Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сире паллă кунпа – облаçри чăваш хаçатне никĕсленĕ-ренпе 25 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатăп!
Çак çулсем хушшинче вăл Ульяновск облаçĕнчи чăваш диаспорин обществăпа политика та культура пурнăçĕн витĕмлĕ пайĕ пулса тăчĕ. Сирĕн общество ĕçĕнчи хастарлăхăр, тимлĕхĕр тата çуралнă кĕтесĕре чунтан юратни ентешĕмĕрсене хăйсен хăйне евĕрлĕхне, чĕлхине тата йăли-йĕркине сыхласа упрама май параççĕ. Хăвăр ĕçĕрпе эсир Раççей тата чăваш культурин хаклăхĕсене çирĕплетес тата сыхласа упрас ĕçе паллă тӳпе хыватăр, чăваш халăхне чăмăртанма пулăшатăр.
Ульяновск облаçĕнчи политика тата экономика пулăмĕсемпе, общество пурнăçĕпе паллаштаракан материалсем, чаплă çынсем çинчен каласа кăтартакан очерксемпе статьясем, паллă чăваш çыравçисен хайлавĕсем – çакă пурте хаçата пысăк йышлă вулаканшăн чăннипех кăсăк та илĕртӳллĕ тăвать.
Аслă çутта кăлараканăмăр Иван Яковлев пире çакăн пек вĕрентсе каланă: «Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă – çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр. Чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр...»
Хаклă ентешĕмĕрсем! Тĕплĕн те тăрăшса тăвакан кулленхи ĕçĕршĕн чун-чĕререн тав тунине йышăнсамăр.
Сире пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, çĕнĕ çитĕнӳсем тума иксĕлми вăй-хал, пĕтĕм ырă пуçарура ăнăçу, пултарулăх ĕçĕнче вăрăм ĕмĕр, интереслĕ материалсемпе проектсем, телей тата ырлăх сунатăп!
 
2015 çулхи нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕ.
 
: 728, Хаçат: 6 (1304), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: