Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов хушăвĕпе регионта призывниксемпе çĕнĕ йĕркепе ĕçлеме пуçлĕç. Ăна малашне РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ретне çар тивĕçне пурнăçлама тăракан яшсене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен хавхалантарма тата хăвăртрах хăнăхма пулăшас тĕллевпе йышăнĕç. Çĕнйĕркелӳсене акан (апрель) 1-мĕшĕнче çурхи призыв кампанийĕ тытăнсан пурнăçа кĕртме пуçлĕç.
– Граждансене çар службине илнипе çеç çырлахмалла мар, салтака каякансене чаçсене чыслăн ăсатмалла, савăнăçлă лару-тăрура кĕтсе илмелле. Унсăр пуçне хĕсметрен таврăнакансен малашнехи вĕренĕвĕпе ĕçе вырнаçтарасси пирки шутламалла. Салтаксем çар тивĕçне мĕнле пурнăçланине те тимлемелле. Каччăсем çĕнĕ çĕрте хăйсене хăтлă туйни пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, – тенĕ регион пуçлăхĕ.
 
Паттăр ячĕсемпе йывăç лартĕç
Ульяновск облаçĕнче «Çĕнтерӳ вăрманĕ» тăвăм умĕнхи хатĕрлев ĕçĕсем пыраççĕ. Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хушнипе регионта йывăçсем лартмалли вырăнсене тупса палăртнă.
Регион пуçлăхĕн пуçарăвĕпе Ульяновск облаçĕ Аслă вăрçăра çĕнтернĕ-ренпе 70 çул çитнине халалланă Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерӳ вăрманĕ» культурăпа патриотла тăвăма хутшăнĕ. Фронта кайнă кашни ентеш ячĕпе облаçра йывăç лартĕç: Ульяновск районĕнче, тĕслĕхрен, 3000 симĕс хунав , Майнăра – 2000, Мелекесра – 1575, Çинкĕлте – 2989, Чартаклăра – 5175. Ульяновскпа Димитровград хулисенче – пур парксенче те. Облаçри пур ял тăрăхĕсенче те асăну йывăççисене лартĕç. Ялпа вăрман хуçалăхĕсен тата çут çанталăк пуянлăхĕсен министрĕ Александр Чепухин каланă тăрăх, ялсенче те, хуласенче те кашни вăрçă ветеранĕн хăйĕн ят йывăççи пулĕ.
 
Музейсен конкурсĕ
Шкул музейĕсен «Сохрани свою историю» проекчĕн регионти VII конкурсăн пĕтĕмлетĕвне тунă.
Конкурса 14 муниципаллă пĕрлĕ-хри 37 шкул проектне тăратнă. Çĕнтерӳçĕсене тăватă номинацире палăртнă. Пĕрремĕш вырăншăн 30 пин, иккĕмĕшĕшĕн 22 пин, виççĕмĕшĕшĕн 14 пин тенкĕ преми парса хавхалантарнă.
Вĕренӳпе ăслăлăх министрĕ Екатерина Уба сăмахĕпе, кун пек конкурс çиччĕмĕш çул иртет. Çак вăхăтра 106 шкул музейне преми шучĕпе хыснаран 2 миллион та 400 пин тенкĕлĕх пулăшу панă.
 
: 870, Хаçат: 8 (1306), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: