Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» хаçат юбилейĕ умĕн эпир ун пĕрремĕш редакторĕпе, Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕпе В.Ф.Ромашкинпа курса калаçрăмăр, хаçат мĕнле тухма пуçланине аса илтĕмĕр.
 
-Валериан Федорович, çĕнĕ ĕçе мĕнлерех пикентĕр, мĕнрен пуçларăр/
-Çĕнĕ самана çитсен наци ыйтăвĕсене власть умне тăратма май пулчĕ. Кашни халăх культурине çĕклесси пирки нумай калаçма пуçларĕç. Калаçăвĕ пур, анчах ĕçĕ курăнмасть. Сăлтавне укçа-тенкĕ çукки çине яраççĕ. Эпĕ ун чух Чăнлă районĕнчи «Коммунизм çути» хаçат редакторĕччĕ. Вара «Канаш» хаçатăн 1-мĕш номерĕ валли хамăр патăмăрта материалсем хатĕрлерĕмĕр, верстка турăмăр, район типографийĕнче (директорĕ В.Салюкин) пичетлерĕмĕр. Ку 1989 çулхи декабрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче пулса иртрĕ. Ун хыççăн область администраци пуçлăхĕ Ю.Ф.Горячев хăй патне пичет секторĕн пуçлăхĕпе А.М.Богатовпа тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществи пуçлăхĕпе И.С.Кирюшкинпа тĕл пулса хаçат шăпине татса парать – ăна администраци укçи-тенкипе кăлармалла, редакцире ĕçлеме çынсем пуçтармалла. Мана кун хыççăн редактора çирĕплетрĕç. Тĕрĕссипе, ку ĕçе эпир 1989 çулхи март уйăхĕнчех пуçланăччĕ, А.Ф. Юманпа иксĕмĕр КПСС обкомне çыру çырнăччĕ. Пирĕн тăрăшулăх сая каймарĕ, Чĕмпĕр çĕрĕ çинче чăвашла хаçат тухма пуçларĕ.
-Çапах та калăр-ха: хăвăр шанаттăрччĕ-и ĕç тухасса/
-Эпир шанса ĕçленĕ, мĕншĕн тесен ун чух наци ыйтăвĕсен хумĕ ытла та вăйлă çĕкленнĕччĕ. Хамăр та пуçа усмарăмăр. Çавăнпа ĕç тухрĕ те. Кайран пичет управленийĕн пуçлăхĕ Н.Н.Липин редакцире кĕнекесем кăларма тата сутма ирĕк (лицензи) пачĕ. Вара эпир ура çине тăтăмăр темелле.
-Валериан Федорович, халĕ редакцире пурте эсир ĕçе илнĕ журналистсемех вăй хураççĕ. Мĕнлерех суйласа илеттĕр эсир çынсене/
-Паллах, çынна аван пăхаттăм, вăл мĕнлереххине сăнама тăрăшаттăм. Ку çыннăн редакцире малалла ĕçлеме чун хавалĕ çитнипе çитменнине хам ăшра виçеттĕм. Мана ку ĕçре шалти туйăм – интуици текенни – пулăшатчĕ. Эпĕ илнĕ çынсем халĕ унта вăй хураççĕ пулсан савăнатăп, апла эпĕ йăнăшман.
-Пĕр вăхăтра хаçата хупма та пултаратчĕç вĕт, ун шăпи «çӳç çинче» çакăнса тăратчĕ.
-Çапла, 2000-мĕш çулсенче администрацири хăш-пĕр чиновник чăнах та «Канаша» уйрăм хаçат пек мар, «Народная газета» ăшĕнче 1 страницăллă вкладыш туса хăварасшăнччĕ. Ку ырăпа вĕçленместчĕ: пăртак вăхăт иртсен ăна унтан вăшт кăна кăларса ывăтатчĕç. Эпир «Канаша» пуçĕпех çухатма пултараттăмăр. Çавăнпа эпир хаçатшăн кар тăтăмăр, ун пек тума памарăмăр.
-2002 çулхи октябрь уйăхĕнче эсир редакцирен кайнă хыççăн пире вулакансем час-часах ыйту параççĕ: пĕрремĕш редактор ăçта халь/
-Халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ эпĕ, 2014 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен вара ниçта та ĕçлеместĕп. Редакцире 13 çул ĕçлерĕм, унтан кайнă хыççăн Ульяновскри 28-мĕш шкулта истори вĕрентрĕм. Унтан экономикăпа менеджмент институтĕнче пай пуçлăхĕ пултăм, вăл вăхăтра Аслă Нагаткинта тата Чăваш Республикинчи Канаш хулинче филиалсем уçрăм. Усламçă çăкăрне те çисе пăхрăм, видео тата аудиодисксем сутрăм. 2008-2011 çулсенче Чăнлă районĕнчи Покровски шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине, истори вĕрентрĕм. Тата виçĕ çул çак районтах Норовка шкулĕ-нче вăй хутăм, малтан пуçламăш классене вĕрентрĕм, кайран – 5-9-мĕш классене. Ку ялта ман пӳрт пур, çакăнтах пурăнатăп. Ман педагогика ĕçĕн стажĕ – 26 çул.
-Хăвăра, хаçата тата вулакансене мĕн суннă пулăттăр/
-Чĕмпĕр çĕрĕ çинче чăваш хаçачĕ нихçан та тухма ан пăрахтăрччĕ, ăна вулакан çынсен шучĕ ӳссе пытăрччĕ. Чăваш халăх культури кунсерен çӳлелле хăпарса пытăр, «Канаш» хаçат пĕлтерĕшĕ çак ĕçре пысăк. Хаçатăн 25 çулхи юбилейĕ ячĕпе пурне те саламлатăп! Ун 50 çулне те палăртасчĕ-ха, çавăнччен пурăнасчĕ!
- Валериан Федорович, эсир хаçат уçса, 13 çул ăна ертсе пырса Чĕмпĕр чăвашĕсен историне ырă ятпа кĕрсе юлтăр. Сире эпир пархатарлă ĕçшĕн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх та вăрăм ĕмĕр сунатпăр! Эсир пуçарнă ĕçе малалла пĕтĕм вăя хурса илсе пыма шантаратпăр!
 
: 698, Хаçат: 5 (1303), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: