Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
К.В.Иванов ячĕллĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденеллĕ Чăваш академи театрĕ Кашана «Нарспи» спектакльпе гастроле килнине питĕ лайăх астăватăп-ха.
Эпĕ ун чухне 10-12 çулхи ачаччĕ. Артистсен ушкăнĕнче пирĕн ял хĕрĕ Мария Григорьевна Еграшкина-Алексеева тата унăн мăшăрĕ. Вĕсем çак спектакльте вылярĕç.
Ытти артистсен хушамачĕсене астумастăп. Спектакль хыççăн артистсене пирĕн пата çĕр выртма янăччĕ. Аннепе пĕр артисткин калаçăвĕ кăна асра юлнă:
- Хĕрĕм, сиртен – артистсенчен – тĕнчере телейлĕ те савăнăçлă çын çук пулĕ. Юрласа-ташласа, тĕрлĕ çын шăпине сăнарласа çеç çӳретĕр, - терĕ анне.
- Эх, мăнакка... Эпĕ сцена çинче кăна артистка... Киле таврăнсан вара куллен тенĕ пек пит-куçа куççульпе çăватăп, - терĕ ытарма çук илемлĕ питлĕ-куçлă çамрăк хĕрарăм куçне шăлса.
Тен, унăн шăпи те Нарспийĕнни пек телейсĕр пулнă...
Пуçарнă калаçу вырăнсăр пулнине туйса анне унран каçару ыйтрĕ.
Тухса каяс умĕн артистсем аннене «Нарспи» кĕнеке парнелесе хăварчĕç. Ăна вăл куçĕ хупăничченех упрарĕ. Аннеçĕм сахал вĕреннĕ çын пулсан та К.В.Иванов хайлавĕсене тăрăшса, ăшне хывса вулатчĕ.
Ытла çамрăкла çĕре кĕнĕ поэтăн произведенийĕсем чĕрене пырса тивнĕрен чунра сăвă йĕркисем çуралчĕç.
 
Асамлă, хитре хĕр çинчен
Хайланă пĕлсе Кĕçтенттин.
Пулман кун пекки халиччен:
Тĕрленнĕ поэма та тин...
 
«Нарспи» вăл - хăйне пĕр тĕнче.
Чăвашлăх шăпи вăл. Кĕтрет...
...Вулакан – Силпи ялĕнче...
...Вулать те... Ун чунĕ чĕтрет...
 
Сетнер, Тăхтаман, Михетер...
Поэма хаярлăх çинчен.
Мĕскер-ши йĕрлет çавхатер
Нарспийĕн чунне/ Вилĕм/ Тен...
 
Вăрманĕ кашлать ир-ирех...
Тăватă виле... Тур Çырлах..!
... Нарспипе Сетнер Силпире
Пурнаççĕ паян та, тавах!
 
 
Чăнлă районĕ,
Каша ялĕ.
 
: 668, Хаçат: 6 (1304), Категори: К.В.Иванов султалаке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: