Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнче 120 пин ытла инвалид пурăнать. Вĕсенчен нумайăшĕ ĕçсĕр ларасшăн мар, малашне те обществăна усă кӳресшĕн. Раççей МЧСĕн Ульяновск облаçĕнчи тĕп управленийĕ инвалидсене ĕçе вырнаçтармалли “Программы создания МЧС России доступной среды для людей с ограниченными возможностями здоровья на 2011 – 2015 гг.” ятарлă проект хатĕрленĕ.Инвалидсене ĕçе вырнаçтарассинче пысăк уйрăмлăх пур. Вĕсене ыттисемпе тан ĕç условисем туса памалла, ĕç вăхăтне кĕскетмелле, ятарлă ĕç вырăнĕ хатĕрлемелле. МЧСра ĕçлеме те çăмăл мар.
МЧСăн Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕнче инвалидсем 18 должноçа вырнаçса ĕçлеме пултараççĕ. Çак списокра ятарлă хатĕрленмесĕрех ĕçлеме май пур профессисем те: диспетчер, пушарпа кĕрешмеллине пропагандăлакан методист, граждан оборонин специалисчĕ, программист, юрист, бухгалтер тата ыттисем те. Хальхи вăхăтра Ульяновскри МЧСра 4 инвалид ĕçлет, тата 7 çынна ĕçе илме диспетчер вырăнĕсем пур.
МЧСăн кадрсен уйрăмĕн телефонĕ 8 (8422) 42-64-67.
 
: 964, Хаçат: 39 (1131), Категори: МЧС

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: