Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çирĕм пилĕк çул каялла пирĕн çĕршывра – Совет Союзĕнче – пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Вăл саланса кайма патне çитнĕ тапхăрта облаçра тĕрлĕ наци çыннисен пурнăçĕн юхăмĕ аталанма пуçларĕ. Çак вăхăтра КПСС обкомĕ нацисемпе çыхăннă ыйтусене татса парас тĕллевпе чăвашсен хаçатне уçма ирĕк пачĕ. Чăваш шурсухалĕсем-хастар ĕсем ăна «Канаш» ят пама сĕнчĕç. Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче Чĕмпĕр тăрăхĕнче тĕпленсе пурăнакан чăвашсем наци сумне çĕклес тĕллевпе мĕнле кăна ĕç-хĕл пурнăçламарĕç-ши/!
«Канаш» хаçатра вĕсем тĕплĕн çырăнса пырса вулакансем патне çитрĕç. Çаплах вулакансем вырăнти поэтсемпе писательсен хайлавĕсене вуласа савăнса пурăнаççĕ. Халăх хаçат урлă чăваш автономин ĕçĕсене пĕлсе тăрать, облаçри чăваш халăхĕн хастар ывăлĕ-хĕрĕпе палашать. «Канаш» хаçат журналисчĕсем питĕ пултаруллă, аслă пĕлӳллĕ. Çавăнпа хаçат пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Вăл чăваш халăхне кирлĕ. Мĕншĕн тесен чăваш наци политикине тарăн çутатса тăрать.
«Канаш» хаçат ĕçченĕсене пысăк тав! Хаçат юбилейĕ ячĕпе хĕрӳллĕн саламлатăп. Çирĕп сывлăх, телей, ăнăçусем сунатăп. Çемйĕрсенче тăнăçлă пурнăç хуçалантăр. «Канаш» хаçат пулнă, пур, пулатех. Кашни чăваш çемйинче вăл чи юратнă хаçат пултăр.
Хисеплĕ чăвашсем, ентешсем! Хаçата çырăнăр, вулăр, облаçри чăвашсен пурнăçĕ çинчен пĕлсе тăрăр!
 
: 760, Хаçат: 5 (1303), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: