕ-нче, секретарьте ĕçленĕ. 1964–1980 çулсенче – Ульяновск райĕçтăвкомĕн председателĕн çумĕ. 1983–1987 çулсем – Ульяновск КПСС обкомĕн инструкторĕ, пичет секторĕн заведующийĕ. 1985 çулта «Ульяновская правда» хаçатăн редактор çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнать. 1991–1996 çулсенче хăй чун пама пулăшнă «Канаш» хаçат редакцийĕнче вăй хурать. 1996–2000 çулсенче – кĕпĕрнаттăр канашçи. Вăл СССР Журналистсен тата Писательсен союзĕсен членĕ, икĕ теçетке ытла кĕнеке авторĕ. Медальсемпе Хисеп хучĕсене, Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданĕ. Чăваш халăх ăсчахĕ.
 
Ентешĕмĕр çуралнăранпа 80 çул çитнине шута илсе, ыйтусем унăн кун-çулне вунăçуллăхсем çине уйăрса çуралчĕç.
 
- Александр Михайлович, Эсир пурнăçăрăн тĕллевне кĕрешӳпе çыхăнтаратăр. Мĕншĕн/
- Чи малтан – малалла çирĕпленсе аталанассишĕн, çын çине тухассишĕн, пурнăçра хамăн вырăна тупассишĕн кĕрешме тӳр килчĕ. Эпĕ малтан çакă кĕрешӳ иккенне пĕлмен. Паян çак ăнлава чунтан ăнланатăп: хăвна хупăрласа тăракан таврари лару-тăрăва хирĕç кĕрешме пĕлсен çеç ÇЫН ретне тăма пулать.
- Сирĕншĕн ача чухнехи чи йывăр тапхăр.
- Паллах, манăн çамрăк чĕрене вăрçă çулĕсем амантса хăварчĕç. Уйрăмах – 1938 çул, анне вилнĕ кун. Вăл хытă чирлесе ӳкрĕ. Ăна аслă хĕрĕ сипленме Хусана хăй патне илсе кайрĕ. Вăл çавăнтах çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Эпĕ атте чĕрçи çинче ларатăп. Сĕтел çинче хурлăхлă телеграммăсăр пуçне нимĕн те çук. Кил-çуртра хăрушă шăплăх хуçаланать. Çук, эпĕ ун чухне йĕре те пĕлмен. Мĕншĕн тесен вилĕм, тăлăх ӳсесси мĕн иккенне тавçăрса илеймен. Халĕ тин ял çыннисем тăлăх ача пулса ӳссе çитĕннине шута илсе мана шелленине чĕререн туятăп.
- Кĕрешĕвĕн пĕрремĕш тапхăрĕ, Александр Михайлович.
- Çичĕ класс пĕтертĕм. Яковлев шкулне вĕренме кĕтĕм. Çук, мана унта кайма никам та – атте те, вĕрентӳçĕсем те, тăвансем те – сĕнмен. Эпĕ хамшăн кĕрешĕвĕн пĕрремĕш меслетне палăртрăм та студент пулса тăтăм. Манра пурнăçăн тепĕр пулăмĕ асра юлчĕ. 1954 çулта вĕрентӳçĕ дипломĕпе тивĕçсен аякра-аякра вырнаçнă тутар ялне ĕçлеме кайрăм. Унта кӳршĕ ялсенчен пуçтарăннă вырăс, чăваш ачисем те вĕренетчĕç. Математика урокĕсене илсе пыма тытăнтăм. Икĕ уйăх çеç вăй хутăм – салтак ячĕ тухрĕ. Ирех шкул умне урапа кӳлнĕ лаша пырса чарăнчĕ. Ăсатма пĕтĕм шкул тухрĕ. Ялтан тухса кайрăмăр. Пăвана çитме вăтăр çухрăм. Урапа вĕçĕнче ларса пырса ял майĕпен-майĕпен куçăмран çухалса пынине сăнаса пыратăп. Пурнăçăн пĕрремĕш урокне илнĕ ял. Сасартăк пире хăваласа çитессишĕн тăрăшакан пĕр япалана асăрхатăп. Абайран ку мĕн пулма пултарнине ыйтатăп.
- Кусем сирĕн вĕренекенĕрсем пулмалла, - терĕ те абай лашана чарчĕ.
Ыттине тĕлĕкри пек астăватăп. Ачасем пирĕн пата çитрĕç те ман çине сикме тытăнчĕç: ыталаççĕ, чуптăваççĕ. Пĕр ушкăнĕ чарăнать те – тепри тытăнать. Абай васкатмасть. Сăнаса тăрать. Мĕн чухлĕ вăхăт иртнине те, вĕсем манран мĕнле уйрăлнине те астумастăп. Нерв тытăмĕ чăтаймарĕ. Ача-пăчалла йĕрсе ятăм. Абай мана лăплантарма тăрăшсан та чарăнаймастăп. Халĕ пĕрремĕш вĕренекенсемшĕн эпĕ кам пулнине лайăх ăнланатăп. Çак пулăм маншăн - пурнăçăмри чи пысăк сум тата чыс.
- Сирĕн пурнăçăрта салтакра пулнă тапхăр мĕнле пĕлтерĕшлĕ/
- Ĕмĕрлĕхех упранса юлчĕ. Эпĕ йывăрлăхсемпе мĕнле кĕрешмеллине ăнланса илтĕм. Автоматпа лайăх паллашрăм, тĕл пеме вĕрентĕм. Вăтăр çухрăма йĕлтĕрпе ăнăçлăн парăнтараттăм. Чупавçă-разрядник. Гарнизон шайĕнче шахматла выляссипе чемпионччĕ. Политика вĕрентĕвĕсенче Олег Банников лейтенантăн пĕрремĕш пулăшаканĕччĕ. Пĕррехинче батальона тревогăпа марш-чупăва тăратрĕç. Шăрăх. Çирĕм пилĕк çухрăма пăхăнтарса, юхан шывăн ятарлă каçăвĕпе усă курса тепĕр енне каçрăмăр. Мишеньсене тĕл тивертесшĕн ăмăртрăмăр. Çав вырăнтах апатланса каялла çул тытрăмăр. Казармăсем патне çитеспе батальон йышĕнчен виççĕн çеç – Григорьев подполковник, грек тата эпĕ – пулнине асăрхарăмăр. Салтакри пурнăçăмра манăн пĕр çитменлĕх – гауптвахтăра ларса курман. Ун чухне çакăн пек калатчĕç: «Гауптвахтăра çĕр улми тасатса курман çын - салтак та мар!».
- Çемье пурнăçĕ мĕнлерех пуçланчĕ/
- Авлантăм. Икĕ хĕрача çут тĕнчене килчĕ. Хĕрĕмсем маншăн мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулнине саккăрмĕш вунăçуллăха куçас умĕн тин ăнланса илтĕм – кашни кунах вĕсен тимлĕхне туйма пуçласан. Чи пĕлтерĕшли - ĕç карьерин картлашкипе хăпарма тытăнтăм. Унтăр вăтам шкулĕн директорĕ пулма сĕнчĕç. Килĕшрĕм. Вĕрентӳçĕсен шанчăкне пуçлăх пулнипе мар, директор пӳлĕмне газ плити лартассине хирĕç пулнипе çĕнсе илтĕм. Вĕрентӳçĕсен хваттерĕсене газ кĕртсе пĕтерсен тин плита ларттарма килĕшрĕм. Тен, парти райкомне те çавна шута илсе ĕçлеме чĕнчĕç. Мана Горький хулинчи партин аслă шкулне вĕренме ячĕç. Хĕрлĕ диплом илнĕ хыççăн малтан ĕçленĕ вырăна таврăнтăм. Манăн пурнăçри тăваттăмĕш вунăçуллăх тапхăрĕнчи чи паллă пулăм – Юрий Горячевпа Тимирязевкăри сăнав станцине выльăх-чĕрлĕх самăртакансен кунне кайни. Ăна Ульяновск районĕн ертӳçине çирĕплетнĕччĕ кăна-ха. Вăл кашни эрнекун фермăсене тухса çӳренине илтнĕччĕ-ха. Мана та хăйпе пĕрле илсе кайма ыйтрăм.
- Райкома ирхине виçĕ сехет тĕлне кил, - терĕ вăл нимĕн пулман пекех. Хăраса ӳкрĕм – палăртнă вăхăта çитсе ĕлкĕ-рейĕп-ши/ Тимирязевкăна çитрĕмĕр. Юрий Фролович атă тăхăнчĕ те территори тăрăх утрĕ. Манăн мĕн тумалла/ Çула тухас умĕн кремпа тасатнă пушмакпах пылчăк çăрса ун хыççăн утма тӳр килчĕ. Пурнăçăмри тĕп пĕлтерĕшлĕ çынпа пĕрремĕш тĕлпулу çапла пулса иртрĕ.
- Ĕç карьерин кустăрми мĕнле тата хăçан çаврăнма тытăнчĕ/
- 1975 çулта. Çирĕплетсе калатăп: паллашу, пĕлĕшлĕх шайĕнчен мар! Парти райкомĕн секретарьне çирĕплетрĕç. Кайран обкома йыхрав турĕç. Султан Гиматов килчĕ. Обкомри лекторсен ушкăнне ертсе пыраканскер хăй патне ĕçлеме чĕнчĕ. Горячев – килĕшмест. Владимир Николаевич Сверкалов хăй килчĕ. Горячев пурĕпĕр ирĕк памасть. Коммунистсен партийĕн Тĕп комитечĕ идеологсен вырăнне хĕрарăмсене лартма сĕнсен тин мана çăкăр-тăварпа унта ăсатрĕç. Ку вырăнта çĕкленмелли те, персе анмалли те нумай пулчĕ. Юрий Фролович манран нумай никама та критиклеменнине пытармастчĕ, анчах эпĕ уншăн кӳренменшĕн питĕ сапăрччĕ. Калама кăна – пилĕк выговор! Тав туни - çук! Пĕррехинче мана Раççей радиовĕ тăрăх критиклерĕç - çăхава çăмăлттай пăхса тухнă имĕш. Çакăн хыççăн райĕçтăвком председателĕ Василий Николаевич Арефьев: «Вăт куратăн, ырă ĕç тумасăр начарри пулмасть – сана халĕ пĕтĕм çĕршыв пĕлет», - терĕ шӳтлесе те чăнласа.
Çак вăхăтра райком çулталăкра граждансенчен 400 ытла сĕнӳ-çăхав илетчĕ. Сăлтавĕ - Юрий Горячев хăешкеллинче. Вăл çăхавсен çул-йĕрне хăй тĕрĕслесе тăратчĕ. Вĕсен тăхăрвунă проценчĕ граждансемшĕн усăллă пурнăçланатчĕ. Вăл çăхавсене - татса пама - ытти пуçлăхсем патне яман. Парти обкомĕ никама шанмасăр хăй тĕрĕслесе тăнă. Депутатсем те вĕсене пăхса тухассишĕн ĕçе пуçăнман.
Ĕç карьери обкома Г.В.Колбин килнипе çыхăнчĕ. Инструктор пулса ĕçленĕ май яланах хаçатпа çыхăнураччĕ. Пĕррехинче Геннадий Васильевич хăй патне чĕнсе илчĕ те:
- Хаçата çырса тăнăшăн, паллах, мухтамалла. Анчах обком ĕçченĕ çапла майпа хушма тупăш ĕçлесе илни – аванах мар, - терĕ.
Аллăма хаçат тыттарчĕ. Пăхатăп – автозаводăн. Статйи – манăн. Пĕрремĕш секретарь унти нумай вырăна хĕрлĕ кăранташпа туртса паллă тунă.
- Куншăн эпĕ укçа илместĕп вĕт, - тетĕп. – Вĕсем ман материалсене область хаçатĕнчен куçарса илнине те пĕлместĕп.
Ĕç акă мĕнпе вĕçленчĕ: вăл мана хăйĕн референчĕ туса хучĕ те обкомри пичет секторне ертсе пыма çирĕплетрĕ.
- Малашне ман патăмра ĕçлетĕн, пичет ĕçĕпе вара ĕçсен хушшинче аппаланатăн, - терĕ.
- Сирĕн кун-çулăрти хĕрхенӳсĕр тапхăр.
- Пурнăçăмри улттăмĕш вунăçуллăх. 1986 çулта çĕнетӳ самани пуçланчĕ. Совет çыннисем ăна хавхалануллăн йышăнчĕç. Эпĕ те. Анчах ку вăхăтлăх çеç пулчĕ. Çил-тăвăл пек çĕкленнĕ савăнăçлă кăмăл-туйăм хăвăрт иртсе кайрĕ. Анчах пуриншĕн те мар. Чикĕсĕр сарăлса пыракан ирĕклĕх тени массăллă информаци хатĕрĕсене ертсе пыма йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Обкомра тытăм ĕçĕпе çыхăннă меслетпе вăй хунипе, ирĕклĕх тени чĕлхе вĕçĕнче кăна тытăнса тăратчĕ. Эпĕ те ыттисемпе пĕрле капкăна çаклантăм. «Ульяновский комсомолец» хаçатра «Эпĕ сирĕншĕн – тăшман» хайлавăм пичетленсе тухрĕ. Унăн тĕшши – пурте кивелнĕ, пурне те улăштармалла. Эпĕ ку материал пичетленсе тухасса пĕлсе тăнă. Анчах редактор патне кайса ăна пăрахăçламарăм. Çапла тума çĕнетӳ тапхăрĕн тĕп шухăшĕсем ирĕк памарĕç. «Богатов ĕçĕ» уçăлчĕ. Эпĕ ирĕксĕрлеме пултарайманнине çирĕплетме тăрăшрăм. Мана малашлăх çутине асăрхайманшăн айăплама тытăнчĕç. Парти комиссийĕ çине тăрсах пуху ирттерме хатĕрленчĕ – мана питĕ хаяр айăплав кĕтет. Эпĕ «хĕç-пăшалăма» каялла пама хатĕрччĕ ĕнтĕ. Çак вăхăтра ĕçтешĕм – Геннадий Царьков – витĕмлĕ те ĕнентерӳллĕ сăмах каларĕ.
- Пухура калаçма хатĕрлен, - терĕ те мана ĕç пӳлĕмĕнче питĕрсе хăварчĕ. - Ĕç кунĕ вĕçленсен тĕрĕслеп.
Пĕлетĕр-и, КПСС обкомĕн парти учетĕ-нче тăнă 102 коммунистран 99-шĕ мана тӳрре кăларчĕ. Ку вăл демократипе ирĕклĕх çĕнтерĕвĕ пулчĕ.
1991 çулта «Ульяновская правда» хаçатра «Раççее президент кирлĕ-и/» статья пичетленчĕ. Ман хайлава айăпласа тата хирĕçлесе Ульяновскран çеç мар, ытти çĕртен те çырусем килме тытăнчĕç. Вĕсенче çĕршывăн пĕтĕм çылăхĕсемшĕн коммунистсене хăратса, айăпласа çырчĕç. 1993 çулта Шурă çуртра совет влаçне хĕç-пăшалпа пенине хирĕçлерĕм. Совет саманине сыхласа хăварассишĕн йĕркеленĕ митингсене хутшăнтăм. Çак пулăмсене çутатса патăм та ĕнтĕ «Çĕнĕрен чĕрĕлсе тăни» тата «Ялава алăран вĕçертмерĕмĕр» кĕнекемсенче. Эпĕ идея тĕллевлĕхĕшĕн чикĕсĕр кĕрешекен пулса тăтăм, тен, çавăнпа та пулĕ çак йĕркесем шăрçаланчĕç:
Идея нас в кулак сплотила,
Мы за нее рванулись в бой.
- Литература çулĕ çине хăçан тăтăр/
- Çиччĕмĕш вунăçуллăхра. Паллах, манăн вĕрентекенĕм тата критиклекенĕм Геннадий Царьков «пусăмĕсĕр» пулмарĕ ку. Малтан таврапĕлӳ тематикипе кăсăклантăм. Ратне-тăван йăх-тымарне тĕпчеме тытăнтăм. Туссем валли сăвăсем калăпларăм. Анчах çĕршывра пулса иртекен лару-тăрăва яланах тимлĕхре тытнă. Суйлав тапхăрĕнче кĕпĕрнаттăр пулма Юрий Горячев кандидатурине тăратас ĕç-хĕле хутшăнтăм. Тавракурăмсем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăнипе коммунистсен партийĕн ретĕнчен тухмалла пулчĕ. Анчах шухăш-кăмăлăмпа эпĕ коммунист пулсах юлатăп.
- Саккăрмĕш вунăçуллăх мĕнпе çыхăннă/
- Н.Г.Абрамов депутат ячĕпе. Вăл мана социаллă тĕрĕсмарлăхпа кĕрешмелли пулăмра хамăн вырăна тупма пулăшрĕ. Çырмалли материал питĕ нумай. Лару-тăру хăвăрт улшăнса пынăран ĕлкĕрме те йывăр. Сăнарсен чикки питĕ уçă. Вĕсем манпа пĕрле пурăнаççĕ, кĕрешеççĕ. Эпĕ вара вĕсемпе мухтанатăп, хутшăнăва кĕретĕп. Пĕтĕмлетӳ тума вăхăт çитмест. Тен, телейĕм тенине çак йĕркесем уçса парĕç:
В том, что жил так, я не каюсь,
И жизнь мимо не прошла.
Но порою удивляюсь,
Как не выбит из седла.
- Александр Михайлович, «Канаш» хаçатăн – юбилей. Вăл 25 çул тултарчĕ. Çак хушăра хаçатăмăр Чĕмпĕр тăрăхĕнче тĕпленсе пурăнакан чăвашсен илĕртӳллĕ маякĕ пулса ĕлкĕ-рейрĕ-ши/
- «Канаш» хаçат вырăнти ентешĕмĕрсемшĕн кăна мар, пĕтĕм çĕршыври чăвашсемшĕн ырă тĕслĕх. Эпĕ вăл кун çути курнă пулăмăн кӳ-нтеленĕ. Çак пулăма РЕВОЛЮЦИПЕ танлаштаратăп. Чăваш тулайлăхĕ те хаçатăн пĕрремĕш кăларăмне çунатланса йышăнчĕ. Хаçат пур енĕпе те аванланса пырать. Вăл паян чăвашлăх тĕкĕрне çаврăнчĕ. Юбилей ячĕпе, ентешĕмĕрсем!
- Сире те икĕ юбилей ячĕпе саламлатпăр, Александр Михайлович! Пирĕншĕн яланлăхах самана паллин ÇЫННИ пулса юлăр!
 
: 807, Хаçат: 1 (1299), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: