Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, ятне Чăнлă районĕн Хисеп кĕнекине кĕртме тивĕçлĕ пулнă çын Николай Сайгушев ертӳçĕ ĕçĕнче вăй хума пуçланăранпа кăçал 25 çул çитет. Николай Петрович паян та -- районта чи ăнăçуллă ĕçлекен хуçасенчен пĕри. Çăкăр ӳстернĕ çĕрте унăн витĕмĕ курăмлă. Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче вăл Ирçел ял халăхĕшĕн нумай ырă ĕç тунă. «Родники» ЯХПК ертӳçи тăрăшуллă та хăйнеевĕр çын пулнине вăл тăван ялĕнче çут çанталăка хӳтĕлессипе таччăн çыхăнса ĕçлени уçăмлăнах кăтартса парать: пĕвесенче пулă ĕрчетет, улма-çырла сачĕсем (6 гектатан 2 гектарне улма йывăççисем йышăнаççĕ) ӳстерет, вĕлле хурчĕсем тытать.
 
-Карап штурвалне пуçласа тытнă куна аса илер-ха, Николай Петрович.
- Эп ун чухне зоотехника, бухгалтера вĕреннĕ хыççăн тăван хуçалăхра вăй хураттăм. Пĕрре çапла хамăрăн Тельман ячĕллĕ колхозăн отчетпа суйлав пухăвĕнче председателе суйлама палăртнă кандидатсен списокне ман ята та кĕртнине пĕлтĕм. Кун пирки каçкӳлĕм çеç илтрĕм эп. Мана, тĕрĕссипе, хам кунран-кун пурнăçласа пыракан шут ĕçĕ те пит килĕшетчĕ. Çав вăхăт тĕлнелле ĕç биографийĕнче нимĕн те улăштарас килместчĕ. Райкомăн 1-мĕш секретарĕ-пе В.В.Шурыгинпа ун чухнехи районти ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ Н.П.Мыкин калаçтарчĕçех мана. «Мĕнпур халăхăн 86 проценчĕ саншăн сасăланă. Эппин, кураççĕ вĕсем çамрăка, пултарулăхна ĕненеççĕ», - терĕç. Эп ун чухне парти ретĕнче те тăман. Хуçалăхра питĕ яваплă ушкăнсенчен пĕрне – урăлăх пĕрлешĕ-вне – ертсе пыраттăм ,- каласа парать вăл. – Ĕç пуçламăшĕнчех питĕ интереслĕччĕ, аванччĕ. Ăратлă выльăх-чĕрлĕх (лашасемпе ĕне-вăкăрсем ) ĕрчетес ĕç вăйлă аталаннăччĕ. Тĕшĕллĕ культурăсемсĕр пуçне тата 650-700 гектар чĕкĕнтĕр акаттăмăр. Пысăк хастарлăхпа кӳлĕнтĕм лава – чи малтан пур енĕпе те çирĕп йĕрке тума тĕв турăм. Ман умĕн çулталăк хушшинче виçĕ председатель улшăннăччĕ. Хуçалăх ĕçченĕсем манран лăпкăлăх, тавçăрулăх, ăс-хакăл кĕтнĕ. Эпĕ вара мĕнпур майсемпе халăхăн шанăçне тӳ-рре кăларма тăрăшнă. Чи малтан хиртен куккурус пуçтарса илтĕмĕр, унтан пылак тымара кăларса пĕтертĕмĕр. Ĕç хĕрӳ пычĕ – мĕнпур техника çĕнĕ, ĕçлекенсем вăйпитти, тăрăшуллă пулнă.
- «Родники» хуçалăх паян та ĕлĕкхиллех хăйĕн уй-хирĕнче начар мар тухăç ӳстерет. Ун чухнехипе танлаштарсан халĕ XXI ĕмĕре кĕнисĕр, социализмран демократи тытăмне куçнисĕр пуçне тата мĕн те пулин улшăннă-и ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче/
- Çапла, самани урăх пулсан та тĕллевĕ-сем пирĕн çавсемех – тыр-пул акса пысăк тухăç илесси. Пач пĕр йывăрлăхсăр пулмасть паллах. Эп мĕнпур чун-хавалпах ĕлĕкхи тытăмах таврăнасшăн: посредниксем урлă тыр-пул сутмалла мар тесшĕн. Ун хакне патшалăх йышăнтăр. Паян çураçтаракансем пиртен йӳнĕ хакпа туянаççĕ те хаклăпа сутаççĕ. Ĕлĕк ыраш акчăр тесе, астăватăп-ха, тавара ял хуçалăхĕсенчен аван хакпа туянса хавхалантаратчĕç. Тутарстанпа Пушкăртстанра, Чăваш Енре пирĕн регионпа танлаштарсан урăхларах, ĕлĕкхи система хуçаланать. Унта ĕç вăхăтĕнче сиксе тухнă çивĕч ыйтусене централизаци мелĕпе татса параççĕ. Уйра трактор çĕмĕрĕлсен кирлĕ саппас пайне туяниччен ĕç вăраха кайма пултарать пирĕн. Вĕсен пурне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе, калаçса татăлса майлаштараççĕ. Ĕçлекенсен шучĕ чакни те кулянтарать ертӳçĕсене. Вăйпитти çынсенчен ытларахăшĕ вахтăпа ĕçлеме хăнăхса пырать. Арăмĕсем, ачисем – ялта, хăйсем – çичĕ ютра. Мускава, Санкт-Петербурга, Хусана çӳриччен çав нухрата тăван ялĕнчех ĕçлесе илме пулать-çке. Пире механизаторсем, водительсем, механиксем яланах кирлĕ. Фермăсем пушă тăни те чĕрене ыраттарать. Вĕсене сӳтмен. Питĕ шел витесене. Тен, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме кăмăл тăвакан пуçаруллă ĕçчен çынсем тупăнĕç тетĕп. Ирçел шкулне ĕç çынни çулталăкĕнче аслă класра вĕренекенсемпе тĕлпулăва чĕнсен ятне çак темăна хускатрăм. «Ялтах уйăхне 50-60 пин тенкĕ укçа ĕçлесе илме пуçлатăр. Витесенче сĕт завочĕ, механизаци веçех пур, йĕркеллĕ. Пырса ĕçлемелле çеç. Сире, пулас хуçасене, хавхалантаракан тĕрлĕ программăсем ĕçлеççĕ паян Раççейре»,-тетĕп. «Çук. Çак навус çине-и/»-пулчĕ хурав. Хама аван мар пулса кайрĕ. АПШ хыççăн кайса пысăк налуксем кĕртсе кĕрлесе тăракан хуçалăхсене, фермăсене аркатмаллах пулчĕ-ши/ Пире те çăмăлах мар. Фермерсене тата йывăр. Хăçан патшалăх хресчен ӳстерекен продукцие тивĕçлĕ хак пама вĕренĕ-ши/ Эпĕ те ак тыр-пула сутмасăр тăхтаса тăратăп-ха. Хаксен ыйтăвне уçăмлатасса кĕтетĕп. Кредит панипе те савăнмаллиех çук. Ĕççинче пулăшу, дотаци, кирлĕ чухне памаççĕ. Çураки е тырçи вĕçленсен кăна сĕнеççĕ. Анчах та алла уснипе ĕç тухмасть, тапаланас, тăрăшас пулать.
- Мĕнлерех ĕмĕтсемпе пурăнатăр, Николай Петрович/ Хуçалăх пулсан ял пурăнать вара.
- Çын ĕмĕтсĕр пурăнаймасть. Ĕмĕт пĕтсен веçех пĕтет вара. Хуçалăха кирлĕ шайра тытса тăма тăрăшатпăр. Ĕçлекенсем маттур пирĕн. Ман Алексей Мыгыш, Николай Дьяконов, Николай Ржата, Алексей Адамов, Петр Миги механизаторсене* Олег Столяров,Петрпа Николай Моисеев комбайнерсене уйрăмах палăртса хăварас килет. Иртнĕ тырçи хыççăн «Родники» хуçалăхăн бригадирĕ Вячеслав Сайгушев Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданĕ ята тивĕçрĕ. Ентешсем вахтăран пуçĕпех таврăнма шутласан та пирĕн вĕсем валли яланах ĕç пур. Техникăна çĕнетсех тăратпăр. Хуçалăхра икĕ çĕнĕ комбайн, икĕ пысăк трактор. Туянмаллисем пур-ха тата та. 725 гектар çине кĕрхи тулă акса хăвартăмăр. Пурĕ вара пĕрчĕллĕ культурăсене 2 пин ытла акатпăр. Çуракине тухма хатĕрлев ĕçĕсем пуçланчĕç те ĕнтĕ.
– Тавах сире. Ĕçсем ăнса пыччăр.
 
: 694, Хаçат: 4 (1302), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: