Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Юбилей ячĕпе çырнă шӳтлĕ такмаксем)
 
Чĕрĕк ĕмĕр «Канашăмăр»
Сăмахĕпе илĕртет.
Паянхи кун хаçатăмăр
Юбилейне ирттерет.
 
Çĕр çула та вăл çитет,
Пире «Канаш» килĕшет!
 
Хаçат хыпар пĕлтерет,
Кирлĕ пулсан – хӳтĕлет.
Нумайăшне вăл шеллет,
Кирлĕ рецептсем сĕнет.
 
Хăшне «тивертсе» илет --
Пурпĕр «Канаш» килĕшет.
 
«Канаш» хаçат ĕçченĕсем
Мăнкăмăлланса тăмаç.
Пыракансене хавас --
Чейпе ялан хăналаç.
 
Пур енĕпе пултараç,
Никама маххă памаç.
 
«Канаш» хаçат журналисчĕсем
Конкурссенче çĕнтереç.
Тĕрлĕ жюри членĕсене
Талантпа тĕлĕнтереç.
 
Малти вырăнсем илеç,
Пире вĕсем килĕшеç.
 
Чĕрĕк ĕмĕр нумай мар,
Сисмесĕр вăхăт иртет.
«Канаш» пирĕн çамрăк-ха,
Хисепе вăл тивĕçет.
 
Халăх хаçата пиллет –
Пире «Канаш» килĕшет!
 
Пиртен халĕ мĕн килет/
Йăваш çын пулма çитет!
Кам халăха хисеплет –
«Канаш» çырăнса илет!
 
Тĕттĕмлĕхе çĕнтерет –
Пире «Канаш» килĕшет!
 
: 363, Хаçат: 7 (1305), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: