Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри Кĕнеке керменĕнче – Ульяновск облаçĕнчи В.И.Ленин ячĕллĕ библиотекăра «Языковое разноцветье Симбирской губернии» ятпа çавра сĕтел иртрĕ. Унта Атăл тăрăхĕнче тĕпленсе пурăнакан халăхсен чĕлхисене упрас тата аталантарас ыйтусене сӳтсе яврĕç. Калаçăва обществăлла организацисен, наципе культура автономи пуçлăхĕсем, тăван чĕлхе вĕрентӳçисем, патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, журналистсем, çыравçăсем хутшăнчĕç.
Литература çулĕнче ку ыйтăва хускатни питĕ паха, мĕншĕн тесен Атăл тăрăхĕнче яланах тĕрлĕ халăх çыннисем пурăннă, паян та çавăн пекех. Вĕсен культура ыйтăвĕсене вăхăтра тата тивĕçлĕ татса пани – регионти халăхсен хушшинчи тăнăçлăхăн никĕсĕ.
Çак библиотекăри пай пуçлăхĕ Мария Месяцева пирĕн тăрăхра наци чĕлхисене 18-мĕш ĕмĕрте тĕпчеме пуçлани пирки сăмах хускатрĕ. Кунта малтан Дмитрий Ознобишин этнограф, чĕлхеçĕ тата фольклорист çинчен асăнмалла. Вăл анлă тавракурăмлă çын пулнă, 13 чĕлхе пĕлнĕ, çав шутра чăвашла та. Шăпах вăл чи малтан ялсем тăрăх çӳресе чăваш сăмахлăхне пуçтарма пуçланă, Чăваш Хвечинчен темиçе юрă çырса илнĕ, вĕсене вырăсла куçарнă. Чăваш халăхĕ çинчен Мускавра, Питĕрте, Хусанта тухса тăракан журналсенче статьясем пичетленĕ, çапла майпа ытти халăхсем чăвашсен пурнăçĕ, культури çинчен пĕлме пултарнă.
Ульяновск хули администрацинчи вĕрентӳ управленийĕн тĕп специалисчĕ Альфия Абутдинова хальхи вăхăтра тутар чĕлхине шкулта мĕнлерех вĕрентнине каласа пачĕ. Вĕсен питĕ лайăх япала шутласа кăларнă, кашни икĕ çулта пĕрре облаçри тутар чĕлхине вĕрентекенсен съезчĕ иртет, унта С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр та хутшăнать. Çапла вара ачасене тăван чĕлхене вĕрентессине тутар туссем çӳллĕ шая çĕклеççĕ, вăхăтра йывăрлăхсене палăртаççĕ, вĕсене татса пама çĕнĕ çулсем шыраççĕ. Вĕсен шкулсенче çыравçăсемпе, паллă çынсемпе тĕл пуласси йăлана кĕнĕ. Ульяновскра ТНВ каналăн ятарлă корреспондент пункчĕ пурри вара пĕтĕм çĕнĕлĕхсене тăван чĕлхепе халăха çийĕнчех пĕлтерсе тăма май парать. «Чĕлхене вĕрентесси çемьере пуçланать, патшалăх вара ăна шкулта вĕренме майсем туса памалла»,- тесе вĕçлерĕ вăл сăмахне.
Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкулти географи тата чăваш культурине вĕрентекен Мария Карпова хăйсен ĕçĕпе паллаштарчĕ. Ку шкулта пурĕ 577 ача вĕренет, 28 наци. Чăваш ачисен шучĕ – 31, тутарсен – 137. Чăваш ачисемпе Екатерина Лашманова «Çăлкуç» ушкăн уçнă, вĕсем кунта тăван халăхăн юрри-ташшине вĕренеççĕ. Кунта 2006 çултанпа Чăваш культура центрĕ ĕçлет, ăна Л.А.Васильева ертсе пырать. Анкета ирттернĕ хыççăн çакă паллă пулнă: ачасен 34 проценчĕ тăван чĕлхене вĕренесшĕн, халăх культурипе паллашасшăн. «Эпĕ ку шкула туса хунăранпах ĕçлетĕп. Малтан хăйсене чăваш тесе йышăнман ачасем ӳсрĕç ĕнтĕ, халĕ вара хăйсен ачисене тăван чĕлхене вĕрентесшĕн. Ак мĕнле улшăннă вĕсен тавракурăмĕ çак вăхăтра! Эпир вĕсен кăмăлне тивĕçтермеллех, ачисене чăвашла вĕрентмелле. Пирĕн ачасене те паллă чăвашсемпе тĕл пулса калаçни кирлĕ, тĕлпулусене йăлана кĕртмелле»,- терĕ Мария Макаровна. Ку центр Çĕнĕ хулари чăвашсемшĕн питĕ пĕлтерĕ-шлĕ, кунта çитĕннисен «Палнай» тата «Сăрнай» ушкăнĕсем те репетицисем ирттереççĕ.
«Русский дом» обществăлла организаци ертӳçи Тамара Кулябина Раççейри халăхсен чĕлхине аталантарас ĕçре вырăс чĕлхи мĕнле пулăшу пани пирки чарăнса тăчĕ. Çĕршывра пĕр чĕлхе кăна хуçа пулмалли пирки кăшкăракан, инçе курман политиксем Украинăра мĕнле инкек туса хунине аса илтерчĕ. Раççейре, телее, ун пек мар, ан пултăрччĕ те. Пире юрăсем кирлĕ, халăхсене юрă пĕрлештерет. Эпир пĕр-пĕрне мĕнле хисеплетпĕр – çапла пурăнатпăр!
Ульяновскри С.Т.Аксаков ячĕллĕ ачасен тата çамрăксен библиотекин искусство пайĕн заведующийĕ Ирина Рылина ачасене ялсенче халăх сăмахлăхне пуçтарма явăçтарни пирки каласа пачĕ. Ку ĕç Çинкĕл районĕнчи Силикатнăй поселокĕнчен пуçланнă. Тĕрлĕ халăх ачисем ку ĕçе хаваспах, интересленсе пурнăçлаççĕ, пуçтарнă материала кайран библиотекарьсем электрон пуххине усрама хураççĕ. Ачасем чăваш тухйипе тата кĕпипе питĕ интересленнине, тухья çинчи тенкĕсене тыта-тыта пăхнине палăртрĕ Ирина Сергеевна. Вăл хăйĕн асламăшĕ те, кинĕ те чăваш пулнине каларĕ, çавăнпа ку ĕçпе аппаланма питĕ интереслине пĕлтерчĕ.
«Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Ларионов ку издани мĕнле пуçланса кайни, хальхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пачĕ, хаçат çумĕнчи «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн членĕсем кĕнеке çине кĕнеке кăларнине палăртрĕ. Библиотека ĕçченĕсем çывăх вăхăтра кунта чăваш кĕнекисен кунне йĕркелеме шантарчĕç. Эпир унта хаваспах хутшăннă пулăттăмăр.
Чăвашла тата вырăсла çыракан поэт тата çыравçă, РФ культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Игнатьева-Тарават хăй пирки, Литература çулĕ çинчен каласа пачĕ. Кĕнеке кăларас ĕçĕн кăткăслăхĕ çинче чарăнса тăчĕ. Библиотекăна хăйĕн кĕнекисен пысăк пуххине парнелесе хăварчĕ.
Ульяновск хули администрацинчи наци тата конфесси хутшăнăвĕсен пайĕн консультанчĕ Екатерина Просвирнова наци уявĕсене, мероприятииĕсене ирттерме кашни çул 800 пин тенкĕ укçа уйăрнине пĕлтерчĕ. Укçа илес тесен наципе культура автономийĕсен заявка памалла. Пĕлтĕр, сăмахран, «Чăваш шăпчăкĕ» тата «Путене» фестивальсене ирттерме çакăнтан укçа панă. Кăçал та йышăнаççĕ заявкăсене.
Юлашкинчен çакна палăртрĕç: тĕнчере ултă пине яхăн чĕлхе, анчах вĕсенчен 80 проценчĕн пĕтеслĕх хăрушлăх пур. Çавăнпа кашни чĕлхене упрамалла, вăл пуянлăх!
 
: 642, Хаçат: 8 (1306), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: