Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăлтăр шурă ун çи-пуçĕ
Çеçкене ас илтерет.
Йăлтăр-йăлтăр икĕ куçĕ
Чунăма хĕмлентерет.
Ах, хитре-çке...
Чунăма хĕмлентерет.
 
Ю.Петров поэт сăввипе Г.Хирбю композитор кĕвĕленĕ «Ах, хитре-çке...» юррăн пĕр çаврăнăшĕпе «Киндяковка» Культура керменĕнче иртнĕ «Сарпике-2015» конкурс пĕтĕмлетĕвне пуçлама питĕ вырăнлă. Чăнах та, жюрире ларакансене ăмăртăва хутшăннă тăхăр пикерен чи хитрине, чи пултаруллине, чи сăпайлине... суйласа илме тата çĕнтерӳçине – «Сарпике-2015» – палăртма питĕ йывăр пулчĕ.
Малтанах çакна палăртса хăвармалла: жюри председателĕ – УОЧНКА ĕçтăвкомĕн пуçлăхĕ Владимир Сваев – çирĕ-плетĕвĕпе, область центрĕ-нче иртекен пикесен кăçалхи ăмăртăвĕ ытти çулсенчисемпе танлаштарсан чи ăнăçулли. Унăн режиссерĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ираида Гаврилова конкурса чаплă эстрада кăтартăвĕ йĕркеленĕ. Курса ларакана тунсăхлама вăхăт пулмарĕ: пикесем хăйсемпе паллаштарни, ăс-тăн пуянлăхне туллин кăтартса пани, киле панă ĕçе - чăваш апат-çимĕçĕ хатĕрлесси – пĕлсе те маçтăр пурнăçласа килнине жюри членĕсемпе уява килнисем патне илсе çитерни, чăваш пикин тумне тата илемне профессиллĕ модельсенчен кая мар кăтартни, юрă-ташă маçтăрлăхне пысăк шайра пурнăçлани курсантсем пикесемпе вальс ташланипе, Людмила Белова, Екатерина Карамзина парнеленĕ юрăсемпе, модельсен ушкăнĕ – «Этника» - кăтартса панă номерсемпе калейдоскопри евĕрлĕ тĕрĕ-эреше аса илтерчĕ.
Районсенче иртнĕ конкурссенче çĕнтерӳçĕсене тĕплĕн суйласа илни те куçкĕрет: чăвашла тĕрĕс те çепĕççĕн калаçаççĕ, чăваш уявĕсен йăли-йĕркине аван пĕлеççĕ... Ăс-тăн конкурсне К.В.Иванов юбилейĕпе тата вырăнти поэтсен пултарулăхĕпе çыхăнтарни те питĕ вырăнлă.
Çапла майпа: Анастасия Сюмма - «Чи пултаруллă пике», Наталья Моисеева – «Чи хăюллă пике», Ирина Васильева – «Чи чыслă пике», Анастасия Кисамеева – «Чи сăпайлă пике», Кристина Яковлева – «Чи çепĕç пике», Ксения Узалукова – «Чи тăрăшуллă пике», Алена Майрабеева – «Чи шанчăклă пике», Полина Чукарикова – «Чи илемлĕ пике» ятсене тивĕçрĕç.
Наталья Портнова конкурсри пур номинацисенче чи лайăххи пулса тăрса «Сарпике-2015» çĕнтерӳçĕн пуç кăшăлне тата кăкăр урлă çакса ямалли пурçăн хăйăвне тивĕçрĕ. Конкурс лауреачĕсене чĕрĕ чечек пуххисем, дипломсем, хаклă парнесем парса чыс турĕç. Пикесемшĕн чи хакли, паллах, куракансем ăшшăн, тăвăллăн алă çупса йышăнни тата тавĕ пулчĕ.
 
: 684, Хаçат: 6 (1304), Категори: Сарпике

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: