Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпĕ «Канашра» ĕçлеме тытăнни кăçал 24 çул çитрĕ.
Нумайăшĕ журналистикăна мĕн ачаран ĕмĕтленсе килет, шкулта вĕреннĕ чухне хаçат-журнала çырса тăрать. Хам пирки çакна калаймастăп. Çырас туртăм ялан пулнă, шкулта та, университетра та сочиненисемпе ман ĕçсене преподавательсем тĕслĕх вырăнне вуласа панă. Апла пулин те хаçат-журнала çырса яма хăюлăх çитмен. Радиопа паракан интервьюсене итленĕ май мĕнле ăслă вĕт-ха журналистсем тесе тĕлĕнеттĕм. Журналистăн пурнăçăн пур енне те ăнланмалла вĕт, веçех пĕлмелле. Унсăрăн темăна уçаймастăн, ыйтусене тĕрĕс параймастăн.
Ачаранах учительте е милицире ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа шкул хыççăн Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн вырăс уйрăмне заявлени патăм. Кĕтĕм, вĕренсе пĕтертĕм. Анчах пĕчĕкрен шутланă пек доска умĕнче тăрса ачасене вырăс чĕлхин вăрттăнлăхĕсене вĕрентеймерĕм. Шăпа мана облаçри чăвашсен «Канаш» хаçатĕнче ĕçлеме пӳрнĕ иккен.
Хаçатпа Ульяновска куçса киличченех паллашрăм. Мăшăрăм пиллĕкмĕш курсра вĕреннĕ вăхăтрах, 1989 çулта, Ульяновскри телевиденире ĕçлеме тытăнчĕ. Вăл кунти чăвашлăха аталантарас ĕçе те хастар хутшăннă. Пĕррехинче яла килчĕ те (эпир ун чухне ачапа ялта пурăнатпăр) Ульяновскра чăваш хаçачĕ тухассине пĕлтерчĕ. «И.Я.Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществин исполкомĕн ларăвĕнче пулас чăваш хаçачĕн редакторне палăртрĕç. Валериан Федорович Ромашкина çирĕплетрĕç. Эп сирĕн валли яла ку хаçата çырăнтăм», - терĕ. Çапла пĕрремĕш номертен пуçласах «Канаш» хаçатпа паллашма тытăнтăм.
1991 çул пуçламăшĕнче Ульяновска куçса килсен «Канаш» хаçата корректора вырнаçрăм.
Редакци алăкне пĕрремĕш хут СССР Пичет кунĕнче, май уйăхĕн 5-мĕшĕнче, уçрăм. Редакци Пушкарев урамĕнчи типографин иккĕмĕш хутĕнчи пĕр пӳлĕмре вырнаçнăччĕ. Пысăк чӳречеллĕ пӳлĕмре тăватă сĕтел. Чӳрече умĕнче Н.Н. Ромашкина машинкăпа пичетлесе ларать, стена çумĕнче В.Ф. Ромашкинăн сĕтелĕ, ăна хирĕç - Н.А. Казаков, алăк çумĕнчи сĕтел хушшинче А.Г. Дмитриев вырнаçнă. Редактор мана алă тытса кĕтсе илчĕ те пӳлĕмрисемпе паллаштарчĕ. «Пирĕн сĕтел-пукан урăх çук. Хальлĕхе Анатолий Григорьевичпа пĕр сĕтел хушшинче ларма тивĕ. Сан ĕç вырăнĕ ытларах набор тăвакан цехра пулать», - терĕ алăк çумне тенкел лартса парса. Унтан тепĕр цеха ертсе кайрĕ. Унта Александр Ятманов наборщикпа, верстка тăвакансемпе Светлана Домиковапа тата Валентина Ефимовапа паллаштарчĕ.
Çыру ĕçне пуçăнма В. Ф. Ромашкин хавхалантарса пычĕ, журналистикăна явăçтарма тăрăшрĕ, час-часах вырăсларан чăвашла куçарма хушрĕ. 1996 çулта корреспондента куçма сĕнчĕ: «Çынсен йăнăшĕсене тӳрлетсе çитет, хăв çырма тытăн», - терĕ.
Çапла кĕтмен çĕртен журналист пулса тăтăм. Анчах хама журналистикăна ăнсăртран лекнĕ çын тесе шутламастăп. 2000 çулта РФ Журналистсен пĕрлĕхне илчĕç. 2001 çулта область администрацийĕнчи çамрăксен ĕçĕн комитечĕ массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче ирттернĕ конкурса хутшăнса «Нет наркотикам» темăпа 3-мĕш вырăн йышăнтăм. Хам ĕçе питĕ юрататăп. Çырнă чухне кашни çын шăпине чĕре витĕр кăларатăп.
Юратнă вулаканăмăр, пирĕн ĕç сирĕн умăрта. Эсир пирĕн чи пысăк хаклавçăсем тата туссем. Эсир пулсан чăваш хаçачĕ нихăçан сӳнмĕ!
 
: 768, Хаçат: 5 (1303), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: