Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Паян ăнмасан – ыран ăнать. Пурнăç çулĕпе утнă май хирĕç çил вĕрсессĕн çухалса кăна каймалла мар», - тесе çирĕплетет Ульяновск облаçĕн, Раççей коммуналлă хуçалăх министерствисен Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ çĕршывăн Хисеплĕ строителĕ Виктор Петрович Тютин.
 
- Аттепе анне пехилне чунра тытса, хавхаланса пурнăçăма ирттеретĕп. Ачамсемпе мăнукăмсене те вĕсен пехилĕпе шăпа пӳрнине йышăнса, пĕр ӳпкелешмесĕр пурăнма ăс паратăп. Аттеçĕм – Петр Егорович – çичĕ çул Лăпкă океан флотĕнче матрос-химик пулса çĕршыв умĕнчи арçын тивĕçне пурнăçланă. Тăхăрьялти чи ăста платниксен шутĕнче пулнă. «Хăюлăхшăн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ. Анне – Лидия Ильинична – ашшĕ-амăшĕпе пĕтĕм çемйине (кулак çемйине) – Çĕпĕре ăсатнă вăхăтра ăнсăртран çăлăнса юлнă, тăлăх ӳссе çитĕннĕ, çавăнпа шкулта ултă çул çеç вĕренме пултарнă. Пăрăнтăкран Раккассине качча килнĕ те аттене пилĕк ывăлпа пĕр хĕр парнеленĕ. Çĕршывăн «Ача амăшĕ героиня» наградине тивĕçнĕ, колхоз ĕçĕсемпе аппаланса ĕмĕрне ирттернĕ. Эпĕ – асли. Николай сарăмсăр вилĕмпе çут тĕнчерен уйрăлса виçĕ ачине тăлăха хăварчĕ. Ваççа колхозра ĕçлесе Тутарстан Республикин Аслă Канашĕн депутачĕ, тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ пулма пултарчĕ. Паян тĕп килте пурăнать. Виçĕ ача ашшĕ. Марина та Алшихра мăшăр тупса пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарчĕ. Георгий – Мускавра тĕпленнĕ. "Шереметьево" аэропортра нумай çул тĕрĕслев ĕçĕнче вăй хучĕ. Халĕ – водитель. Кĕçĕнни – Анатолий – Ульяновскра тĕпленсе пурăнать. Унăн икĕ ывăл, - паллаштарать ентешĕмĕр Тютинсен йăхĕн пĕр пайĕпе.
Хăй вăл 1966 çулта Элшелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă та виçĕ çул Анăç Украинăри Ивано-Франковск облаçĕ-нче стратегилле пĕлтерĕшлĕ ракетăсен çарĕн управлени пультĕнче хĕсметре пулнă. Старшина. Спортсмен. Парашютист.
1969 çулта салтакран таврăннă та Ульяновскри йывăр станоксем туса кăларакан заводра (УЗТС) стропальщик, автозаводра токарь ĕçĕсене пурнăçланă.
- 1972 çулта коммуналлă хуçалăх тытăмне куçрăм та тивĕçлĕ канăва кайичченех вăй хутăм. Ĕçленĕ хушăра строительсен техникумĕнче пĕлӳ илтĕм. Инженера куçиччен ахаль рабочи, техник-смотритель, маçтăр пултăм. Тĕп инженера çитичченех вăй хума тӳр килчĕ. Веçех пĕр организацире – иккĕмĕш номерлĕ ЖЭУра, – паллаштарать ентешĕмĕр ĕç биографийĕпе.
Виктор Петрович пенсие кайсан «Металлоконструктор» предприятин хурал службинче икĕ çул вăй хурать.
- Урамра ăнсăртран тахçанах пĕлекен çывăх çыннăма – Засвияжски районĕнчи «Çĕнĕ ăру» спорт комплексĕн тĕп директорĕн çуммине А.М.Чередова – тĕл пултăм. Калаçса кайрăмăр. Эпĕ урăх çĕрте вăй хунине пĕлчĕ те хăй ертсе пыракан хуçалăха ĕçе вырнаçма сĕнчĕ. Хаваслансах килĕшрĕм, - тет В.П.Тютин.
Унăн паянхи пуçлăхĕ – Алексей Михайлович – комплексшăн ылмаштарма май çук специалист тупнăшăн хаваслансах çунатланать:
- Эпĕ Виктор Петровича тахçанах пĕлетĕп. Пуян опытлă инженер. Спорт комплексĕн коммуналлă хуçалăхĕ – тинех шанчăклă алăра. Пĕр ӳстермесĕр çирĕплететĕп.
Ентешĕмĕр ĕçĕ вара питĕ яваплă. Комплекс никĕсĕ, оборудованийĕ, спорт хатĕрĕсем, хуçалăхри хăтлăх веçех вăл хăйĕн тивĕçне мĕнле пурнăçланинчен килет. Кунсăр пуçне вăл спорт мероприятийĕсен сценарине хатĕрлет, ун тăрăх ертсе пырать. Вăлах – радио-видео инженер та, диджей та...
Ентешĕмĕрĕн çемйи çинчен те асăнса хăварас пулать. Тамарăпа (Раккасси хĕрĕ, автозаводпа приборсем тăвакан заводра сывлăхшăн сиенлĕ цехсенче вăй хурса тивĕçлĕ канăва кайнă, Ĕç ветеранĕ) Тютинсем икĕ ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Сергей автотехникум, Владислав электромеханика техникумне пĕтернĕ. Иккĕшĕ те çемьеллĕ. Ашшĕпе амăшне икшер мăнук парнеленĕ.
 
: 649, Хаçат: 7 (1305), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: