Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнчен тытăнса нарăсăн 28-мĕшчен Ульяновск облаçĕнче çамрăксене патриотла воспитани парас уйăхлăх иртрĕ.
Пирĕн чăваш хастарĕсем: II-мĕш рангри капитан Александр Емелькин тата Алексей Мордовкин мичман çак пархатарлă ĕçе çанă тавăрсах пуçăнчĕç. Кăрлачăн 27-мĕшĕнче ентешĕмĕрсем Ульяновскри 4-мĕш педтехникумра тĕлпулу ирттернĕ, нарăсăн 6-7-мĕшĕсенче 56-мĕш шкулти 1-8-мĕш классем хушшинче стройпа утса юрлассипе конкурс тата 9-мĕш классемпе ăмăрту йĕркеленĕ. Нарăсăн 8-мĕшĕнче –суту-илӳ техникумĕнче, нарăсăн 18-мĕшĕнче – автомеханика колледжĕнче паттăрлăх урокĕсем ирттернĕ, нарăсăн 19-мĕшĕнче – атом энергетикин информаци центрĕнче çĕршывăмăрăн пулас хӳтĕлевçисемпе онлайн мелĕпе видеоконференцие хутшăннă.
Нарăсăн 20-мĕшĕнче Çĕнĕ Ульяновск хулинчи чăвашсен наципе культура автономи ертӳçи Зоя Рейтер пуçарăвĕпе «Мир» Культура керменĕнче тепĕр мероприяти иртрĕ. Кунта хулари 1 тата 2-мĕш шкулсенчен 5-6-мĕш класс ачисене пуçтарнă. Нумай çул шыв ай кимĕ çинче çӳренĕ Александр Петровичпа Алексей Алексеевич ача чухне çар çынни пулма ĕмĕтленни çинчен, ун валли хăйсене мĕнле туптанни пирки каласа пачĕç, кĕске видеоролик урлă Тинĕс Çар Флочĕн çĕнĕ техникипе паллаштарчĕç. Ачасене уйрăмах çар çыннисем хăйсемпе илсе килнĕ 16 килограмм таякан водолазсен пăхăр шлемĕ тата 23 килограмм таякан пушмаксем кăсăклантарчĕç, черет тăрса тăхăнса пăхрĕç, асăнмалăх ӳкерĕнчĕç. Нумайăшне çар тумĕ илĕртрĕ. Вĕсем наградисене çавăркаласа пăхрĕç, кортик мĕн тума кирлипе кăсăкланчĕç тата нумай ыйту пачĕç. «Мир» Культура керменĕнче ĕçлекен Геннадий Масленников çар юрри шăрантарчĕ.
Пирĕн хастар ентешсем кашни тĕлпулурах çĕршывăмăра юратма, ăна кирек хăш вăхăтра та хӳтĕлеме хатĕр пулма чĕнсе каларĕç. Шкул директорĕсемпе вĕрентӳçĕсем паттăрлăх урокĕ-сене интереслĕ ирттернĕшĕн чĕререн тав турĕç.
 
: 387, Хаçат: 7 (1305), Категори: Тĕлпулу

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: