Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскра пулас чăваш кил-çурчĕн никĕсĕ айне çулталăк каялла Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пулас ăру валли хайланă çырăва вырнаçтарнă капсула хурса хăварнăччĕ.
Çак ĕçе пуçăнма В.А. Федоров усламçăпа унăн ачисем – Артемпа Юрий – сăмах панăччĕ. Ентешĕмĕрсем, чăнах та, чăваш комплексĕнче музей, мунча, пусă, кафе, хăна çурчĕ хăпартса лартрĕç.
Кăрлачăн 28-мĕшĕнче С.И.Морозов, хула пуçлăхĕсем, облаçри наци автономийĕсен ертӳçисем чăваш хастарĕсен ĕçĕпе паллашма пычĕç. Сергей Иванович мĕн пурнăçланипе кăмăллă пулчĕ. Артем Федорова тав туса Хисеп хучĕпе чысларĕ. Тĕлпулăва пуçтарăннă автономи пуçлăхĕсем те наци çурчĕсене лартма сăмах пачĕç.
Чăваш кил-çурчĕ ыттисемшĕн тĕслĕх, илемлĕ те хăтлă пулать. Ăна çĕклессишĕн çанă тавăрса вăй хуракансене – Владимир, Артем, Юрий Федоровсене – тав тăватпăр. Ыркăмăллăх ĕçĕсене пурнăçлама Турă малашне те сывлăх парса пулăшса пытăр.
 
: 602, Хаçат: 3 (1301), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: