Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Лидия Ярославская, Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕн вĕрентӳçи:
– Юбилее ирттерекенсене тав сăмахĕ калас килет. Питĕ вăйлă хатĕрленсе ирттерчĕç вĕсем çак уява. Аслă Нагаткинти Культура çуртĕнче мĕн чухлĕ халăх пуçтарăннăччĕ! Унта шур сухаллисем те, шкулта вĕренекеннисем те пурччĕ. Çакă «Канаш» пурне те кирлĕ пулнине пĕлтермест-и-ха/!
Хаçатра ĕçлеме пĕлекенсем уява та çӳллĕ шайра хатĕрлесе ирттерме пултарчĕç. Пурте йĕркеллĕ, пурте хăй вырăнĕнче пулчĕ. Никамран ним те ыйтмалла пулмарĕ. Илемлĕ чăваш тумĕ тăхăннă канашçăсене ытарма çукчĕ. Регион пуçлăхĕ Сергей Морозов тата Ульяновск облаçĕн Саккунсем кăларакан Пухăвĕн председателĕ Анатолий Бакаев, Шупашкартан пысăк çынсем килни те уява илем, сум кӳчĕ. Хаклă хăнасем питĕ ырă кăмăлпа калаçрĕç. Пушкăртстан тата Тутарстан Республикисенче тухакан чăваш хаçачĕсен редакторĕсем Юрий Михайловпа Константин Малышев пирĕн облаçра тухса тăракан хаçатăн тĕп редакторĕпе, пĕтĕмĕшле хаçат коллективĕпе туслă çыхăнура пулнине палăртса хăварчĕç. «Канаша» юбилей ячĕпе саламлама Чăнлă районĕн центрне регионта тĕрлĕ районсенче (Мелекесс, Николаевка, Çĕнĕ Малăкла, Майна, Çинкĕл, Ульяновск) пурăнакан чăвашсем килсе çитнĕччĕ.
Уяв программине питĕ тĕплĕн хатĕрленнĕ. Фойене кĕрсенех чăн-чăн чăваш тĕнчине, ĕçтешĕмĕрсен чаплă юбилейне лекнĕнех туйăнчĕ. Çак маттурсене ырă ĕçсем тума ырлăх-cывлăх сунас килет.
 
Роза Макарова, Ульяновск облаçĕнчи патшалăх архивĕн пай пуçлăхĕ:
– Ку уявра хаçат пĕр чăмăра хăйĕн тусĕсене пухнă. Унсăрăн мĕнле тĕл пулнă пулăттăмăр-ха/ Таçтан аякран вăрăм çула кĕскетсе килсе çитнисем те, Чăнлă тăрăхĕнче пурăнакансем те, Ульяновскра пурăнакан чăвашсем те – пурте «Канаш» савăнăçне пĕрле пайларĕç. Регионти пĕрремĕш çынсем (Сергей Морозов кĕпĕрнаттăрпа Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пуху председателĕ Анатолий Бакаев) тата ытти сумлă хăнасем саламлама килни чăваш хаçатне хисепленине, облаçра хаçат пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартрĕ.
 
: 649, Хаçат: 7 (1305), Категори: Харпaр шухaш

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: