Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çын тĕлĕнмелле хуçа «тирпейлĕ Кĕркури». Ăна çапла чĕнеççĕ ялта. Ара, урăхла калаймăн та. Çийĕ-пуçĕ яланах типтер. Килĕ-çурчĕ кантур пек. Карта-хапха таврашĕ – чăх-чĕп вĕçсе кĕреймĕ. «Çын кăларса пăрахнă турпасран та ылтăн чăмакки тăвать вăл», - калать хăшĕ-пĕри. Çак сăмахсене тĕрлĕрен ăнланма пулать. Кам-тăр кĕвĕçсе калать пуль, кам-тăр – ăмсанса, кам-тăр – мухтаса. «Хăй каяшне те пуçтарса пырĕччĕ те – çиме юрамасть», - ятлаçать хăш-пĕр чухне пĕрре урлă пурăнакан кӳрши. Лешĕ пит хăйне ĕçпе курпунлатаканни мар. Ун хуçалăхĕнче «çил вылять». Вăл нумайрах политикăпа интересленет. Пурнăçра мĕн начарри пурришĕн веçех власть айăплă.
Кунĕпех пилĕкне аврĕ паян Кĕркури. Ĕнер çурса тирпейленĕ, купаласа пĕтереймен вут-шанка купаларĕ. Пахча енчи купа патне çитсен ялт тӳрĕленсе тăчĕ.
-Ах, çĕр çăтасшĕ! Каллех ураланнă ман пуленккесем. Камне пĕлетĕп те вĕт, тытман вăрă – вăрă мар, - ятлашрĕ вăл сасăпах.
Вăл ятлаçнине илтсе арăмĕ Пăлаки пырса тăчĕ.
-Следстви текеннине ирттермелле. Милици чĕнтермелле пуль.
-Чĕнтернин мĕн усси/ Ну, калап эп ăна кама потосревать тунине. Ну, каяççĕ Кахал Михали патне. Мĕн, пуленккесем çине кам патĕнчен йăкăртнине çырса хунă-им/ Вăл вĕт лавпа тиесе каймасть. Паян пĕр çĕклем пирĕнне, ыран тепĕр çĕклем тепринне.
-Ара çав. Нихçан та лашапа-и, машинапа-и вутă тиесе килнине курман. Пирĕн пекех пӳрт ăшăтса хĕл каçаççĕ, мунча та кĕреççĕ ик эрнере пĕрре!
-Тьфу! – лаплаттарса сурчĕ Кĕркури айккине пăрăнса. – Тытамак та тытмасть вĕт çавна çын япалине илнĕ вăхăтра. Мĕнле тавăрас çав кахала/!
Çак кунтан Кĕркури пуçне тавăру мелне шырасси сăвăс пек кĕрсе вырнаçрĕ.
«Тăна кĕртетĕпех», - явăнать пуçра. «Кĕртмеллех», - вĕскĕртет кӳренĕвĕ.
Пĕр хĕллехи кун çĕре кăпăшка юр витсе кăна кайнăччĕ, картишне вут-шанкă илме тухнă Кĕркури юр çинче пысăк ура йĕрĕсем асăрхарĕ. Вут-шанкă купи те самай чакнă. Хапхана питĕрнĕ, калитке те хупă. Пахчана тухакан алăка питĕрме маннă иккен каçхине. Хăех тухнăччĕ вăл унта каç пулттипе çухатнă кĕреçине шыраса.
-Э-хе-хей, ватăлса пыратпăр çав, - хыçса илчĕ вăл ĕнсине. – Пăлаки! – кăшкăрса чĕнчĕ арçын мăшăрне. – Пирĕн вут-шанкă каллех «ураланнă». Халĕ ĕнтĕ, эс калашле, «слетстви» ирттеретпĕр. Пурĕпĕрех тавăратăп çав «политика».
Пахчана тухрĕ те Кĕркури ура йĕрĕсем тăрăх кайрĕ. Акă çак пысăк йĕрсем пахча урлă каçса кӳршĕ урам еннелле тăсăлаççĕ.
-Так-так-так, - мăкăртатать Кĕркури, - малтанах вуттине пахча карти урлă ывăтнă ку. Ак пысăк купа йĕрĕ палăрать. Карта урлă каçнă чух хăмана ватса хăварнă... Елки-палки, сăтăрçă! Кăтартса парап-ха эп сана! – чăмăрпа юнарĕ вăл Кахал Михалин çурчĕ енне.
Лешĕ чееленесшĕн пулнă иккен. Çулне самаях кукăртнă...
Çак вăхăтра пуçĕ темле çуталса кайнă пек туйăнчĕ Кĕркурие. «Слетствие» малалла тăсмарĕ вăл. Вут-шанкă «ураланни» пирки шавламарĕ. Арăмне те калаçма чарчĕ. Юлашки вăхăтра пахча енчи калиткине ятарласа питĕрме пăрахрĕ. Вутăсăр пуçне урăх вăрламалли çук «тирпейлĕскерсен». Чăх-чĕппи хăтлă витере. Витине каçхине çăрапах питĕреççĕ.
Кĕркури сунарлăх упранакан вунă патронтан йĕтрисене кăларчĕ те вунă пуленккене пăрапа шăтарса кашни пуленкке ăшне пĕрер патрон чикрĕ. Сăнаса пăхмасан никам та пĕлеес çук. Пуленккесене пахча енчи купара вырнаçтарчĕ...
Пĕр эрне иртрĕ çапла. Çын кĕрсе çӳрени паллă мар.
Пĕр ирхине Кахал Михали арăмĕ Матĕрне упăшкине тĕрткелесе вăратрĕ:
-Михала, кăмака чĕртмелĕх пĕр пуленкке вутă та çук...
-Урамра сĕм тĕттĕм, эс мана ыйхăран вăрататăн, - кăмăлсăрланса тепĕр енне çаврăнса выртрĕ упăшки.
-Э-э-х, лекрĕ мана упăшка! Тĕнче кахалĕ, тĕнче пакăлтийĕ! Ача та тутараймарăн вĕт. Иртрĕ ĕмĕр, - хурланса шăлчĕ куççульне Матĕрне. – Сан кахаллăхна кура пĕр пенсипе нушаланатпăр. Пенсие кайма тата икĕ çул вĕт-ха. Пенсийĕ те сан – пĕрре лавккана каймалăх пулать-и, çук-и/
-Ан лăрка! – кăшкăрса пăрахрĕ Михала. – Хăв мана суйласа илтĕн. Эпĕ Анаткасри кăтра Лидана саваттăм. Кăрчама ĕçтере-ĕçтере хăв енне çавăртăн. Пар кунта шăлавара!
Михала васкаса тумланчĕ те урама тухса кайрĕ. Нумай кĕттермерĕ вăл. Пĕр çĕклем вутă илсе килчĕ те кăмака умне пăрахрĕ.
Шатăртатса çунать типĕ хурăн вутти. Кăмака рехетленсе ăшшине сапалать. Ăнчĕ вĕсен çĕнĕ кăмаки. Матĕрне пĕчĕк пенсийĕнчен пуçтарса çĕнĕ кăмака купалаттарчĕ кăçал. Маçтăрĕ лайăххи лекрĕ. Ĕçшĕн те пит нумай илмерĕ.
Рехетленсе чей ĕçме ларчĕç кăна – темскер шартлата-шартлата çурăлчĕ те кăмака умĕ саланса кайрĕ. Вут ялкăшать...
-Çунатпăр! Çунатпăр! – кăшкăрать Матĕрне. –Шывпа, шывпа сап!
Пăхать Михала – витрере шыв та çурри ытларах кăна.
Тавçăруллă Матĕрне вырăн çинчен хулăн утиял туртса илчĕ те çулăма хупласа сӳнтерчĕ. Хăй урайне тăсăлса ӳкрĕ те кăшкăрса ӳлеме пуçларĕ.
-Да-а-а! Тăн кĕртрĕç мана-а-а! - пăшăлтатрĕ Михала...
 
: 601, Хаçат: 4 (1302), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: