Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççей почтин кунĕнче Чăнлă районĕн Кĕçĕн Нагаткин çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Нина Чебакова районти депутатсен канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Ку пысăк наградăна вăл ял халăхĕпе тӳрĕ кăмăлтан ĕçленĕшĕн, çынсен нуши-тертне тимленĕшĕн илнĕ.
Нина Васильевнан ĕç кунĕ районти çыхăну уйрăмĕнчен килнĕ почтăна хатĕрленинчен пуçланать. Почтальонкăсене пенси (вĕсем 4 ялта 190 çынна яхăн) укçине шутласа парать. Газпа çутăшăн илмелли хутсене хатĕрлет. Хаçат çырăнтарать, телеграммăсене йышăнать...
- Ку вырăнта эпĕ саккăрмĕш çул тăрăшатăп. Унччен 25 çул райпора вăй хунă. «Коопераци ĕçĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль те пур манăн. Виçĕ хĕр ӳстернĕ. Паян вĕсем пурте мăшăрлă,- терĕ Нина Васильевна.- Кĕçĕн Нагаткинри çыхăну уйрăмĕ хамăра, Орловкăна, Клина тата Çĕнĕ Вольăна хаçат-журналпа тивĕçтерет, пенси çитерет, апат-çимĕç кӳрет. Пирĕн хастар почтальонкăсене йывăрлăхсем хăратмаççĕ. Елена Казакова Çĕнĕ Вольăпа тата Кĕçĕн Нагаткинпа ĕçлет, Лариса Ырганова – Клинпа тата Орловкăпа. Почта валеçекенсем çине паян йывăр лав тиенет. Пирĕн хĕрсем мухтава çеç тивĕçлĕ. Пур енĕпе те пултаруллă кăмăллă та вăр-вар ĕçтешсем. Эпир ентешсене облаçри чăваш хаçатне çырăнма уйрăмах ыйтатпăр пулин те çулран-çул «Канаша» илсе тăракансем, эп астунă тăрăх, ялан пĕр çынсем – çирĕм пиллĕкĕн вĕсем: Кĕçĕн Нагаткинăн хисеплĕ çыннисем Федор Сяпуков, Алексей Бруслин, Антонина Узикова, Нина Ершова тата ыттисем. Хаçат тĕрлĕ сăлтавсене пула вăхăтра çитеймесен тӳрех шăнкăравласа кăсăкланаççĕ. Эпир юратнă хаçат ĕçченĕсене унăн 25 çулхи юбилейĕпе саламлатпăр. Нумай çул пурăн, «Канашăмăр»!
 
: 395, Хаçат: 7 (1305), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: