Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ивандеев – тава тивĕçлĕ фермер
Ульяновскра фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсен конференцийĕ иртнĕ. Унта С.Морозов кĕпĕрнаттăр, ун пĕрремĕш çумĕ А.Якунин, Саккунсем кăларакан Пуху председателĕ Б.Зотов, ял хуçалăх министрĕ А.Чепухин тата ыттисем хутшăннă. Пухăннисем фермер юхăмне облаçра малалла аталантарасси çинчен калаçнă.
Пухура Чăнлă районĕнчи Н.Ивандеева «Раççей тава тивĕçлĕ фермерĕ» ятне панă тата ун кăкăрĕ çине çакна çирĕплетекен паллă çакса янă. Николай Григорьевич ку ĕçре 20 çула яхăн тăрăшать ĕнтĕ, вăл пирĕн облаçра ку сумлă ята илнĕ пĕрремĕш çын.
Район Хисеп кĕнекине кĕртнĕ
Аслă Нагаткинта нумай çул ĕçлесе пурăнакан çыравçа, Раççей çыравçисен пĕрлĕхĕн членне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне Анатолий Сафронович Чебанова çак кунсенче тепĕр хисеплĕ ятпа чысланă. “Чăнлă районĕ” муниципаллă пĕрлĕхĕнчи депутатсен канашĕн йышăнăвĕпе паллă писателе, драматурга, поэта Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.
 
: 1029, Хаçат: 16 (1108), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: