Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăрçă ачи Юлия Миронова ытла та шкула каясси килнипе çичĕ кунсăр çичĕ çултах шкула каять. Амăшне ӳкĕте кĕртетех вăл. Çĕнĕ Вольăри пуçламăш шкул вĕрентекенĕ Ольга Рыбачева çĕннине пĕлесшĕн ăнтăлакан, лара-тăра пĕлмен хĕрачана хаваспах пĕрремĕш класа илет. Анчах та пуçламăш шкула пĕтерсен Юльăна малалла вĕренме май килмен. Çемьери тăватă ачаран хĕрачасенчен чи аслин (пĕрремĕшĕ ывăл) ĕçĕ нумай пулнă.
- Аттене, И.В. Миронова, 1941 çулхи юпа уйăхĕнче вăрçа илнĕ. Эпĕ унран тăватă çулта юлнă. Чĕрçи çине лартса утьăкка сиктернĕ саманта çеç астăватăп. Аттеçĕм фронтран киле таврăнаймарĕ. Йывăрлăхсене пĕрле чăтнă. Пăртак çитĕнсен тӳсме çук шкула каяс килнине астăватăп. Пĕлӳ тĕнчи тыткăнланипе тантăшсемпе тăхтав вăхăтĕнче шкул чӳречинчен пыра-пыра пăхаттăмăр. Унта шалта эпир ăнланайман асамлă тĕнче пур пек туйăнатчĕ. Анне хирĕçлемерĕ. Хамăр касăран Юлия Муртакова тантăшăмпа пĕрле вĕренме кайрăмăр. «Çерем пусса вир акрăм» тесе шкулта вылянине лайăх астăватăп. 1944 çулхине хĕлле шартлама сивĕсем пулчĕç. Пĕр класра вĕренекенсенчен чылайăшĕн урине тăхăнма атти те пулман. Ăшă пир тăла çине çăпата сырса пыракансем те пурччĕ. Чи телейлисем кăçатă тăхăннă. Апат-çимĕç ыйтăвĕ те çивĕч тăнă. Кĕркунне çĕр улми ĕлкĕрме пуçласанах вăрттăн кăларса çиеттĕмĕр. Хырăм выççи аптрататчĕ. Анне ирех ĕçе тухса каятчĕ. Сĕтел çине турилккепе пашалу, кăкшăмпа сĕт лартса хăваратчĕ. Телее, пирĕн кил хуçалăхĕнче ĕне пулнă. Çулла эпир ун валли курăк лăскама каяттăмăр. Пĕррехинче вĕтĕр-шакăр юлташсемпе анкарти хыçне кайрăмăр, - каласа парать Юлия Ильинична хăрушă вăрçă çулĕсемпе тӳр килнĕ ачалăхĕ пирки. – Ĕлкĕрмен ыраш пуçне пуçтарма. Председатель, Тимофей Андреевич Борисов (Кунтикав çынниччĕ), пире тытрĕ. Ман алăран ярса илчĕ те – çип пек çинçешке аллăма курсан мăнаçлă чăмăрне хăвăрт пушатрĕ. Вара ним каламасăрах ялалла кĕрсе кайрĕ. Куренков председатель чухне те пăрçа ани хĕррипе çӳресе çиме ирĕк паратчĕ. Шеллетчĕ. Малалла епле вĕренес килсен те шанăçăм пурнăçланаймарĕ. 4-мĕш класс хыççăн (1948-1949 çулсенче) йĕтем çинче кĕлте сĕтĕрнĕ. Йывăрччĕ, вăй çитместчĕ. Вун икĕ çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен хуçалăхри ĕçрен пĕрре те юлман вара. Çав çул шкул та Михайловкăна куçса кайнă. Мана тата тетене ĕçлеме пултарнине кура вĕренме чĕнмен, йăмăкпа шăллăма киле пырсах ӳкĕтлерĕç. Анне чармарĕ. Хаяр вăрçă пулман пулсан эпĕ те вĕренме тивĕçлĕ-ччĕ. Атте учитель пулнă. Вĕсем аннепе иккĕшĕ те Çĕпрел районĕнчен (пĕри – Хулаçырминчен, тепри – Тăваньелĕнчен) пулнă, Алешкин-Саплăкра ĕçленĕ чухне паллашнă. Çĕнĕ Воля шкулне ĕçлеме килнĕ кунран пуçласа çак пĕчĕк ял аттепе аннен чи юратнă ялĕ пулса тăнă. Шел, кунта таврăнма пӳрмен ăна урăх.
Юлия Миронова (Бруслина) Çĕнĕ Вольăра пенсие тухичченех сурăх ферминче вăй хунă. Вунă çын пилĕк пин ытла пуç пăхнă. Тӳрĕ кăмăлĕпе пархатарлă ĕçне кура ентешĕсем Юлия Ильиничнана тăватă хутчен ял совечĕн депутатне суйланă. Сурăх пăхакан мухтавлă ĕçчен депутат ĕçĕнче те пултарнă – 12 çул хушши ял-йышăн çивĕч ыйтăвĕсене татса панă, май килнĕ таран ватăсемпе пурнăçра йывăр лару-тăрăва çакланнă çынсене хӳтĕленĕ. Сурăхсем пăруланă вăхăтра хĕрарăм ачисене те фермăна ертсе кайнă – лешсем путексене пуçтарма, кĕтӳрен ăшă витене илсе кĕме пулăшнă. Аслă ачисем амăшĕ патне сурăх çăмне илме те кайнă.
- Сывлăхлисем ялта пурте ĕçленĕ. Арçынсем уй-хирте механизатор-водител ьте, хĕрарăмсем сурăх витинче тăрăшнă. Каярах Орловкăран та сурăх пăхма хĕрарăмсене илсе килме пуçларĕç. Ферма ертӳçи Муртаков çирĕп кăмăллă, ĕçчен çынччĕ. Ман пек нумай вăхăт хушши тупăшса вăй хуракансем – Раиса Эндюськина, Анна Шатрашанова, Лидия Чукарикова. Çынсем питĕ туслăччĕ ун чух,- терĕ Раççей Федерацийĕн ĕç ветеранĕ, сурăх пăхаканта 22 çул тăрăшнă Юлия Ильинична. – Виçĕ ачана упăшкапа, Федор Васильевич Бруслинпа, иксĕмĕр тĕрĕс-тĕкел ӳстерме, пысăк пĕлӳ пама тăрăшрăмăр. Йĕркеллĕ, тӳрĕ кăмăллă çынсем пулса ӳсрĕç вĕсем. Мăшăрăн,тăрăшуллă механизаторăн, шел, ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. Аллă çултах çĕре кĕчĕ вăл. Пĕччен пурнăç – пурнăç-и вăл/ Шăпа мана шеллесе-и – пурнăçăма тепĕр Федорпа çыхăнтарчĕ. Килĕштерсе пурăнатпăр. Федор Николаевичпа иксĕмĕр ачамсемпе мăнуксемшĕн кил ăшшине упраса пурăнма тăрăшатпăр.
 
: 366, Хаçат: 8 (1306), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: