Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăвашсене ак чĕрĕк ĕмĕр
Савăнтарать тăван хаçат.
Епле илемлĕ-çке чĕлхемĕр,
Чуна çĕклет, чуна уçать.
(Василий Журавлев.)
 
Нарăсăн 14-мĕшĕнче Аслă Нагаткинти Культура керменĕнче «Канаш» хаçат тухса тăма тытăннăранпа 25 çул çитнине халалланă савăнăçлă мероприяти иртрĕ. "Чĕмпĕрте тухса тăракан хаçатăн юбилейне мĕн сăлтавпа Чăнлă район центрĕнче ирттерме шутланă-ха/" – тесе ыйтма пултарать вулакан. Çакă чăнах та ăнсăртран мар. Пĕрремĕшĕ, «Канаш» хаçатăн чи малтанхи номерĕ Аслă Нагаткинта калăпланса кун çути курнă. Иккĕмĕшĕ, Чăнлă районĕнче тĕпленсе пурăнакансен 70 проценчĕ — чăвашсем.
Уяв фойере тытăнчĕ. Канашçăсем кунта анлă курав йĕркелерĕç. Редакци ĕçченĕсен савăнăçне пайлама килекенсем Чĕмпĕрте ĕçлесе пурăнакан художникăн Галина Елисееван тăмран ăсталанă теттисемпе, Наталья Новоселец çĕлесе илемлетнĕ чăваш кĕписемпе, вырăнти авторсем тĕрлĕ çулсенче кăларнă кĕнекисемпе тата хаçат-журналпа паллашрĕç. Хăнасене регистрацилерĕç, нумайăшĕ редакци хатĕрленĕ парнесене тивĕçрĕ. Парнесем хушшинче хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Ларионов юбилей тĕлне кăларнă "Чĕмпĕрти "Канаш" хаçат – 25 çулта" ятлă кĕнеке пулчĕ.
Аслă Нагаткинти почта уйрăмĕ те хаçат-журнал куравĕ йĕркелерĕ, кăмăл тăвакансем çакăнтах çырăнма пултарчĕç.
Канашçăсем хăнасене кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç. Сăрине Аслă Нагаткинти «Уйсас» юрă ушкăнĕн ертӳçи Александра Синдюкова вĕретсе килчĕ. «Уйсас» ушкăн тата Çĕнĕ хуларан килнĕ «Палнай» фольклор ансамблĕ пухăннисен кăмăлĕсене хаваслă юрă-кĕвĕпе çĕклерĕç.
Илемлĕ сăмах ăстисене, чĕлхе вăйне упракансене, тăван культура вучахне кăвайт хурса тăракансене саламлама область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Иванович Морозов килсе çитрĕ. «Канаш» ĕçченĕ-сем хаклă хăнана чăваш сăрипе кĕтсе илчĕç. Кĕпĕрнаттăр фойери курава пăхса çаврăнчĕ те «Канаш» хаçат журналисчĕ-семпе çавра сĕтел ирттересси пирки пĕлтерчĕ.
 
Çавра сĕтел
Регион пуçлăхĕпе пĕрле ĕçлĕ калаçăва Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвăн председателĕ Анатолий Бакаев, кĕпĕрнаттăр канашçи, УОЧНКА пуçлăхĕ Владимир Сваев хутшăнчĕç.
Хăйĕн сăмахне Сергей Иванович чăваш журналисчĕсене регионти пĕртен-пĕр чăваш кăларăмĕн уявĕпе саламланинчен пуçларĕ.
- Ĕнер Ульяновск область правительствин ларăвĕнче массăллă хыпарсен департаменчĕн пуçлăхĕпе Владимир Лучниковпа, «Ульяновская правда» издательство çурчĕн" ертӳçипе Дмитрий Ивановпа, Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвăн депутачĕсемпе, министрсемпе вырăнти хаçатсен тиражне ӳстересси пирки хĕрӳ калаçрăмăр. Ку пурсăмăра та шухăшлаттаракан, канăçсăрлантаракан ыйту. «Канаш» хаçачĕн тиражĕ, манпа килĕшетĕр пулĕ тетĕп, пысăк мар. Шутлăр-ха, регионта 100 пине яхăн чăваш пурăнать (юлашки çырав облаçра ентешсен шучĕ 98 пин юлнине кăтартрĕ), кашни чăваш çемйи чăваш хаçатне çырăнсан ун тиражĕ сахалтан та 30 пин пулмалла, – терĕ Сергей Иванович. – Хаклă ĕçтешсем, журналистсем, атьăр-ха çырăнтарупа урăхла меслетсемпе ĕçлеме пуçлар, çывăх вăхăтрах чăвашсем хаçата çырăнса илччĕр тесе тумалли пĕлтерĕшлĕ ĕçсен пуххине çирĕплетер. Сире çак тĕллеве пурнăçлама вăхăт пĕр уйăх паратăп. Вара ман патăмра правительство çуртĕнче тĕл пулăпăр.
- Эпир студент чухне пичет хатĕрĕсем сутăнакан киосксем умĕнчен лăпкăн иртсе каяйман. Вăрăм черете тăрса хамăра кăсăклантаракан массăллă хыпар хатĕрне туянаттăмăр. Паян вăхăчĕ пач урăхла – çамрăксем хăйсене кирлĕ материалсене пĕтĕмпех Интернетра тупаççĕ. Шел, вĕсене хаçат кирлех мар. Анчах та хаçат вулавне явăçтарма, МИХсемпе туслаштарма та пирĕн майсем тупас пулать, - терĕ Анатолий Бакаев.
Чей ĕçнĕ хушăра кĕпĕрнаттăр канашçăсемпе вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, малашне валли палăртса хунă ĕмĕт-шухăшĕ пирки калаçрĕ.
- Хисеплĕ канашçăсем, эсир питĕ пысăк та сумлă ĕç туса пыратăр. Хаçатра облаçри чăвашсен культурипе йăли-йĕрки, пурнăçĕ, этеплĕхĕ туллин сăнарланаççĕ. Хаçатăн тĕп геройĕсем – ĕç çыннисем. «Канаш» страницисенче – вĕсен çитĕнĕвĕсем, савăнăçĕ, ӳсĕмĕ, – терĕ Сергей Морозов.- Паян ирхине йăпăртлăха ĕç пӳлĕмне кĕрсен «Канаш» хаçата Халăхсен туслăхĕн медалĕпе наградăласси пирки йышăну турăм. Сире ăна ытларикун Чĕмпĕр халăхĕн православи пухăвĕнче парăпăр.
 
Канаш – халăх хаçачĕ
«Канаш» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ 1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче пичетленсе тухнă. Унăн редакторне вăл вăхăтра Чăнлă район хаçатне ертсе пыракан Валериан Федорович Ромашкина лартнă. 2002 çултанпа хаçат редакторĕ – Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Николаевич Ларионов.
Сцена çинчен малтанхи сăмах – хаçатăн пĕрремĕш редакторне пачĕç.
В.Ф.Ромашкин Чăнлă районĕн редакторĕнче ĕçленĕ вăхăтрах чăваш хаçачĕн пĕрремĕш номерне кăларма материалсем пуçтарма тытăнни, çак ĕçе пуçаракансемпе илсе пыракансем пирки каласа пачĕ. Н.Н.Ларионов хаçатпа пĕрремĕш номерĕнчен тытăнсах паллашса савăннине, чăваш хаçачĕсем ытти регионсенче те тухса тăни пысăк савăнăç пулнине палăртрĕ.
-«Канаш» вăл – халăх хаçачĕ. Халăх пулсан хаçат та пулать, - терĕ пĕтĕмлетсе Николай Николаевич.
«Канаш» хаçатăн юбилейне область влаçĕн пĕрремĕш çыннисем – Правительство председателĕ Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр тата Саккунсем кăларакан Пуху председателĕ Анатолий Бакаев килсе çитрĕç.
Сергей Морозов правительствăн саламне вуласа пачĕ. Унта халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетес ĕçре «Канаш» хаçатăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ. «Канаш» журналисчĕсен пултарулăхĕ çулсерен ӳссе пынине, вĕсем тĕнче шайĕ-нче палăрнине пусса каларĕ. Редакцие компьютер туянма сертификат пачĕ.
Кĕпĕрнаттăр нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн, чăваш культурипе чĕлхине аталантарма пулăшнăшăн, профессири пысăк çитĕнӳсемшĕн тата хаçат 25 çул тултарнă ятпа хаçатăн тĕп редакторне Н.Н. Ларионова тата информаци пайĕн пуçлăхне Е.Н. Мустаевана кĕпĕрнаттăрăн Хисеп хучĕпе, В.А. Ефимована кĕпĕрнаттăрăн Тав çырăвĕпе чысларĕ.
Саккунсем кăларакан Пуху председателĕ Анатолий Бакаев наци хаçачĕсем регионти, çĕршыври тăнăçлăха упрас ĕçре пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ. «Канаш» хаçатăн тиражне ӳстерес ĕçе пурне те кар тăрса хутшăнма чĕнчĕ. Хаçата сехет парнелерĕ тата ĕçри пысăк çитĕнӳсемшĕн тĕп редактора Саккунсем кăларакан Пухăвăн Тав çырăвĕпе чысларĕ.
 
Чăваш Ен саламĕ
«Канаш» хаçат Чăваш Республикипе те тачă çыхăнса ĕçлет. Юбилей ячĕпе саламлама Чăваш Республикинчи министрсен кабинечĕн председателĕн çумĕ, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов тата ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Олег Мешков килсе çитрĕç.
А.С. Иванов Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн салам çырăвне вуласа пачĕ.
-Ульяновск облаçĕнче 100 пине яхăн чăваш пурăнать. Халăх шучĕпе чăвашсем облаçра виççĕмĕш вырăн йышăнаççĕ. Ульяновск облаçĕпе Чăваш Республикине тахçанхи туслăх çыхăнтарса тăрать. Икĕ регион хушшинче суту-илӳпе экономика, наукăпа техника, культурăпа социаллă тытăмсенче пĕрле ĕçлемелли пирки килĕшӳ ĕçлет. 2011 çулта Ульяновскра Чăваш культурин кунĕпе Раççей Акатуйĕ çӳллĕ шайра иртрĕç, - терĕ Александр Иванов.
Хаçатра нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн çырусен пайĕн пуçлăхне Анатолий Дмитриева, штатра тăман корреспондентне, Шупашкарти «СВ-Пресс» издательство ушкăнĕн директорне Александр Вражкина министерствăн Хисеп грамотипе чысларĕ. «Канаш» хаçатăн журналисчĕ Елена Алексеева ЧР Журналистсен пĕрлĕхĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ.
Олег Вадимович Мешков салампа пĕрлех «Канаш» хаçат редакцине ЧР Патшалăх Канашĕнчен пысăк парнесем илсе килнĕ. Çаплах вăл хăйсен депутачĕсене Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен хаçатне çырăнтарса пама шантарчĕ.
Чăваш наци конгресĕн президенчĕн ятĕнчен ЧНК членĕ Владимир Сваев салам сăмахĕ каларĕ, тĕп редактора Николай Ларионова, Нина Еграшкинапа Елена Мустаева журналистсене ЧНКан Хисеп грамотисене пачĕ. Владимир Сваев çаплах канашçăсене ĕçтăвком саламне те çитерчĕ. Редакцие УОЧНКА Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕ.
Чăваш Ен саламĕсене малалла Ульяновск çĕрĕ çинче кун çути курнă, хальхи вăхăтра Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан ентешĕмĕрсем Александр Вражкин тата Раççей Журналистсен пĕрлĕхĕн членĕ, ЧР тата Раççей тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Петр Сымкин, паллă фотожурналист Анатолий Абрамов тăсрĕç. Александр Вражкин ентешĕсене (ирçелсене) 20 экземпляр «Канаш» çырăнтарса пама сăмах пачĕ.
 
Депутатсем
Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ Анатолий Еленкин «Канаш» хаçат ĕçченĕсем пирки нумай ырă сăмах каларĕ. Пултаруллисене – Нина Еграшкинана, Елена Алексеевана, Анатолий Дмитриева депутатăн Тав çырăвне парса хавхалантарчĕ. Нумаях пулмасть 80 çул тултарнă «Канаш» хаçатăн обществăлла корреспондентне Александр Богатова фотоаппарат парнелерĕ.
Ульяновск хула Думин депутачĕ, кĕпĕрнаттăрăн советникĕ тата пĕтĕм Раççейри «Боевое братство» обществăлла организацин пирĕн регионти уйрăмĕн ертӳçи Николай Лазарев чăваш хаçачĕ хăйĕн страницисенче çамрăксене патриотла воспитани парас темăна пысăк тимлĕх уйăрнине тата «Боевое братство» ĕç-хĕлне çутатса тăнине палăртрĕ. Обществăлла организаципе тачă çыхăнса ĕçлекен журналиста Елена Мустаевана тав турĕ.
 
Кӳршĕсен саламĕ
Саламсен ярăмне хаклă хăнасем, ытти регионсенче тухса тăракан чăваш хаçачĕсен тĕп редакторĕсем - Константин Малышев («Сувар», Тутарстан) тата Юрий Михайлов («Урал сасси», Пушкăртстан) - тăсрĕç. Хаçат пĕр çын ĕçленипе мар, редакци коллективĕн кулленхи тăрăшулăхне пула тухса тăнине палăртрĕç. Хаклă парнесемпе пĕрлех вĕсем хаçатăмăра пысăк малашлăх, коллектива çĕнĕ шухăшсем, çĕнĕ вулакансем, пысăк тираж сунчĕç.
 
Çыравçăсем
«Канаш» хаçата Чĕмпĕр çĕрĕ çинче пурăнакан, пĕтĕм чăваш тĕнчинче палăрнă профессиллĕ çыравçăсем, РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсем Анатолий Юман тата Валентина Тарават çырса тăраççĕ. Вĕсемех хаçат çумĕнче йĕркеленĕ «Шевле» литература пĕрлешĕвне çӳрекенсене çул кăтартса ертсе пыраççĕ.
Анатолий Юман çаплах «Канаша» йĕркелесе яракансенчен пĕри. Уява пухăннисене Анатолий Федорович хаçатпа çыхăннă пурнăç çулĕпе паллаштарчĕ. Валентина Николаевна чăвашла çырма пуçласан чи малтан «Канашра» пичетленнине аса илчĕ. Писательсем хаçата пысăк çитĕнӳ-сем сунчĕç.
Чăнлă районĕ – Ульяновск облаçĕнче чăвашсем чи нумай пурăнакан тăрăх. «Канаш» хаçата çырăнакансем те ытларах Чăнлă районĕнчен. Çакна палăртса каларĕ салам сăмахне Чăнлă районĕн пуçлăхĕн ĕçне вăхăтлăха илсе пыракан Владислав Анисимов. Редакцие хаклă парне парнелерĕ.
- «Канаш» хаçата районта юратса вулаççĕ. Анчах çырăнакансен йышĕ паянхи пек кăна пулмалла мар. Тиража ӳстерессипе пурин те пĕрле ĕçлемелле, пĕр чăвашăн та айккинче тăрса юлмалла мар. Хам енчен Орловкăра пурăнакансене «Канаша» çырăнтарса паратăп, - сăмах пачĕ районти социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Узиков.
«Шевле» литература пĕрлешĕ-вне çӳрекенсемпе обществăлла корреспондентсем – хаçатăн содержанийĕпе сăн-сăпатне улăштаракансем, чун кĕртекенсем. Вĕсем вулакансене илемлĕ сăвă-калавпа, вырăнти хыпарсемпе паллаштараççĕ. Редакцире те вĕсем яланах кĕтнĕ хăнасем, чăн-чăн туссем. Сцена çинчен канашçăсене Н.Ф.Васильева, А.С.Никонорова, Л.Ф. Ярославская тата Чӳрекел шкулĕнче вĕренекен Алена Волынщикова, Р.В. Макарова, З.П. Портнова, В.П. Остроумов, В.В. Киргизова, И.Н. Иванюкова тата Мускавран килнĕ хăна А.А.Степанова саламларĕç. Облаçри патшалăх тĕп архивĕн шырав пайĕн пуçлăхĕ Роза Макарова архивăн Тав çырăвне вуласа пачĕ.
 
Конкурс çĕнтерӳçисем
Ульяновск облаçĕнчи чăваш хаçатĕнче регионти чăваш таврапĕлӳçисен тата чăваш халăх академикĕсен материалĕсем тăтăш пичетленеççĕ. Ахальтен мар 2014 çулта Чăваш халăхĕн наукăпа искусство академийĕ сĕннипе «Канаша» Николай Васильевич Никольский ячĕллĕ 1-мĕш пусăмлă орденĕ-пе наградăларĕç. Таврапĕлӳçĕ-сен ятĕнчен хаçатра нумай çул вăй хунă Николай Казаков сăмах илчĕ.
«Канаш» хаçат 2014 çулта ирттернĕ тĕрлĕ конкурссен çĕнтерӳçисен чыславне уявра ирттерни те вырăнлă пулчĕ. «Чăваш тумĕ – чăвашлăх сумĕ» фотоконкурс çĕнтерӳçи Елена Уресметова, «Чăваш çынни – пыл хурчĕ» конкурс çĕнтерӳçи Елена Егорова, «Авăнмасăр – вăй хумасăр» конкурсăн «Журналистика» номинацире çĕнтернĕ Петр Рахманов, «Литература» тата «Таврапĕлӳ» номинацисенче мала тухнă Василий Журавлевпа Николай Кирюшин дипломсене тата хаклă парнесене тивĕçрĕç.
 
Почта ĕçченĕсем
Хаçат çырăнтарасси – чи йывăр ĕç. Çакă ытларах почтальонсене лекет. Чăнлă районĕ-нче иртнĕ юлашки çырăнтарăва пăхса тухсан Çĕнĕ Улхашри почта уйрăмĕ мала тухни палăрчĕ. Ку почта уйрăмĕ «Канаша» чи нумай çырăнтарнă. Иккĕмĕш вырăна Кивĕ Улхаш тухнă. Сцена çинче почта уйрăмĕн пуçлăхĕ-сем – Галина Фроловапа Люция Рдюкова тата Елена Жирновапа Алена Пономарева почтальонсем тав сăмахĕсемпе парнесене тивĕçрĕç.
«Канаш» хаçат 25 çул тултарнине халалланă мероприятие юрă-кĕвĕпе вырăнти артистсем илемлетрĕç: Ульяновскран килнĕ «Палнай» тата «Сăрнай», Аслă Нагаткинти «Уйсас», «Шанăç» ансамбльсем, Иван Сидоров, Владимир Сорокин уйрăм юрăçăсем.
 
Пулăшакансем
Уява спонсорсемсĕр ирттерме çук. Юбилея йĕркелеме пулăшнă Чăнлă районĕн пуçлăхне Х.В. Рамазанова, унăн ĕçне вăхăтлăха илсе пыракан В.П. Анисимова, социаллă аталану управленийĕн пуçлăхне А.А. Узикова, культура пайĕн пуçлăхне В.К. Фоминана, районти Культура керменĕн директорне И.Н. Сидорова* укçа-тенкĕпе пулăшнă усламçăсене – О.Ю. Палюшина, А.Н. Маслова, Н.М. тата В.В. Черновсене, В.В. Салюкина, Н.П. Сайгушева, Е.Ф. Сяпукова, А.М. Ширтанова, П.В. тата С.В. Красновсене, Л.В. Еленкина, Н.В. Шарайкина, Г.В. Майрабеева, Н.А. Паймушкина, Н.Г. Ивандеева, Ю.П. Мерлушкина* куравсем йĕркелекенсене тата хăнасене кĕтсе илнĕ çĕрте тăрăшнă А.Л. Синдюкована, Н.Г. Новоселеца, Г.Г. Елисеевана, ансамбльсен ертӳçисене В.А. Сымована, В.А. Коваленкăна, В.Н. Игнатьева-Таравата чун-чĕререн тав тăватпăр.
Чĕмпĕр Енри кашни ентешшĕн
Çывăх пулайтăрччĕ «Канаш».
Ăна чунран алла илсессĕн
Çĕн сывлăшпа сывлать чăваш!
 
: 764, Хаçат: 6 (1304), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: