Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Виталий Васильевич Кузнецов 1935 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Шăмăршă районне кĕрекен Кахăрлă-Шăхаль ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Ашшĕ – Василий Степанович, амăшĕ – Мария Кондратьевна. Вĕсем 4 ывăлпа 2 хĕр çуратса ӳстернĕ. Ывăлĕсенчен Виталий чи кĕçĕнни. Халĕ вĕсенчен виçĕ пĕртăванĕ сывă. Аппăшĕ – Александра – вăрçă тата ĕç ветеранĕ, 93-мĕш çулпа пырать. Кил хушшинче хăй тĕллĕнех çӳрет, ирпе тăрсан зарядка та тăвать . «Канаш» хаçат вулама юратать, çав тери тирпейлĕ кинемей, хăй çывăракан вырăнне никама пуçтарттармасть. Йăмăкĕ – Мария, ĕç ветеранĕ, Кузнецовсен çемйинче чи кĕçĕнни.
Виталий Васильевич вăрçă ачи. Вĕсен çемйинчен Аслă вăрçа виççĕн тухса кайнă: ашшĕ, аслă тетĕшĕ тата аслă аппăшĕ. Дмитрий Харьков облаçĕнчи Змиевское районне кĕрекен Тимченки ялĕнче чукун çул станцине фашистсенчен хӳтĕленĕ чух 1943 çулхи августăн 28-мĕшĕнче пуçне хунă. Аслă Çĕнтерӳ 30 çул çитсен Виталий Васильевич мăшăрĕпе тетĕшĕн вилтăпри çине пуç тайма, чечек çыххи хума кайса килнĕ.
Виталий Кузнецовйн ĕç стажĕ 63-мĕш çулпа пырать. Вĕсенчен 38 çулне вăл аслă вĕренӳ заведенийĕнче преподавательте, 15-не Ульяновскри патшалăх техника университетĕнчи кафедра заведующийĕнче тата 14-не – çакăнтах – профессорта ĕçленĕ.
- Эпĕ 6 çултах шкула çӳреме тытăннă, мĕншĕн тесен аслă тетесем шкула каятчĕç, манăн та вĕренес килетчĕ. – аса илет Виталий Васильевич. – Шкул аякраччĕ – пирĕн ялтан 10 çухрăмра, пĕрремĕш урокран юлас мар тесе килтен питĕ ир тухаттăмăр, 6 сехетре çул çинчеччĕ.
Шкул пĕтерсен 1951 çулта вăл Дон-çи-Ростов хулине сăрт-ту техникумне вĕренме кĕнĕ. Техникум пĕтернĕ хыççăн 1953 çулта Шахты хулинче çĕр айĕнчи сăрт-ту маçтăрĕнче ĕçлеме пуçланă. Кунта ăна комсомол секретарьне суйланă, каярах райкома куçарнă. 1954-1957 çулсенче хĕсметре пулнă. Пĕр çулне – Сталинградри (халĕ Волгоград) радиотехника çарĕнче, икĕ çулне – Краснодар крайĕнче.
-Çамрăк чух эпĕ картинăсем ӳкерме юрататтăм. Чи малтанхи ӳкерчĕк – хамăн сăн. Ăна салтакра чух кăранташпа ӳкернĕ. Вăл халĕ те сыхланса юлнă, – каласа парать Виталий Васильевич. – Техникумра вĕреннĕ чух унти ӳнерçĕсенчен пир çине мĕнле тата мĕнпе ӳкермелли çинчен пĕтĕмпех ыйтса интересленеттĕм. Картинăсене открыткăсенчен, журналсенчен тупса сăнарлаттăм. Халĕ килте пĕри кăна сыхланса юлнă, ыттисене юлташсене, тăвансене парнеленĕ.
В.Кузнецов 1961-1964-мĕш çулсенче РФ халăх хуçалăх советĕнче Мускавра аслă инженерта вăй хунă. 1967 çулта Мускаври Г.В.Плеханов ячĕллĕ ял хуçалăх институчĕн экономика факультетне пĕтернĕ. 1973 çулта çав институтра экономика наукисен кандидачĕ пулса тăнă.
Аспирантурăна вĕренме кĕриччен Тула облаçĕнчи Узловая хулинче машина тăвакан заводра тĕп инженерта вăй хунă. Завод çамрăк хулана малалла хăпартас тата аталантарас ĕçе хутшăннă. Çав вăхăтра В.Кузнецова директор çумĕ пулма сĕннĕ. Вăл завод ĕçченĕсем тата вĕсен çемйисем валли шкулсем, ача сачĕсем, стадионсем, сывлăха çирĕплетмелли обьектсем хăпартнă çĕрте нумай тăрăшнă.
1978 çулта Çĕнĕ Мускаври Д.И.Менделеев ячĕллĕ институтăн филиалĕнче тăрăшнă, 1980 çултан ăна экономика кафедрин заведующине суйласа лартнă. 1981 çулта вара доцент ятне çирĕплетнĕ.
1982 çулăн пуçламăшĕнче Виталий Васильевич Ульяновскри патшалăх техника университетĕнче ĕçленĕ, экономика кафедрин доценчĕ пулнă.
В.Кузнецов 1992 çултанпа «Экономика тата производство йĕркеленĕвĕ» кафедринче профессор тивĕçĕсене пурнăçлать, 2004 çулта кафедра ятне «Экономика тата менеджмент» тесе улăштарнă. 2001 çулта Виталий Васильевича экономика тата менеджмент профессорĕ ăслăлăх звани панă. Çав çулах ăна Раççей академийĕн çут çанталăка тĕпчекен наука член-корреспондентн е (РАЕН) суйланă.
1995–2002-мĕш çулсенче В.Кузнецов вĕренӳ пособийĕсем, рынок экономики специалисчĕсене тата усламçăсене хатĕрлессипе методика ĕçĕсем çырнă. 1996 çулта услам ĕçне аталантарас енĕпе ирттернĕ конкурсра вăл иккĕмĕш вырăн йышăннă. Профессор Академин сборникне кĕртнĕ виçĕ программăн çумавторĕ. Федераллă патшалăх департаменчĕн служби укçа парса пулăшнипе Ульяновск облаçĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр унăн методики тăрăх икĕ пин ытла усламçа вĕрентсе хатĕрленĕ.
2002-2007 çулсенче хисеплĕ çыннăмăр УлПТУ «Экономика тата менеджмент» кафедрин заведующийĕнче тăрăшнă. Унта вĕренӳ аталанăвĕ тата пысăк специалистсене хатĕрлес ыйтусемпе нумай ĕçленĕ.
2008 çулта пĕтĕм тĕнчери верси тăрăх экономика наукисен докторĕ ятне илме тăратнă – пĕрремĕш диссертацине, 2009-мĕшĕнче – Раççей Федерацийĕнчи аслă пĕлӳ министерствин версийĕпе иккĕмĕш диссертацине хӳтĕленĕ.
Халĕ ăсчах «Экономика тата менеджмент», унпа пĕрлех «Экономика тата финанс прави» кафедрисен профессорĕ. Вăл лекцисем вулать, практика ĕçĕсем ирттерет, аспирантсене ертсе пырать.
Çак çул пуçламăшĕ тĕлне В.В.Кузнецов 7 наука кандидатне хатĕрленĕ. Паян «Экономика тата халăх хуçалăх управленийĕ» специальноçпа 2 аспирантăн ертӳçи.
РФ вĕренӳ министерстви сĕннипе Виталий Васильевич Кузнецов икĕ вĕренӳ пособийĕн çумавторĕ. Наука тĕпчевĕсем тăрăх унăн 200 ытла ĕç, 14 кĕнеке, 5 брошюра пичетленнĕ. Вăл шухăшласа кăларнă виçĕ çĕнĕ япалана производствăна кĕртнĕ.
Хальхи вăхăтра Виталий Васильевич хайлавсем, тĕрленчĕксем, сăвăсем, асаилӳсем çырать. Вăл хăйĕн йăх-тымарне шыраса тупса тĕпчерĕ. Унăн нумаях пулмасть «Я шел однажды по земле» ятлă кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Кĕнекере хăйĕн пурнăçĕнчи асаилӳсем, чунри шухăшлавĕсем, çывăх тăванĕсемпе юлташĕсем, тăван ялĕ çинчен çырса кăтартнă. Унтах чăваш халăхĕн кĕске историйĕ те пур.
В.В.Кузнецов ятне «Краткая чувашская региональная энциклопедия» кĕнекене кĕртнĕ. Ун патшалăх награди нумай: «Социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерӳçи», медальсем – «В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле», «Ĕç ветеранĕ», «РФ аслă профессилле вĕренĕвĕн Хисеплĕ ĕçченĕ». Ăна Ульяновск облаçĕн правительство председателĕ С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр Тав çырăвĕпе тата Хисеп грамотипе наградăланă.
 
Ульяновск хули.
 
: 507, Хаçат: 4 (1302), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: