Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мĕн вăл маншăн «Канаш» хаçат/ «Канаш» вăл – манăн пурнăç, кашни кун ирпеле васкакан юратнă ĕç, хайлавăмсем çуралакан лăпкă та кăмăллă вырăн, Ульяновск облаçĕнчи ял-хулара çӳренĕ хыççăн тунсăхласа таврăннă хыççăн мĕн курни-илтнине хаклă вулакансем патне çитерме пулăшакан сумлă массăллă информаци хатĕрĕ, ĕçтешĕмсемпе тĕрлĕ репортаж-интервью, хыпар-отчет çыракан тĕпел, пире регионти чăвашсемпе çыхăнтаракан кĕпер.
Эпĕ «Канаш» хаçат редакцийĕнче ĕçлеме пуçланăранпа кăçал 20 çул çитет. Анчах та пĕрремĕш хут редакцие килнине паянхи пек астăватăп. Кунĕ ытармалла мар хитреччĕ, чунра та лăпкăччĕ. Мана хаçатăн тĕп редакторĕ Валериан Ромашкин питĕ кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Тĕрĕссипе, Валериан Федорович пĕр çул маларах шăпине журналистика ĕçĕпе тачă çыхăнтарма тĕв тунă, «Канаш» хаçат редакцине практикăна килнĕ пикене, ЧПУра чăваш филологийĕпе культура факультетĕ-нче 4-мĕш курсра вĕренекен Елена Селиванована, диплом илсен ĕçе илме хатĕрри пирки каланăччĕ-ха. Пуçлăх хăй сăмахне тытни тата ытларах çунат хушрĕ. Хавхалансах хаçат ĕçне пикентĕм. Мана кунта килĕшнине пĕрремĕш кунранах ăнланса илтĕм.
Икĕ теçетке çул каялла та коллектив паянхи пекех туслăччĕ. Анатолий Ермилов (Юман), Александр Богатов, Анатолий Дмитриев (Ырьят), Альбина Степанова журналистсем маншăн тĕслĕх пулнă. Анатолий Федоровичпа Анатолий Григорьевич ман хайлавсене вуласа тухса ырă сĕнӳсем паратчĕç. «Йăмăкăм, эс ан çиллен тӳрлетӳсемшĕн, çапларах çырсан вулакансене тата ăнланмалларах пулĕ»,-тетчĕç. Эпĕ вĕрентнине юрататтăм, çивĕч калем ăстисен вырăнлă каланă кашни сăмахне ăса хывма тăрăшаттăм. Александр Богатов публициста уйрăмах пысăк тав. Хисеплĕ журналист-çыравçă çынсемпе хутшăнăва кĕриччен малтан тĕплĕн хатĕ-рленмеллине, çирĕп пĕлӳллĕ пулмаллине, кашни тĕлпулăвах ĕç ăнăçасса шанса каймаллине систеретчĕ. «Эс интервью илме пынă çын – ача-и е пенсионер-и, пысăк ăсчах-и, агроном-механизатор -и – сана курсанах, малтанхи сăмахусене илтсенех чунĕнчи чи вăрттăннине уçса пама хатĕр пултăр, калаçма палăртнă чăваш кăмăлне çавăрма пултарни ĕç пуçламăшĕнчи малтанхи çитĕнĕвӳ пулĕ», - терĕ.
Корреспондент ĕçĕ – интереслĕ, хăйнеевĕр те нумай енлĕ вăл. Ĕçлĕ командировкăсене Кăлаткăпуç, Барăш, Çинкĕл, Тереньга, Николаевка, Çĕнĕ Малăкла, Мелекесс, Чартаклă, Ульяновск, Чăнлă тата ытти районсене хаваспах тухса çӳретпĕр. Облаçри чăваш ялĕсенче пулса тĕлĕнмелле ĕçчен, пултаруллă çынсемпе паллашатпăр. Таврăнсан йăхташăмсене вуласа киленмешкĕн хаçатра илемлĕ очерксем, репортажсем пичетлесе савăнтаратпăр. Çапла, савăнтаратпăр. Мĕншĕн тесен облаçра чăваш хаçачĕ тухса тăни хăй вăл – пысăк савăнăç, çитĕнӳ. Пирĕн яваплă ĕçе вулакансем хаклани, пулăшу пултăр тесе çырăнни пире çунат хушать, малалла та çĕкленӳллĕ кăмăлпа ĕçлеме хавхалантарать.
 
: 784, Хаçат: 5 (1303), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: