Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
УОЧНКА ĕçтăвкомĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинче икĕ ыйту: 2014 çулхи планăн пĕтĕмлетĕвне тăвасси тата 2015 çулхи ĕç планне çирĕплетесси.
Ларăва УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев уçрĕ.
-Палăртнине йăлтах пурнăçларăмăр. Мероприятисене ача-пăчана тата студентсене те явăçтарма тăрăшрăмăр. Пĕр япала çеç пурнăçа кĕреймерĕ-- чăваш çамрăкĕсен форумне ирттереймерĕмĕр. Акатуйсен географийĕ анлăлансах пырать. Ишевкесем пĕрремĕш хут ирттерчĕç. Паллах, çитменлĕхсем çук мар, эпир вĕсене пĕтерме тăрăшатпăр. Тимлĕрех хатĕрленмелле. Кăçалхи Акатуя çĕртме (июнь) уйăхĕн 6-мĕшĕнче ирттерме палăртрăмăр. Çу (май) уйăхĕнче Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине паллă тумалла.
Ытти ĕçсем те пурнăçланса пыраççĕ. Наци ялĕнче музей тата кафе çĕкленсе ларчĕ ĕнтĕ. Унта Сергей Иванович кĕпĕрнаттăр, Ульяновск хули пуçлăхĕ Марина Беспалова пырса курчĕç,-терĕ вăл.
«Еткер» телекăларăмăн аслă редакторĕ Олег Мустаев Пăлхара пĕлтĕр мĕн сăлтавпа кайманнипе кăсăкланчĕ. Кăçал ĕç планне кĕртсе экскурси йĕркелеме сĕнчĕ. Çак ĕçе И.Я. Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин пуçлăхне Алексей Мордовкина шанса пачĕç.
Вĕренӳ ĕçне хускатсан нумай ыйту çуралчĕ. Хальтерех татса памаллисем—учительсен пĕлĕвне ӳстерекен института Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕпе пĕрлештерсен наци кабинетне сыхласа хăварасси тата облаçри вĕренӳ министерствинче чăваш чĕлхипе методист тупса çирĕплетесси.
УлПУри наци уйрăмне уçас ыйтăва та хускатрĕç ĕçтăвком членĕсем. Унта естествознанипе географи факультечĕн деканĕ Владимир Федоров кăçал ку ĕçе пурнăçлама май çукки пирки ăнлантарчĕ.
-Унта çулсерен 10-12 ача кĕмелле. Вĕсен виçĕ предметпа экзамен тытса 160-170 балл пуçтармалла. Унсăрăн уçнин усси те çук,- терĕ вăл. Ульяновскри учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтăн наци кабинечĕн методисчĕ Вера Архипова ун валли халĕ 9-мĕш класра вĕренекенсене хатĕрлеме тытăнмалли пирки каларĕ.
Унччен вĕренӳ министерствинче тĕп специалист пулнă Федосия Улендеева 2014 çулта чĕлхене вĕрентес ĕç мĕнле пыни çинче чарăнса тăчĕ. Иртнĕ çул чĕлхемĕре вĕрентекенсен хушшинче «Чи лайăх вĕрентӳçĕ» конкурс ирттернĕ пулсан кăçал «Чи лайăх чăваш чĕлхи класĕ» конкурс ирттерме палăртĕç.
Олег Мустаев ачасене патриотла воспитани парас ĕçе УОЧНКАн ĕç планне кĕртсе хăварма сĕнчĕ.
Чăнлă район пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Узиков вырăнти паллă çынсем çинчен «Канаш» хаçатра тата «Еткер» кăларăмра ытларах каласа пама ыйтрĕ.
«Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Ларионов нарăсăн 14-мĕшĕнче хаçатăн юбилейне Аслă Нагаткинта ирттерес пирки пĕлтерчĕ, уява хутшăнма чĕнчĕ.
Ĕçтăвком членĕсем Кĕрешӳ федерацийĕн ĕçне лайăхлатма сĕнчĕç. Ĕç планне çирĕплетсен Владимир Сваев пĕтĕмлетсе çапла каларĕ:
- Çитес çулхи мероприятисене Аслă вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул, Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнипе тата тăван чĕлхемĕре аталантарассипе çыхăнтармалла. Пĕрлĕхре — вăй, пĕрле ĕçлени кирлĕ.
 
: 746, Хаçат: 3 (1301), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: