Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1990 çулхи çу уйăхĕн пуçламăшĕ. Эпĕ «Канаш» хаçат редакторĕнчен В.Ф.Ромашкинран çыру илнĕ хыççăн Ульяновскри Туслăх çурчĕ умне килсе çитрĕм. Вăл манран сăвăсен пуххине илсен тĕлпулăва чĕннĕччĕ. Маларах редакцие ярса панă тетраче редактор хăйĕн çуммине - эпĕ палламан Анатолий Юман поэта – тишкерме панă пулнă иккен. Вăл сăвăсене вуласа тухнă та редактора мана редакци штатне илме сĕннĕ. Чăваш литературинче палăрма ĕлкĕрнĕ сăвăç манра çырав çăлкуçĕ тапма тытăннине туйса илнĕ. Мĕнех, тепĕр кун ĕçе тухрăм. Валериан Федорович та манра шанчăк пуррине туйса илнĕ курăнать: эпĕ «Канаш» хаçатăн çырусен пайĕн пĕрремĕш пуçлăхĕ тата штатра тăракан пĕрремĕш журналисчĕ пулса тăтăм.
Унтанпа чĕрĕк ĕмĕр иртрĕ. Çак хушăра «Канашăн» 1298 номерĕ вулакансем патне çитрĕ. Статистика тĕнчине кĕрсе кайса çакна çирĕплетме пултаратăп: вăтамран кашни номерте сахалтан та пилĕк хайлавăм (пĕчĕк хыпарсем таранччен) кăна пичетленнĕ пулсан та çирĕм пилĕк çул хушшинче эпĕ тĕрлĕ жанрлă 6490 материал хайланă пулать. Вĕсен шутне калавсене, сăвăсене, повеçсене кĕртсен – 7 пине çывхарать мар-и/! Ку вăл ман ĕçсем кăна-ха. Ытти журналистсенне те шута илсен...
Манăн пĕтĕмлетӳ çакăн пек: эпĕ асăрханă тата сăнанă тăрăх, «Канаш» хаçат чĕрĕк ĕмĕр хушшинче Чĕмпĕр тăрăхĕнче тĕпленсе та ĕçлесе пурăнакан чăвашсен пурнăçĕн тĕкĕрĕ пулса тăчĕ. Унăн ячĕ пĕтĕм чăваш тĕнчине сарăлчĕ. Вăл çул уçса пынипе Чĕмпĕр тăрăхĕнче вун-вун çыравçă, поэт, писатель çуралчĕ. Чăваш çынни: «Эп – чăваш!» - тесе мăнаçланма тытăнчĕ.
Çирĕм пилĕк çул тултарнă ятпа, «Канашăм»! Тавах сана Тăхăрьялта çут тĕнчене килнĕ ахаль çынна чăваш литературипе журналистикин тĕнчине кĕртсе ÇЫН çине кăларнăшăн!
 
 
 
: 799, Хаçат: 5 (1303), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: