Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» хаçатра «Мĕншĕн вунă ачана пĕр анне пăхаять, вунă ачан пĕр аннешĕн вăхăт çук» тесе хуравсăр ыйту пичетленсе тухнăччĕ. Çак тĕрĕс сăмахсем шухăша ячĕç. Пурнăçра шăпах çапла пулса тухать-çке-ха!
Пирĕн аттепе аннен пилĕк ача пулнă. Анне ачисем валли вăхăтне ялан тупнă. Хăйне шеллемесĕр ĕçленĕ. Хам пуçламăш класра вĕреннĕ чухне пирĕн анне хăçан çывăрать-ши тесе шутлаттăм. Каçхине вăл çăм авăрлатчĕ е чăлха-нуски çыхатчĕ. Анне çичĕ çынна çыхса, тум-юмне çуса тасатса, сапласа-çĕлесе тăхăнтартнă, çăкăр, куллен вĕри апат пĕçерсе çитернĕ. Мĕнле пур ĕçре те ĕлкĕрнĕ-ши вăл/ Эпир çывăрма выртнă чухне ĕçлесе ларатчĕ, эпир çывăрса тăрсан та ĕçлетчĕ. Ачисем шкула каяс умĕн сĕтел çинче вĕри апат пăсланса ларатчĕ. Çав вăхăтрах анне колхоз ĕçне те çӳренĕ. Эпир унран «ывăнтăм» сăмах илтмен. Мĕнле тӳсĕмлĕ пулнă вĕт-ха вăл!
2012 çултанпа анне хăрах урипе кăна пурăнать. Манăн йăмăкăмсем ăна лайăх пăхаççĕ. Чăнах та, эпĕ ăна пăхаймастăп. Йăмăкăмсене йывăртарах килет пулĕ ĕнтĕ. Турă сывлăх, чăтăмлăх тата тӳсĕм патăрччĕ вĕсене.
Хальхи çамрăксем чирлĕ çынпа аппаланса, нушаланса тăрасшăнах мар. Вĕсен ватă çын валли вăхăчĕ те, çурчĕсенче вырăнĕ те çук. Укçа тесен вĕсем темĕн урлă та каçса кайма хатĕр. Мăнтарăнсем, кăштах та пулин шухăшласчĕ хăть – хăйсем те ватăлаççĕ вĕт!
Пурне те пĕр тарасапа виçем мар-ха.
Языковăра Козлова Маруççа аппа пурăнатчĕ. Пит маттурскерччĕ, выльăх-чĕрлĕхне нумай тытатчĕ. Виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çуртаса ӳстерчĕ. Анчах Маруççа аппа хытă аптăрарĕ. Вăл вунсакăр çул вырăнпа выртрĕ. Ăна Нарспи пек илемлĕ хĕрĕ Ирина çав тапхăрта тăрăшса пăхрĕ. Нихăçан та Иринăран «аннене пăхса ывăнтăм» сăмах илтмен. Анчах Ирина пеккисем, шел, сайра тĕл пулаççĕ.
Нумай ватă çыннăн ача-пăча пур çинчех чунĕ тăлăх турат пек! Эпĕ хам пирки кăна каламастăп. Хăш-пĕрин тăват-пилĕк ача – пурĕпĕр пĕччен нушаланать.
Пурнăçри хальхи чунсăрлăх, хисепсĕрлĕх, хаярлăх пирки эпĕ иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенчех Турă кĕнекинче вуласа пĕлнĕ. Унччен ĕненмен пулин те çав вăхăтсем çитрĕç иккен. Кашни ашшĕ-амăшĕ ачине ырра кăна вĕрентсе ӳстерет-çке-ха: ваттисене хисеплеме, кĕçĕннисене шеллеме, чирлисене пулăшма! Анчах та Çĕр çинче чунсăрлăх, ĕмĕтсĕрлĕх, усаллăх вăй илсе пырать. Ман пек чирлĕ çынсене Турă ан пăрахтăр ĕнтĕ. Мĕнле пулсан та пурăнас килет, çут хĕвел никама та йăлăхтармасть.
 
Карсун районĕ,
Языково поселокĕ.
 
: 421, Хаçат: 8 (1306), Категори: Cырусем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: