Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чĕмпĕр çĕрĕ çинче «Канаш» хаçат тухма пуçласан эпĕ савăннинчен ытларах тĕлĕнсе кайнăччĕ. Хулара та чăвашла вулама пулать иккен! Тӳрех ăна çырăнма тытăнтăм. 1-2 çул иртсен хамăн сăвăсене, статьясене редакцие ярса патăм. Ун чухне манăн шăпа çак хаçатпа çыхăнма пултарнине шутлама та пултарайман эпĕ.
1995 çулта мана «Родина Ильича» хаçата ĕçлеме илчĕç. Çав вăхăтрах «Канаша» та çырса тăраттăм, редакцие пырса çӳреттĕм. 1996 çул пуçламăшĕнче редакцие материал илсе пырсан манран В.Ф.Ромашкин редактор: «Сан «Канаша» куçма кăмăл çук-и/» – тесе ыйтрĕ. Лере мана веçех кăмăла каятчĕ, эпĕ унта ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕччĕ, çавăнпа тӳ-рех килĕшмерĕм. Тепĕр уйăхран вара Валериан Федорович мана ӳкĕтлерĕ, «Канаша» чи пĕчĕк должноçа – 2-мĕш категориллĕ корреспондента – ĕçе илчĕ. Каярах тĕрлĕ должность йышăнма тӳрĕ килчĕ. Пĕр вăхăт çур ставкăпа водитель те пултăм. Шӳтлесерех каласан – бухгалтер çеç пулман, мĕншĕн тесен ку ĕçе вĕренмен.
Чăваш хаçатĕнче ĕçлеме пуçлани вара мана пачах урăх çулпа илсе кайрĕ, урăх çын турĕ. Пĕтĕм чăваш тĕнчине илсе тухакан çул пулчĕ ку. Кампа кăна паллаштармарĕ, ăçта кăна илсе çитермерĕ журналист ĕçĕ! Унччен темиçе çĕре куçкаласа çӳренĕччĕ, ялан мĕн те пулин çитмест пек туйăнатчĕ. «Канаша» килтĕм те – хам вырăна тупрăм! Юратнă ĕç темрен те паха иккен, ăна нимле укçапа та виçеймĕн. Канмалли кунсенче те нумай ĕçлесе ларнă редакцире. Командировкăсенче облаçри чăваш ялĕсене пурне те çитнĕ темелле. Мускаври Акатуйра кăна çичĕ хут пулса куртăм. Нурлат, Хусан, Анат Кама, Элмет, Пăлхар, Пӳлер, Сăвар (Тутарстан), Пелепей (Пушкăртстан), Çăрттанлă районĕнчи (Пенза облаçĕ) чăваш ялĕсем, Шунтал (Самар облаçĕ), Шупашкар – ку область тулашне ĕçпе кайнă вырăнсен тулли мар списокĕ кăна-ха.
«Канаш» ман тавракурăма улăштарчĕ, мĕн чухлĕ пĕлӳ пачĕ, мĕн чухлĕ савăнăç парнелерĕ! Мана кăна та мар ырă туйăмсем парнеленĕ вăл, мĕн чухлĕ чăваш савăнать паян Чĕмпĕр çĕрĕ çинче чăваш хаçачĕ пуррипе! Эпир вăхăт çитсен кайăпăр редакцирен, çĕнĕ ăру килĕ. Вĕсем хаçата тата лайăхрах кăларса тăччăр, ентешсене савăнтарччăр. Ман ĕмĕтĕм: «Канаш» нихçан та тухма ан пăрахтăрччĕ!
 
: 773, Хаçат: 5 (1303), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: