Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче Чăнлă районĕнчи Аслă Нагаткинта вăрçă ветеранĕсен районти ларăвĕ иртрĕ. Унта облаçри ветерансен канашĕн ертӳçи С. Н. Ермаков та килсе çитнĕччĕ. Вăл облаçри ветерансен канашĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, плансене палăртрĕ. Çаплах районти ветерансен канашĕн ертӳçин Петр Уфимкинăн докладне итлерĕмĕр.
Ларура эпĕ те тухса калаçрăм. Эпĕ çак ĕçе икĕ çул пурнăçласа пыратăп. Унччен ку лава вĕрентӳçĕ ветеран Мария Ширтанова туртса пычĕ.
Пухтелĕнче Аслă вăрçă участникĕсем пурĕ те иккĕн тăрса юлчĕç: П.И. Шорников тата А.Е. Шубин. Вăрçă участникĕсен тăлăх арăмĕсем—15, тыл ĕçченĕсем—36, вăрçă ачисем—59 çын.
Пирĕн тĕп тĕллев — ветерансен, пенсионерсен, инвалидсен, тыл ĕçченĕсен пурнăç условийĕсене тишкерсе тĕрлĕ енлĕ пулăшу парасси: çурт-йĕрне юсасси, пурлăх-ырлăх енчен, кил-çурт таврашĕнче пулăшасси. Эпир К.Т. Рябов, В.И. Мускина, В.И. Пидиксеева, М.И. Шубина тата Р.М. Бахитова çемйисене çитсе куртăмăр. Сусăрсемпе ватăсене пулăшма социаллă ĕçченсене: В.Ширтанована, Л.Муртакована, И.Козлована çирĕплетнĕ.
Мероприятисене вулавăш ĕçченĕпе Л.Н.Муртаковапа пĕрле хатĕрлетпĕр. Ветерансемпе сусăрсем, амăшсем валли концерт, çавра сĕтел ирттеретпĕр. Ватăсем хăйсем те мероприятисене хаваспах хутшăнаççĕ. Эпир чуна парса ĕçленине, хăйсене манманнине, кашнинчех ырăпа кĕтсе илнине туяççĕ вĕсем.
Пирĕн ырă йăла пур: ветерансене юбилей ячĕпе саламласси. Петр Иванович Шорникова 90 çул тултарнă ятпа килне кайса чыс турăмăр. Вăл 2-мĕш Украина çарĕнче çапăçнă, Курск-Орел пĕккинчи çапăçăва хутшăннă.
Ветарансен канашĕ çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе те пысăк тимлĕх уйăрать. Шкул ачисемпе Афган, Чечня вăрçисене хутшăннă ентешсемпе тĕлпулусем ирттеретпĕр. Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунне халалласа Ю.В.Шубин, Н.А. Шатрашанов, В.Н. Михеев тата А.И. Козлов ветерансемпе тĕлпулу йĕркелерĕмĕр. Ачасем кăкăр тулли медаль-орденлă салтаксем каласа панине тимлĕ итлесе ларчĕç, ыйту çине ыйту пачĕç.
Тухса çӳреймен ветерансене саламлама аслă класс ачисене явăçтаратпăр. Вĕсем çулсерен нарăсăн 23-мĕшĕнче тата çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче ватăсем патне çитсе чечек çыххи тата парне парса чыслаççĕ.
Халĕ Аслă вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине паллă тума хатĕрленетпĕр. Облаçри «70 добрых дел к 70-летию Победы» марафона хутшăнатпăр. Унпа килĕшсе палăксене тата Асăну хăмисене юсарăмăр, вĕсен умне чечексем лартрăмăр.
Тылпа вăрçă ветеранĕсен, вăрçă ачисен аса илĕвĕсене çырса пыратпăр, çемье архивĕнчи сăн ӳкерчĕксене пуçтаратпăр. Вĕсемпе паттăрлăх урокĕсенче усă куратпăр.
Çамрăксенче этеплĕх хаклăхĕ-сене çирĕплетес ĕç пирки те манмастпăр. Ялта Хусан Турă Амăшĕ ячĕпе чиркӳ туса лартрĕç. Пирĕн ватăсен те кунта тӳпи пĕчĕк мар.
Вырсарни шкулĕн тĕллевĕ – ачасенче православи йăлисене хисеплеме вĕрентесси. Раштав тĕлне ӳкерчĕксен конкурсне йĕркелерĕмĕр. Унта çӳрекенсем ялти ватăсене Мăнкун ячĕпе килĕсене пырса саламлаççĕ. Ĕненекенсене Дивеевăри таса вырăнсене экскурсие илсе çӳретпĕр. Эпир çанă тавăрсах ĕçлетпĕр. Ветерансен канашĕ кирек мĕнле ĕçе те килĕштерсе пурнăçласа пырать.
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 623, Хаçат: 7 (1305), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: