Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ĕлĕкренех ял çыннисем ырă çуркунне çитнине уявланă. Ватăсем уявпа хăйсен шанăçĕсене – ака ирттерессипе, пулас тыр-пулăн тухăçлăхĕпе – çыхăнтарнă. Уява çурхи кунпа çĕр танлашăвĕн кунĕсенче – нарăс уйăхĕн пĕтмĕшĕнче е пуш уйăхĕн пуçламăшĕ-нче ирттернĕ. Çуллă икерчĕ пĕçернĕ, çавăнпа уява çăв эрни – Çăварни тенĕ. Çапла Çăварни эрне тăршшĕпех пынă. Малтанхи вырсарникун Аслă Çăварни пулнă, тепри – Кĕçĕн Çăварни.
Çамрăксем Çăварние кĕтсе илме хатĕрленнĕ. Хĕрсем лашасемпе катаччи çӳреме çĕнĕ тум капăрлатнă. Каччăсем лашисене лайăхрах пăхнă, çунасене, кӳлмелли хатĕр-хĕтĕрне тасатса илемлетнĕ: пĕкĕ çине ик енĕпе капăр тутăрсемпе хăюсем çакнă, йĕвенне, кутлăхне йĕс тăхапа илемлетнĕ. Тăхисене тăмпа сăтăрса йăлтăртатакан пуличченех çутатнă. Виçĕ лаша (тройка) кӳлсе çӳреме хăнăхтарнă. Уява начар лашапа тухман...
Аслă Çăварни кун кашни килтех кăмака хутса тĕрлĕ апат-çимĕç, икерчĕ пĕçернĕ, ăна çупа е хăймапа пуçса çинĕ. Малтан киле пыракан çынна çемçе минтер çине лартса çуллă икерчĕпе, килти сăрапа хăналанă. Кун пек тумасан чăхсем çăмарта тумĕç, хурсем чĕпписене кăлармĕç тенĕ.
Çăварни эрнинче каçпа çамрăксем Тимĕрçен çырми хĕрринчи сăртсем патне пуçтарăннă. Каччăсем тăвайккинчен тенкелĕсем çине хăйсен умне хĕрсене лартса ярăннă. Кунта тĕрлĕ вăйăсем, ăмăртусем те ирттернĕ. Сăмахран, кам маларах сăрт çине хăпарать тата инçерех ярăнса анать/ Паллах, ача-пăчана тенкел çитмен, вĕсем пăр кутсем çине ларса ярăннă. Пĕчĕк ачасем валли çаврăнса тăракан ярăнкăчă туса панă: юпа йĕри-тавра çунашкасемпе пĕчĕккисене ярăнтарнă. Ку кунсенче ялти мĕнпур çын урамра уçă сывлăшра пулнă. Ватăраххисем çакăн пек савăнăçлă та шавлă иртекен вăйă-ăмăртупа киленнĕ. Çитĕннисенчен нумайăшĕ хăйсем ярăннă, вылянă, кулăш тунă çĕре хутшăннă.
Çăварни кун çынсем пĕр-пĕ-рин патне хăнана çӳренĕ, купăспа юрласа, ташласа, çунасем çине ларса катаччи чупнă.
Катаччи чупма эрнекун тытăннă. Çамрăксенчен хăшĕ-пĕри çуна çине мăшăрлă ларса çӳренĕ. Çула май каччăн çывăх тăванĕсем патне хăнана кĕнĕ, хĕрĕпе паллаштарнă. Хуçисем çуллă икерчĕпе хăналанă, çамрăксем юрласа ташланă. Вăл вăхăтра çамрăксем эрех таврашĕ ĕçмен. Пĕр-икĕ хут ташланă хыççăн вĕсем хуçисене тав туса малалла хăнана кайнă.
Çăварни кунĕсенче пуянраххисем хĕр çураçса хунă, кайран Çимĕкре туй тунă. Çăварни вăхăтĕнче хĕрсене те вăрланă. Каччи хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле ярăннă çĕре пынă, лашине айккине тăратнă. Хĕре ăсатма кайнă чухне каччă хĕре лаша çине ларма сĕннĕ, вара вĕсем каччăсен килне вĕçтернĕ. Вăрланă хĕр кăшкăрашни юрăпа, шăв-шавпа хупланнă.
Пĕр эрне çапла савăннă хыççăн Кĕçĕн Çăварни кун тĕттĕм пулсан çеç катаччи тума чарăннă, тăвайккисенчен ярăнма пăрахнă. Улăмран тунă катемпие çунтарнă. Ку хĕле ăсатнине, çуркуннене кĕтсе илнине пĕлтернĕ. Ĕлĕкхи йăлапа кăвайт урлă сикнĕ, çакăн пек туни тĕрлĕ чиртен тасатать, инкек-синкекрен хăтарать тенĕ.
 
Çăварни юрри
 
Çăварни, Çăварни, ай, Çăварни,
Мĕншĕн икĕ эрне пулман-ши/
Çамрăках та ĕмĕр, ай, пĕр ĕмĕр,
Мĕншĕн икĕ ĕмĕр пулман-ши/
 
Кĕскĕ(е) тăхăнмасăр мĕн тăхăнан,
Юратнă тумтирĕм çак кăна.
Кунта юрламасан ăçта юрлас,
Юратнă тăвансем çакăнта.
 
Юр шурă та – çиме юрамасть,
Тăвансем лайăх – кулма юрамасть.
Шур тутăр çыхрăм хуратса,
Эп юрларăм сире юратса.
 
Анкарти хыçĕнче ешĕл утă,
Эп çулмастăп, тантăш, эс ан çул.
Эс те çамрăк, тантăш, эп те çамрăк,
Эс ан пăрах, тантăш, эп пăрахмăп.
 
Йăранĕ-йăранĕ симĕс сухан,
Илемлĕ-çке ешĕл вăхăтра.
Эс те çамрăк, тантăш, эп те çамрăк,
Илемлĕ-çке çамрăк вăхăтра.
 
Йăранĕ-йăранĕ шур купăста,
Çулçисене иртмесĕр пуç пулмĕ.
Кунчченех те ларса, ай, чыс курса
Юрласа хăвармасан чыс пулмĕ.
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен ялĕ.
 
: 517, Хаçат: 7 (1305), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: