Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Манăн тете институтра вĕреннĕ чух фотографипе интересленетчĕ. Ăста ӳкеретчĕ, куравсене хутшăнатчĕ. Çакă мана та хытă кăсăклантарнине асăрхасан вăл «Смена» фотоаппарат туянса пачĕ. 12 тенкĕ тăратчĕ вăл. «Шкул пĕтерсен журналиста вĕренес тейĕн те – фотоаппаратпа ӳкерме пĕлни кирлĕ»,- терĕ. Ку тĕле эпĕ шкулти стена хаçатне кăларса тăраттăм, «Пионер сасси» хаçатра пĕчĕк калавсем пичетленетчĕç.
Шкул пĕтерсен журналиста вĕренме каймалла пулнă ĕнтĕ... Анчах темшĕн тете пек художник пулас туртăм çĕнтерчĕ. Чăваш патшалăх пединститутĕнчи художествăпа графика факультетне вĕренме кĕтĕм. Шăпа пире мăшăрпа иксĕмĕре вăл çуралнă çĕршыва – Чĕмпĕре – куçарса килчĕ. Пĕррехинче мана «Канаш» хаçат журналисчĕ Анатоли Ырьят «Телее аякра шырамаççĕ» сăвăсен ярăмĕ валли ӳкерчĕк туса пама ыйтрĕ. Кайран календарь ӳкерсе патăм. Çапла хаçата çулталăка яхăн ӳкерчĕксемпе тивĕçтертĕм. Пĕррехинче ӳкерчĕкпе редакцие килсен хаçат редакторĕ Валериан Федорович Ромашкин мана ĕçе вырнаçма сĕнчĕ. Эпĕ хаваспах килĕшрĕм, мĕншĕн тесен эп ĕçлекен эстетика бюровне шăпах салатса янăччĕ. Çапла эпĕ "Канаш" хаçат ĕçченĕ пулса тăтăм. Валериан Федоровича çавăншăн паян кунччен тав тăватăп.
Малтанах хаçатăн рубрикисене ӳкерчĕксемпе çĕнетме пикентĕм. Кайран çырса пăхрăм. Малтанах ача-пăча калавĕсем шăрçаларăм. Каярахпа вĕсем «Шевле çути» альманаха кĕчĕç. Хăшĕсем Шупашкарти радиори ача-пăча кăларăмĕнче янăрама та тивĕçрĕç.
Майĕпен хаçат ĕçĕн авăрне путрăм. 19 çул сисĕнмесĕрех иртрĕ. Çапла, сисĕнмерĕ те. Пултаруллă ĕç ушкăнĕ, кăмăллă лару-тăру ĕçлес кăмăла çĕклет. Кирек мĕнле ĕç те кăмăла каять пулсан – пурнăçа илемлетет. Журналист ĕçĕ вара калама çук интереслĕ, унпа пĕрлех яваплă та. Облаçра эпир çитмен кĕтес те юлман. Миçе çын шăпине хамăр чĕре витĕр кăларман пулĕ.
Хаçатăмăр 25 çул тултарчĕ. Пăрчăкан пек ĕçчен ĕçтешĕмсене юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Ăнăçусем сунатăп. Унăн историне çырас ĕçре манăн та пĕчĕк тӳпе пурришĕн чĕререн савăнатăп. Пурăн, «Канашăм», санăн пуласлăху пур!
 
: 811, Хаçат: 5 (1303), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: