Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпĕ "Канаш" хаçат редакцийĕнче ĕçлеме тытăнни 2014 çулхи июль уйăхĕнче 20 çул çитрĕ. Хаçатăн пĕрремĕш номерне мĕнле кăларнине лайăх астăватăп. Ун чух "Печатный двор" типографире ĕçлеттĕм. Типографин пĕр филиалĕ Ленин урамĕнчи Гончаров музейĕнче вырнаçнăччĕ. Эпĕ унта кашни саспаллине алăпа вырнаçтарса афишăсем пуçтараттăмччĕ. Астăватăп-ха В.Ф.Ромашкин "Канашăн" пĕрремĕш номерне кăларма пынине. Вăл вăхăтра хаçата линотип мелĕпе тата алăпа пуçтарса майлаттăмăрччĕ.
Каярах А.Чебанов драматургăн "Праски инке хĕр парать" кĕнекине кунтах хатĕрлесе пичетлерĕмĕр. Редакци ун чух типографин пĕр пӳлĕмĕнче вырнаçнăччĕ. Унтан вĕсем Туслăх çуртне (халĕ Халăхсен культурине çĕнетсе аталантаракан центр, Ленин урамĕ, 95-мĕш çурт) куçса кайрĕç. 1994 çулхи июнь уйăхĕнче Светлана Домиковăна хăйсем патне ĕçлеме куçарчĕç, тепĕр уйăхран мана та йыхăрчĕç.
Кăштахран Валериан Федорович ун мана яваплă секретарь пулма сĕннĕччĕ. Эпĕ опыт сахаллипе – килĕшмерĕм.
Ĕçленĕ май кунта нумай интереслĕ те пуларуллă çынсемпе паллашрăм. Вырăнти чăваш писателĕсемпе таврапĕлӳçисем кĕнекесем çырма тытăнчĕç. Ал çырăвĕсене пирĕн пата илсе килетчĕç. Света наборлатчĕ, эпĕ калăплаттăм. Ман алă витĕр 100 ытла кĕнеке тухрĕ ĕнтĕ.
Çапах мана ытларах хаçатпа ĕçлеме килĕшет. Хăш чух вăхăт тупса хам та çыратăп.
Тĕрлĕ çынпа тĕл пулса калаçни чăнах та пурнăç çине те урăхла пăхма хистет. Пуçра çĕнĕ шухăшсем, çутă ĕмĕтсем çуратать.
Пирĕн коллективра пултаруллă та ăслă çынсем тăрăшаççĕ. Хаçатăн кашни номерне планеркăра пăхса тухса тишкерептĕр. Вулакансем валли ăна лайăхрах та илемлĕрех тумалли çинчен нумай калаçатпăр.
Юлашки вăхăтра "Канаша" вулакансен тата çыракансен ретне нумай çĕнĕ çын хушăнчĕ. Ку пирĕншĕн пысăк савăнăç. Халĕ чăваш çынни транспортра та, урамра та хăй чĕлхипе калаçни самаях илтĕне пуçларĕ, çакă кăмăла çĕклет.
Эпĕ ĕçтешсене юбилей ячĕпе чĕререн саламлатăп, хаçатăн малашлăхĕшĕн татах та тăрăшма ырлăх- сывлăх, çĕнĕ çитĕнӳсем сунатăп.
Вулакансене те пирĕн хаçата çырăнса илме сĕнетĕп. Ентешĕмĕрсем! Эсир пирĕнпе пулсан "Канаш" хаçат малалла аталанĕ, чăваш чĕлхи нихăçан та çухалмĕ. Эпир ăна пĕрле пулсан сыхласа хăваратпăрах. Тăван чĕлхе – анне чĕлхи.
 
: 781, Хаçат: 5 (1303), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: