Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пĕрремĕш хут эпĕ ун çинчен Федор Петрович Талягинран илтнĕччĕ. Кивĕ Улхашран тухнă çар офицерĕсем çинчен пыратчĕ пирĕн калаçу.
-Ригун Пахитĕ Аслă вăрçăран капитан пакунĕсемпе таврăнчĕ,- тенĕччĕ вăл. Владимир Васильевич Изис вара Пахит хушаматне Сандркин тесе çирĕплетрĕ. Иккĕлле каланин сăлтавне тĕпчесе ватă çынсемпе тĕл пултăм. Акă мĕн пĕлтĕм эпĕ кинемейсемпе шурсухалсенчен ун пирки.
Кивĕ Улхаш арĕн – Ригун Сымюнĕн мăшăрĕ усал чире пула çĕре кĕрет. Авланнă çынна хĕр шырани кулăшла ĕнтĕ. Çавăнпа та Иван таврари ялсенче упăшкасăр юлнă хĕрарăм шырать.
Арăм тупасси пасарта ĕне туянасси мар вĕт. Вăл кӳршĕ Чăвашкасси ялĕнчен ачаллă хĕрарăма тупать. Унăн ачине Пахит тесе чĕннĕ. Тăватă-пилĕк çулхи арçын ача ют ялта, çĕнĕ çемьере хăйне аван мар туять. Амăшне тăван ялне таврăнма ӳкĕтлет, тарса та пăхать. Майĕпен çĕнĕ пурнăçа хăнăхать. Ватă çын пек калаçакан тавçăруллă ачана Шалçа касси çыннисем кăмăллаççĕ, ӳссе пыраспа – хисеплеççĕ. Сывлăхлă, алли-ури ĕç патне пыракан ача аван паллăсемпе çичĕ класс пĕтерет. Вăтăрмĕш çулсенче çичĕ класс пĕтерме пултарнисем питĕ хисепре пулнă. Пахит чи аван вĕреннипе Петр Максимов директор ăна хисеплет, юратать. Çакна çав çулсенче шкулта вĕреннĕ çынсем çирĕплетрĕç.
-Курăр акă, ӳссен Пахит паллă çын пулатех,-тенĕ вăл. Ӳссе çитсен хăйĕн хĕрне Пахита качча пама та хатĕр пулнă теççĕ. Хут çинче вăл – Пахит Сандркин, ял хушшинче – Рикун Пахитĕ тенĕ. Фашистла Германи Совет Союзне тапăнса кĕрсен Пахит вĕренме каяс шухăшне пăрахать. Çынсемпе окоп чавать, вăкăрпа вăрмантан вут-шанкă турттарать, хирте тар тăкать.
1943 çул. Кĕркунне. Салтак ачи ята илнĕ Пахитпа юлташĕсем касран каса, килрен киле çӳресе тăванĕсемпе сыв- пуллашаççĕ. Лашасене фронта ăсатнипе салтак ачисем çуран çӳресе салтак юррисем шăрантараççĕ, хĕрсем парнеленĕ ал шăллисене çакса, ал тутрисемпе сулкаласа ташлаççĕ. Пахит Аслă Нагаткинри çар комиссариатне персе çитет. Ялти ватă Иван Федорович Ледюков каланă тăрăх, Пахит питĕ илемлĕ каччă пулнă. Çутă сăн-питлĕ, кăвак куçлă, сарлака хул-çурăмлă, яштака та çӳллĕскере такам хĕрĕ те юратмалла. Калаçнă чух каччă кулкаласа тăнă. Унăн пĕр йăла пулнă: вăл тутине час-часах чĕлхипе йĕпетнĕ. Комиссариатра, паллах, çак качча часах асăрханă, нумай вĕреннине шута илсе офицерсем хатĕрлекен училищĕне вĕренме янă. Вăрçă вăхăтĕнче пехота офицерĕ пулма ултă уйăх та çителĕклĕ пулнă. 1944 çулхи çуркунне вăл фронта кĕрет. Ăçта çапăçнине, мĕн курса мĕн тӳ-снине тепĕр чух каласа парăп. 1947 çулхи çĕртме уйăхĕнче демобилизаци йĕркипе Пахит пуçĕпех яла таврăнать. Ĕлĕкхиллех яштака, кĕрнеклĕ вăл. Унчченхи кулли çеç çухалнă. Çирĕм виççĕри каччăн тутисем тăп-тăп тăраççĕ, икĕ куç харши хушшинче – çамка варринче – тарăн путăк палăрать. Сылтăм пит çăмарти çинче хĕрлĕ çĕвĕ, суран йĕрĕ пулас. Уринче –нăтăрт-нăтăрт, йăлтăркка хром атă, çийĕнче – симĕс гимнастеркăпа хĕрлĕ лампаслă галифе шăлавар. Пуçĕнче хура йăлтăркка сăмсаллă карттус, пакунĕсем çинче тăватшар пĕчĕк çăлтăр. Салтакра хастар çапăçнă курăнать, капитан таран ӳснĕ. Капитан ятне илнĕ çын вара вăрçă çулĕсенче рота, хăш-пĕр чух батальон командирĕ те пулнă. Вăл Хĕрлĕ Çăлтăр тата Тăван çĕршыв вăрçин орденĕсене тивĕçнĕ. Медалĕсем кăкăр тулли тата икĕ хутчен аманнине пĕлтерекен хăюсем.
Петр Максимов директор 1945 çулхи кăрлач уйăхĕнче çĕре кĕрет. Ывăлĕ вăрçăра хыпарсăр çухални пĕтернĕ ăна. Унăн арăмĕ – Перасковья Семеновна вĕрентӳçĕ – упăшкин сăмахĕсене манман. Лидия хĕрне Пахитпа паллаштарнă. Çамрăксем те пĕр-пĕрне килĕштернĕ пулас. Часах Шалçа кассинче туй кĕрленĕ.
«Шаннă йăвара кайăк пулман»,- тенĕ пек çамрăксен çемье чăмăртанайман. Лидия туй каçхинех амăшĕ патне таврăннă. Упăшка пулса ĕлкĕреймен Пахит йăлăнса ӳкĕтленине те итлемен хĕр. Те мăнкăмăллăхĕ пысăк пулнă хĕрĕн, те урăх сăлтав уйăрнă çамрăксене... Пĕр ватă çын каланине ĕненсен, сăлтавĕ пулнах çав. Ăнăçсăр юрату Пахита хуçса хăварнă. Вăл чăркăшланма, ĕçкелеме пуçланă теççĕ. Хăй çапах та йĕркерен тухман. Тирпейлĕ, таса çӳренĕ. Ял совечĕ, колхоз правленийĕ хушнă ĕçсене хастар пурнăçланă. Вăхăт тата халăхпа ĕçлени арçын чирне юсанă. Вăл тепĕр хут авланнă. Петрушка лавккине хирĕç пурăнакан Нина Юманована суйласа илнĕ Пахит. Илемлĕ, чипертен те чипер пулнă Азит Нини. Аванах пурнăма пуçланă çамрăксем. Тем юраман, сăлтавне пĕлместĕп, Пахитпа Нина уйрăлнă. Телейсĕр çамрăк çын намăса чăтаймасăр ялтан тухса кайнă. Ăсатма тухнисене: «Мана айăп ан тăвăр, телейĕме тĕнчене çухатса хăвартăм пулас, шырама каятăп... Улхаша таврăнас çук»,-тенĕ. Ку ĕç 1949 çулта пулнă. Каярах Пахита кам та пулин курнă-ши/ Унăн пурнăçĕ еплерех иртнĕ-ши/ Вăл хăйĕн сăмахне тытнă: Чăвашкассине те, Кивĕ Улхаша та пĕрре те килмен. Тĕнче тăвăр теççĕ çав... Пахита улхашсем Узбекистанра – Фергана хулин шавлă пасарĕнче – тĕл пулаççĕ. 1959 çулта вăл кунта çĕр улми сутнă. Ун çинче çар тумĕ, полковник пакунĕсем пулнă.
Азит Нини çинчен хушма сăмах. Азит – тутар ячĕ. Нина асламăшĕ мишер ялĕнче пурăнма пултарайман. Христос тĕнне йышăннă çын Кивĕ Улхаша куçса килнĕ. Вăл кăна та мар, тата темиçе çемье. Вĕсенчен Вражкинсем, Имангуловсем, Алеевсем, Керимовсем пуçланса кайнă. Азит ашшĕне Петр Иванович Юманов сутуçă хăйĕн хушаматне панă, тăванланнă. Нина Степановна вара хăйĕн телейне Выселка урамĕнче тупать. Петр Аюгинăн арăмĕ пулса пурнăçне илемлĕ ирттерет. Ватăлса вилет. Рикун Сымюнĕпе арăмĕ (Пахит амăшĕ) хăйсен çине алă хураççĕ.
Пахитăн малтанхи арăмĕ Лидия та тепĕр çынна качча каять. Нумай çул шкулта ĕçлесе хисеплĕ ята тивĕçет.
Пахит вара полковника тухнă теççĕ. Юлашки çулĕсене Тбилиси хулинче ирттернĕ. Вилсен ăна çавăнтах пытарнă. Çемйи çинчен калаймастăп. Те авланнă Пахит виççĕмĕш хут, те çук.
 
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 658, Хаçат: 7 (1305), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: