Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çын нушине чĕрепе туйса хăй çине пысăк явап илекенсен умĕнче пуçăма таяс килет. Паянхи ытлă-çитлĕ пурнăçра та Ача çурчĕсенче тăлăх ачасен шучĕ ӳсни шухăшлаттарать.
Телее, пур-ха çак мĕскĕнсене кил ăшши парнелекен çынсем. Чăнлă районĕнчи Хирти Репьевка ялĕнче пурăнакан Грачевсен çемйи – Виталий Михайловичпа Светлана Петровна – хăйсен ачи ӳссен пĕр хĕре усрава илнĕ. Стелла Арешина паян 8-мĕш класра вĕренет, кăçал 16 çул тултармалла. Усрава илнĕ чух вăл вунпĕрте кăна пулнă.
Çак яваплă утăма тума сире мĕн хистерĕ-ха тесе ыйтсан Светлана Петровна çапла хуравларĕ:
-Пĕрре мана шкул директорĕ тĕл пулчĕ те çапла каларĕ: «Эсир тĕслĕхлĕ çемье. Лайăх ывăл ӳстертĕр. Пĕр хĕрачана амăшĕ пăрахрĕ. Ашшĕ тĕрмере ларать. Стелла ятлă вăл. Усрава илĕр,тархасшăн, çак тăлăха». Шеллерĕм çак хĕре. Мăшăрпа канашласа пăхсан çемьене пурăнма илтĕмĕр. Стелла çăмăллăнах хăнăхрĕ. Уроксем хыççăн ташлама çӳрет. Вĕренес тĕлĕшĕнчен ухутах мар вара. Пуçĕнче ытларах – юлташсем. Çакă кăларса тăратать те йывăрлăхсем. Паян çакăн пиркиех чĕнсе илчĕ пире психолог, - терĕ вăл хаш сывласа.
Çумра тăракан хĕрачапа та калаçса илтĕмĕр.Вăл чăвашла калаçмасть, кăштах ăнланать. Ун сăмахĕпе, килти лару-тăру ăна килĕшет. Шкул пĕтерсен вăл воспитатель пулма ĕмĕтленет. Килти хуçалăхра пулăшать: урай çуса тасатать, ĕне сума та вĕреннĕ. Ашшĕ чирлесен вăл карта тулли выльăха пĕчченех шăварнă. Шывне çăлран илсе килнĕ. Паллах, йывăр ĕçе хăнăхман хĕр. Çавна пула тин ăнланнă сĕтел çинчи аш-пăш ăçтан пулнине. Хуçалăхĕ вара Черновсен пĕчĕк мар. Светлана Петровна пульницара инфекци уйрăмĕ-нче санитаркăра вăй хурать. Çемье пуçĕ Ульяновска ĕçлеме çӳрет. Вăл «Маяк» хуçалăхра çӳп-çап турттарать.
Черновсем Чăваш Енре çуралса ӳснĕ: Светлана Петровна – Тăвай районĕнчи Тăрмăшра, мăшăрĕ – Канаш районĕнчи Сиккасси ялĕнче.
-Ку тăрăха мĕнле килсе лекрĕр/-кăсăклантăм эпĕ.
-Мăшăрăн ашшĕ комбайнерччĕ. Вăхăтлăха тесе Хирти Репьевкăри «Путь к коммунизму» хуçалăха ĕçлеме килчĕ. Кайран ывăлне (манăн мăшăра) та чĕнсе илчĕ. Вăл водителе вырнаçрĕ. Йĕппи хыççăн çиппи тенĕ пек эпĕ те мăшăр патне килтĕм. Столовăя вырнаçрăм. Малтанах пире пĕчĕк пӳлĕм уйăрчĕç. Кайран хваттер пачĕç. Çапла вара пурăнсах кайрăмăр,- кăмăллăн хуравларĕ вăл. – Ача усрава илнĕренпе чĕре вырăнта мар. Хĕрĕм кăшт шухăрах пулмасан кулянмăттăм-ха... Яваплăхĕ пысăк-çке... Тем курса тăрăн...
Çапла, тăван мар амăшĕ пулин те хĕрĕн пуласлăхĕшĕн чĕри çав-çавах ыратать. Хăш чух тăван ачапа та пĕр чĕлхе тупма йывăр. Черновсен вара усрав хĕрĕ валли те чун ăшши çителĕклех.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 724, Хаçат: 7 (1305), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: