Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăрлач – Благова, нарăс – Юркина
 
Тавах сана хăв халăхна манманшăн –
Асран ан тух, куçран та ан çухал.
Николай Дворов.
 
РФ Президенчĕ Владимир Путин 2015 çул Раççейре Литература çулталăкĕ пулассине пĕлтерсен савăнтăм. Пирĕн – библиотека ĕçченĕсен – кăçал «Чĕмпĕр литературин 12 апостолĕ» область проекчĕпе килĕшӳллĕн çулталăкăн кашни уйăхне чаплă ентешсенчен пĕрне халалласа мероприятисем ирттермелле. Кăрлач уйăхĕнче Николай Благовăн сăввисемпе паллашрăмăр.
Нарăс уйăхĕнче хамăр ентеше, Иван Николаевич Юркина, халалласа Архангельски ялĕн вулавăшĕнче таврапĕлӳ сехетне ирттертĕмĕр. Эпир пурăнакан ял ĕлĕк Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесне кĕнĕ, Юркка Иванĕ те çак уесрах çуралса ӳснĕ.
Иван Николаевича аса илме унăн аякри тăванĕ – Анатолий Нуждин-Уфаркин – «тупăнни» те хистерĕ. Анатолий Михайлович çак ялта вунă çула яхăн колхоз председателĕнче ĕçлерĕ. Ăнсăртран Юркка Иванĕ унăн куккăшĕ пулнине пĕлтĕмĕр. Малти пӳртри стена çинче çыравçăн сăн ӳкерчĕкĕ çакăнса тăнине курсан тĕлĕнтĕм. Историк-этнографпа эпир те кăсăкланатпăр вĕт-ха. «Канаш» хаçатра çырнисем пирĕн ятарлă папкăра упранаççĕ.
Анатолий Михайлович библиотека фондне Иван Юркин калавĕсен кĕнекине парнелерĕ, «чăваш калавĕ-сен ашшĕ» вырăнĕнче вăл терĕ. Тата Анатолий Михайлович хăйĕн куккăшне халалласа çырнă сăввине – «Мăн куккапа калаçни» вуласа пачĕ. Кукашшĕ çинчен амăшĕ каласа панисене аса илсе çырса хунă алçырăвĕсемпе те паллаштарчĕ. Унта Юркина Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен тата Хусанти учительсен семинарийĕнчен мĕн сăлтавпа кăларса янин тĕрĕслĕхĕ те пур.
Çапла Анатолий Михайлович пире чăвашсен пĕрремĕш çыравçин пурнăçĕ-пе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Çакăн хыççăн Юркин тăван çĕршыва хытă юратни паллă пулчĕ. Сăмахран: «Эй, хам çуралса ӳснĕ çĕршыв! Епле сан çинчен ырă сăмах ан асăнам/ Ачаранпа ман чĕре Сĕве çине касăлса юлнă-çке. Санран ырă çĕршыва эпĕ шырасан та тупас çук. Тупсан та сана юратнă пек юратма халăм çитес çук. Эсĕ пуриншĕн те çапла ырă-çке: пурне те çуратнă, пурне те тăрантарса пурăнатăн, пурне те вилсен ху патна вырнаçтаратăн. Мухтавлă пултăр кирек камăн та çуралнă çĕршывĕ!»– чĕри ыратнă унăн.
Таврапĕлӳ сехетне ертсе пыракан çакна та пăлартса хăварчĕ: «Чăвашсен иртнĕ пурнăçĕ тата хăйнеевĕр этеплĕ-хне çиелтен тата сахал тĕпченине пула нумай ыйтăва хурав тупайманнипе чăвашсене тĕттĕм те киревсĕр, кая юлнă, этеплĕхсĕр япала тесе айăпланă. Çак хăватлă юхăма хирĕç тăрса малтанхи утăм тăваканĕ Пӳркел чăвашĕ И.Н. Юркин пулнă. Вăл чăвашсен историйĕпе этеплĕ-хне вĕсен авалхи тĕнне тĕпчесе пĕлмесĕр хак пама çуккине ăнланса илет. Çавна ĕçе кĕртес тесе халăхра сыхланса юлнă чӳклеме тĕпренчĕкĕсене пĕрчĕн-пĕрчĕн пухма тытăнать.
Юркин пухса çырнă ĕçсенче тăван халăхăн пурнăç паллисем ют çын айккинчен сăнаса курнă пек мар, çав йăласене ăнланса, куллен пурнăçа кĕртсе пыракан чăваш çынни куçĕпе пăхса хакланнă. Чăвашсен авалхи тĕнне пухса йĕркелеме тĕллев лартать, çав пуянлăха çитес ăрусем патне çитерес ĕмĕтне унăн тăшманĕсем кулăшла та çилĕпе улăштарса кăтартма пуçлаççĕ. «Юркин чăвашсене ыр-хаяр тĕнĕпе пурăнма йыхăрать»,-тесе айăплаççĕ. Тĕпчев ĕçне ура хураççĕ. Анчах Юркин хăй пуçарнă ĕçе малалла тăсать.
Çавна та тӳсрĕн, ураран ӳкмерĕн,
Шав пурнăçларăн хăвăн тивĕçне.
Иван Юркин чăвашсен хăйсен тăван чĕлхипе илемлĕ литератури пулмалли çинчен чи малтан кăшкăрать.
Вулавăшри «Таврапĕлӳçĕ» кружокĕн членĕ С.Т.Портнов историкăн «Чĕмпĕр хули – пирĕн чăваш хули» текен çыру ĕçĕпе паллаштарчĕ. Ку таврара, вырăссемпе тутарсем киличченех, Чĕмпĕр хули пулнин тахçанхи палли пур. Чăвашсем ĕлĕк пăлхар ячĕпе çӳренĕ чухне хулара пурăнакан çынсем Магомет тĕнне кĕнĕ. Хальхи Чĕмпĕр хулине вырăссем 1648-мĕш çулта çĕнетнĕ. Унччен Чĕмпĕр вырăнĕнче ĕлĕкхи хула вырăнĕ çеç курăнса тăнă. Чĕмпĕр тăвĕ хăй ятне ĕлĕк Тамерлан çунтарса янă хула ятне илнĕ. Чĕмпĕр хулине çĕнетиччен Чĕмпĕр вырăнĕнче Атăлпа Сĕве хушшинчи çĕр çинче чăвашсем ĕçлесе пурăннă. Хальхи Каркел чăваш ялĕ пулнă.
Революциччен (1908 ç.) çырса хăварнă Юркин историк ĕçĕсене (Чĕмпĕр пирки) хальхи саманара Николай Казаков таврапĕлӳçĕ тăсса пырать тесе вĕçлерĕ Сергей Терентьевич.
Кашни чăваш чунтан тупа тăватпăр
Тытса пыма эс хушнă йăлана.
Юркин çыравçă хăй хыççăн питĕ нумай çыру ĕçĕ хăварнă. Тĕрлĕ архивсенче пичетленмен çитмĕле яхăн тĕркем упранать.
Мĕн ĕçлени, вĕçне тухайманни те,
Пĕлетпĕр-ха, веçех пирĕн валли.
Вĕсем кашни кӳреççĕ мар-и витĕм/–
Сан сахал мар тытса вуламалли.
«Иван Юркин пурнăçĕн паллă мар страницисем» алçыру хăтлавĕсĕр пуçне Анатолий Михайлович хăй çуралса ӳснĕ Тăхăрьял историйĕпе паллаштарчĕ. Çаплах пăлхарсем, чăвашсем çинчен те пĕлмен япаласем каласа пачĕ. Пиртен инçех мар Майна районне кĕрекен Тагай ялĕ чăваш сăмахĕнчен тухса кайнине пĕлтĕмĕр. Тугай мăрса, пăлхар йăхĕнчен тухнăскер, çут çанталăк тĕнĕпе пурăнакан чăваш пулнă. Акпарс ятлă мари мăрсипе туслăскер Хаяр Ивана Хусана илме пулăшнă.
Пирĕн районти хăш-пĕр чăваш хăй халăхĕн культурипе кăна мар, историйĕ-пе те интересленет. Çавăнпа та Анатолий Михайловича пирĕн таврапĕлӳ музейне парнеленĕ сăн ӳкерчĕксемпе алçырăвĕ-семшĕн тав туса малашне татах та тĕл пулма калаçса татăлтăмăр, наци ăнкару туйăмĕсене çуратакан хайлавсем çырма сĕнтĕмĕр.
 
 
Сăр районĕ.
 
: 725, Хаçат: 7 (1305), Категори: К.В.Иванов султалаке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: