Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнче ĕçлесе пурăнакан чăваш поэчĕ, «Канаш» хаçатăн яланхи авторĕ Анатолий Юман «Улăп кун-çулĕ» ятлă сăвăсен ярăмне çырса пĕтернĕ. Унта вăл чăвашсен Аслă просветителĕн Иван Яковлевич Яковлевăн тĕрлĕ пулăмсемпе пуян пурнăçне сăнарласа кăтартма тăрăшнă. Паян эпир вулакансене çав ярăмри сăвăсенчен пĕринпе паллаштаратпăр. Унта вăл чăваш поэзийĕн классикĕн Константин Васильевич Ивановăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэми çуралнă тапхăра çырса кăтартать.
 
Вăхăт тунсăхра иртет.
Кĕçтука йыхрав кĕтет.
Кĕç опалăри поэт
Чĕмпĕре килсе çитет.
 
Йывăç-курăк çаралать,
Хура кĕр хуçаланать.
Каччă çăмăллăн сывлать,
Хуçăк кăмăл юсанать.
 
Иван Яккăльччă чĕнет,
Куçару ĕçне сĕнет.
Мĕн пулать те мĕн килет –
Уссăр пурăнса çитет.
 
Пĕччен мар, Шупуççынни
Атăлпа килет ишсе.
Туссене кĕтет çĕнни,
Шухăш çитĕнет пиçсе.
 
Кирлĕ кĕлĕ кĕнеки
Чăн-чăн вырăсли пекки.
Пурте кирлĕ мĕн çукки.
Ĕç-пуç тума вăй çук-и/
 
Шкулта кирлĕ тăлмачсем
Тата кирлĕ поэтсем.
Кирлĕ тĕрлĕ ăсчахсем,
Ӳссе çитĕç ăстасем.
 
Чи малтан поэзине
Чун туртать поэтсене.
Тĕрлĕ шухăш пăралать,
Сăвă-юрă çуралать.
 
Иван Яккăльччă старик
Лермонтова кăмăллать.
Сăмахне хăлхуна чик –
Вăл калани йăлт пулать.
 
«Калашник хуçапала
Иван ĕмпӳ» хайлавне
Кĕçтукăн куçармалла
Килтерсе майне-шывне.
 
Тата хăш-пĕр сăввине
Шупуççынни куçарать.
Вăл та шырать çĕннине,
Ачи вăл та пултарать.
 
Ăмăртмалла тенĕ пек
Ĕçĕ пырать шăранса.
Çур патнелле кĕнеке
Тухать хайхи çуралса.
 
Вăл старике килĕшет,
Кăштах илет мухтаса.
Яшсен чапне ӳстерет
Уроксенче вуласа.
 
Кунтах Чалтун сторăш пур
Кăмака хутса тăрать.
Хăй йĕри-тавра сатур
Шикмайсене пуçтарать.
 
Ĕçне тунă вăхăтрах
Халапсем яма ăста.
Çав хаваслă самантра
Поэтсем те пур кунта.
 
Ваттине итле-итле
«Тимĕр тылă» çуралать.
Асăрхатăр-и епле
Поэт чунĕ вăранать/
 
Кĕç ун хыççăн «Икĕ хĕр»
Поэт çырса хатĕрлет.
Иван Яккăльччă çав тер
Савăнса кайса тимлет.
 
Калашник хуçа çинчен
Юрă çырнă хушăрах
Поэт ларнă пĕр-пĕччен
Шухăша кайса вăрах.
 
Кăнна Кушки старикки 1)
Пăлхантарнă çĕнĕрен:
Пулать те-мĕн кун пекки,
Кулянтарать чĕререн.
 
Пуян хĕрĕ, сарă хĕр
Чухăн качча юратнă.
Ашшĕ-амăш ирĕксĕр
Ăна юта çураçнă.
 
Çакă ĕмĕрхи сюжет
Пăлхантарать поэта.
Хуратмашкăн пикенет
Ирĕн-каçăн шур хута.
 
Çуралать çапла «Нарспи»
Кивĕ Чĕмпĕр хулинче.
Ĕмĕр чĕрĕ ун шăпи
Кашни чăваш асĕнче.
 
Ача пекех савăнать
Патриарх çав çулхине.
«Нарспи» хăвăрт саланать
Тăван халăх хушшине.
 
Çамрăк поэт повеçне 2)
Тĕплĕн тухать вуласа.
Кайран унăн авторне
Илнĕ теççĕ чуптуса.
 
Гонорарĕ вырăнне
Парнеленĕ çĕн сăхман.
Паллах, шкулăн ун чухне
Тӳлеме нухрат пулман.
 
Катя мăшăрне малтан
Çакăн çинчен хыпарлать.
«Тухрĕ пиртен, чăвашран,
Гени», - тесе мухтанать.
 
Ачасене классенче
Сасăпа вулаттарать.
Хăтлă Чĕмпĕр хулинчен
Çут тĕнчене саланать.
 
Хакланă май мĕн калам/
Чăн шедевр темелле.
Сăввисен йĕрки аван
Шăранса пырать епле!
 
Аравасăр япала!
Çулланса çитмен йĕкĕт
Пирĕн авалхи яла
Сăнлама пултарнă вĕт!
 
Ӳстерсе калани çук,
Тĕрĕс мар-и çак сăмах/
Чун хевти çĕкленнĕ чух
Пиçсе çитнĕ ку юмах.
 
Ĕнчĕ пек тăван сăмах
Шăранать ялтăраса.
Ахаль мар вулать чăнах
Çын куççулĕ кăларса.
 
Чăваш тĕнчи сарлакан
Ӳкерĕнсе юлнăран,
Ăна пирĕн вулакан
Ямасть халь те алăран.
 
Çухалса кайма килмен
Эпир çакă тĕнчене.
Кам вăй хунă, ӳркенмен
Вăл тупатех телейне.
 
Ахаль мар чунтан-вартан
Савăннă старик, эре.
Пичетленĕ чух малтан
«Халапсем» кĕнекере.
 
Поэт ячĕ кĕркĕрлет
Çĕклесе чăваш чысне.
Халь ăна тĕнче пĕлет,
Тăван халăх генине.
29.09.2014.
 
Автор асăрхаттарнисем:
1) Чалтун Кăнна Кушки чăвашĕ пулнă.
2) И.Я.Яковлев поэмăна вырăсла повесть тесе хакланă.
 
«Нарспи» поэма чи малтан И.Я.Яковлев Чĕмпĕрте пичетлесе кăларнă «Чăваш халапĕсем» кĕнекере çапăннă. Чăннипе илсен ку вăл Чăваш литературин антологийĕ пулнă.
 
: 696, Хаçат: 2 (1300), Категори: К.В.Иванов султалаке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: