Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иртсе çӳренĕ чухне Тури террасăра куç тĕлне хĕрлĕ кирпĕчрен туса лартнă икĕ хутлă капмар çурт тĕл пулать. «Кавирсен çăтмахĕ» тесе çырнă ун çине пысăк сас паллисемпе. Çуртăн хуçисем – пирĕн ентешсем – Черновсен туслă çемйи. Çемье пуçĕ Николай Михайлович çак кунсенче 60 çулхи юбилейне паллă тунă.
Черновсем "Канаш" хаçат юбилейне ирттерме укçа парса пурăшрĕç. Уншăн вĕсене пысăк тав!
Ялти чи хитре хĕре качча илтĕм
Мăшăрĕпе Василиса Васильевнапа вĕсем пĕр ялтах – Тутарстан Республикине кĕрекен Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Упире – çуралнă.
Иккĕшĕ те пысăк çемьере ӳснĕ. Николай ултă ачаран пиллĕкмĕш. Ашшĕ – Михаил Исакиевич – шкулта математика предметне вĕрентнĕ. Вăл çĕре кĕнĕ чухне Николай вуннăра çеç пулнă. Вăрçă суранĕсене пула кĕскелнĕ унăн ĕмĕрĕ. Амăшĕ Елизавета Сосипатыровна ултă ачине пĕчченех ӳстернĕ. Ачисене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Паян вăл 91 çулта. Ывăлĕн 60 çулхи юбилейĕ-нче тăхлачĕпе – Василиса Васильевнан амăшĕпе – сумлă вырăнта ларнă.
Василиса çичĕ ачаран чи асли. Тăватă йăмăкĕпе икĕ шăллĕне сахал мар ас тума тивнĕ ăна.
«Тĕрĕссипе, эпĕ ача пăхса ывăннă. Часрах ӳссе çитĕнсе хулана вĕренме каяс килетчĕ. Аслă пĕлӳ илме май пулмарĕ пулин те лайăх повар ятне илтрĕм, - тет вăл калаçăвне мăшăрĕ çине куçарса. - Кольăна эпĕ çиччĕре чухнех кăмăлланăччĕ. Вунпилĕке çитсен пирĕн хушăмăрта юрату çуралчĕ темелле. Эпĕ ăна салтака ăсатса ятăм. Хам Шупашкара кулинари училищине вĕренме кайрăм. Салтакран чиперех кĕтсе илтĕм юратнă çыннăма. Унтан таврăнсан вăл Çĕпĕре сухăр юхтарнă çĕре тухса кайрĕ. Çулталăкран таврăнчĕ те мана хăйпе илсе каясшăн пулчĕ. Эпĕ килĕшмерĕм. Повара вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти Советсен çуртĕнче поварта ĕçлеттĕм. Ĕçĕ питĕ яваплăччĕ, министрсем валли хатĕрлеттĕмĕр-çке.. . Коля Шупашкара пырса химзавода ĕçе вырнаçрĕ. Мансăр вăл пĕр кун та пурăнма пултараймастчĕ. Пĕрлешме шутларăмăр. Вăл халĕ те ялти чи хитре хĕре качча илтĕм тесе мухтанать. Унтан эпир Ульяновск хулине килсе 2-мĕш КПДна вырнаçрăмăр».
Василиса Васильевна хăй профессийĕпех ĕçлеме пуçлать, Николай Михайлович – крановщикра.
-Эпир килсе вырнаçнă чух КПДна тума çеç тытăннăччĕ-ха. Эпĕ çĕклерĕм те ĕнтĕ кранпа тин çеç «пиçсе» тухнă 1-мĕш панельне. Чăн уява çаврăнчĕ çак пулăм. Телевидени те ӳкерчĕ, - каласа парать Николай Михайлович.
Черновсене виçĕ уйăхранах пӳлĕм уйăраççĕ. Малтанах кăмăла кайман çамрăксене Çĕнĕ хула. Тăвансем пурри кăна чĕрисене йăпатнă. Хăнăхсан вара çак район чи çывăх кĕтес пулса тăнă. Ĕçĕсенче те хисепе тивĕçнĕ вĕсем. Николай Михайловичăн сăн ӳкерчĕкне Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. Кунта вăл хăйне спортра та кăтартать. Çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе чупассипе, футболла вылассипе пĕр ăмăртуран та юлман пирĕн ентеш, малти вырăнсене йышăнса завод ятне çӳле çĕклет. Яваплăскере администраци часах строитель техникумне вĕренме ярать. Ăна вăл куçăмсăр майпа пĕтерет.
Услам ĕçне мĕнле пуçăнтăр-ха тесе ыйтсан Василиса Васильевна çапла каласа пачĕ: «Перестройка тытăнсан нумайăшĕ услам ĕçĕпе аппаланма тытăнчĕ. Эпир те вак-тĕвек япала туянса суту-илӳ авăрне кĕтĕмĕр темелле. Çанталăка пăхмасăрах çăмăл машинапа районсем тăрăх сутса çӳрерĕмĕр. Мĕнле кăна лару-тăрăва лекмерĕмĕр пулĕ çав хушăра... Куçса çӳресе ĕçлеме çав тери йăлăхтарчĕ. Вара кавир çине куçрăмăр. Малтан – пасарта тăтăмăр. Урамра шăннисем халĕ те аса илтереççĕ-ха. Унтан ăшă çĕре – пысăк супермаркета – куçрăмăр, кавир уйрăмĕ уçрăмăр. Ку тĕле пирĕн хĕрпе ывăл та ӳсрĕç ĕнтĕ. Вĕренсе тухса пулăшакан пулчĕç. Хĕр УлПУра бухгалтер-экономист а вĕренсе тухрĕ, ывăл – ăста программист. Техника университетне вăл кĕмĕл медальпе пĕтерчĕ. Иккĕшĕ те мăшăрĕсене тупса çемье чăмăртарĕç, пире йăпанма виçĕ мăнук парнелерĕç.
Супермаркетра ĕçлеме аван, анчах ăна тара илнĕшĕн нумай тӳлемелле. Унсăр пуçне налук тӳлемелле тата сутуçа ĕç укçи уйăрмалла. Укçа чул айĕнче тесе ахаль каламан чăвашсем. Вăл кĕсьене çăмăллăн кĕрет тесе шутлать пулĕ нумайăшĕ. Суту-илӳ ĕçĕ çăмăл мар çав».
 
Ырă çемьен ĕçĕсем те ырă
Черновсем тăлăха юлнă тата чирлĕ ачасен нушисене чĕрипе ăнланаççĕ, шеллеççĕ. Вĕсен пурнăçне мĕнпе те пулин çăмăллатас, илемлетес тесе ыркăмăллăх ĕçне хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, Çĕнĕ хулари çула çитмен ачасен «Алые паруса» реабилитаци центрне, ачасене психика тĕлĕшĕнчен пулăшу паракан «Развитие» диагностика центрне тата ача çурчĕсене кавирсем парнеленĕ, укçа-тенкĕпе те пулăшнă. Ырă ырăпах таврăнать теççĕ. Çав учрежденисен ертӳçисем Черновсене Тав хучĕсем парса тата ырă сăмахĕсем каласа тав тунă.
Тĕн йĕркисене те хисеплеççĕ ку çемьере. Çавăнпа чиркӳсене те май килнĕ таран укçа-тенкĕ уйăраççĕ.
Пулăшакана Турă та пулăшать тенипе те килĕшес килет. Пĕр çĕртен тепĕр çĕре куçса çӳрени, лавкка валли пӳлĕмсене тара тытни ывăнтарса çитерсен Черновсем хăйсен лавккине уçма шутлаççĕ. Тури террасăра кивĕ çурт туянаççĕ. Ун вырăнне хĕрлĕ кирпĕчрен икĕ хутлă пысăк çурт туса лартаççĕ. Пĕрремĕш хутĕнче – кавир лавкки. Иккĕмĕшĕнче – пурăнмалли пӳлĕмсем.
 
Кавир çăтмахĕ
Çапла ят параççĕ вĕсем лавккине. Кĕрсен куç чарăлсах каять: мĕнли кăна çук кунта: Турци, Бельги, Украина, Белорус, Молдова, Иран çĕршывĕсем тата Раççейри фабрикăсенче тĕртнисем – пурĕ 70 тĕрлĕ. Пĕри те урайĕнче тĕлсĕр йăваланса выртмасть, йăлтах вырăнлă, куç умĕнче. Хаклăраххисем пурте курмалла çакăнса тăраççĕ. Туянма пыракана суйлама питĕ меллĕ.
Суйлама тенĕрен, кăмăла каяканнине тупаймасан саккас пама пулать. Кирлĕ тĕслине, калăпăшлине килех çитерсе параççĕ.
«Хĕвелтухăçра ăруран ăрăва куçса пыракан каларăш пур: «Çурт кавиртен тытăнать». Кавир модăран нихçан та тухман, тухмасть те, мĕншĕн тесен вăл пӳлĕме ăшă, илем, хăйнеевĕрлĕ хăтлăх кӳрет. Çуртăн ăш-чиккипе килĕшсе тăракан кавир кăмăла çĕклет. Вăл ура тĕпĕшĕн те усăллă. Пĕр вăхăт кавирсене урайне антартăмăр. Анчах çĕнĕ ĕмĕрте çурт стенисене çӳхе тунипе стена çине çакмалли кавирĕн пĕлтерĕшĕ те ӳсе пуçларĕ. Кавир çаксан хваттерти сасă ян каймасть, кӳршĕсене те чăрмантармасть. Паллах, вĕсене тасалăхра тытмалла, тĕрĕс пăхмалла. Халĕ тасатма ансат, ун валли лавккара тем те пур. Алăк умне, ачасен тата апатланмалли пӳлĕмсене синтетикăран тунине хурсан аванрах пулĕ. Ăна çума çăмăлтарах. Вăл çăмран тĕртнинчен йӳнĕрех те,- хавхалансах каласа парать Василиса Васильевна.
Ĕçрен çеç тăмасть çав пурнăç, канни те кирлĕ. Çемьепе ĕçлеççĕ, çемьепе канаççĕ Черновсем. Николай Михайловичпа Василиса Васильевна çулсерен кану çурчĕсемпе санаторисенче, тинĕс хĕрринче сипленме тăрăшаççĕ, ют çĕршывсене те çитсе курнă. Пушă вăхăчĕсене савăнăçлă ирттерме çемьен юлташ та, тăван та нумай.
Юр кайсанах ĕç хыççăн пурте дачăна васкаççĕ. Василиса Васильевна пахча-çимĕçсĕр пуçне чечек ӳстерме юратать.
Черновсем хăйсем чăваш пулнине нихçан та пытармаççĕ, пачах тепĕр майлă – ентешпе тăван чĕлхепе калаçма тăрăшаççĕ. Чăваш концерчĕсене пĕр сиктермесĕр çӳреççĕ. Кăмăллаççĕ вĕсем чăваш юрри-ташшине. «Канаш» хаçат çырăнтăмăр тени вара кăмăлăма çĕклерĕ. «Чăваш çемйинче чăваш хаçачĕ пулмаллах», - теççĕ вĕсем. Пĕр сăмахпа – Черновсем пурнăç таппипе пĕр тан пыраççĕ, ыттисене те тĕслĕх кăтартаççĕ.
-Ман упăшка çапла лăпкă та ырă кăмăллă, тăрăшуллă та ывăнма пĕлмесĕр ĕçлеме пултаракан çын пулмасан, тен, йăлтах урăхла пулĕччĕ. Вăл лайăх мăшăр, юратнă атте, асатте. Ăна пурте юрататпăр. Çавăнпа та ăна çапла пулма пĕлнĕшĕн чĕререн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
Кавир илес текенсем валли ыйтса пĕлмелли телефонсем: 92-04-22, 8-903-336-21-01. Электрон почти: Kovry73@mail.ru.
 
Ульяновск хули.
 
: 880, Хаçат: 3 (1301), Категори: самана cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: