Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Садки ялĕнче пурăнакан Зинаида Моисеева. Патăрьел районĕ-нчи Çăл Атăк ялĕнче 1954 çулта çуралнă. Хĕр вун тăватă çултах фермăра ĕне сума тытăннă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçне улăштарман, хĕрĕх çул та çичĕ уйăх патшалăха сĕт парассишĕн тăрăшнă.
- Аттепе аннен вунă ача пулнă. Тăхăнас килетчĕ, çавăнпа ĕçлеме васканă. Саккăрмĕш класс пĕтерсен пирĕн яла Чăнлă районĕнчи Богородски Репьевка ялĕнчен ĕне сăвакансене пуçтарма килнĕ. Никама нимĕн каламасăр, çийри тумпа кăна юлташ хĕрĕсемпе, пурĕ саккăрăн, лартăмăр та килтĕмĕр Ульяновск облаçне. Çĕрле кăна çитрĕмĕр вырăна. Урара – сантали, çийре - кĕпе. Ферма заведующийĕ пире курсан пĕççине шарт! çапрĕ. Мĕн тăвăн! Общежитие вырнаçтарчĕ. Ирпе ĕçе кайма халат, атă, тутăр пачĕ. Тепĕр кун пире улăштарса тăхăнма арăмĕн япалисене илсе килчĕ. Çапла пĕр уйăх ĕçлерĕмĕр. Алăпа 22-шер ĕне сăваттăмăр. Пĕр уйăхран мана атте шыраса тупрĕ. Тăхăнмалли япаласем илсе килсе пачĕ. Вăрçмарĕ. «Аçу ĕçленĕ çăкăра çиес килмерĕ-им, хĕрĕм/ Ма килтен каламасăр кайрăн/» - терĕ ӳпкелесе. Эп аттепе каялла яла таврăнмарăм, Репьевкăра тата тăватă çул ĕçлерĕм.
Пĕрремĕш ĕç укçи 150-шар тенкĕ пачĕç. Савăнтăмăр. Ульяновскри пасара килсе тумлантăмăр. Тăватă çултан яла тăвансен туйне кайрăм. Унта пулас упăшкапа паллашрăм та эрне хушшинче туй туса кӳршĕ яла качча кайрăм. Ялта юлтăмăр. Тăватă çул Кĕçĕн Чемен ял ферминче ĕçлерĕм. Анчах хам Ульяновск облаçнех таврăнма ĕмĕтленеттĕм. Упăшкана ӳкĕте кĕртсе Садки ялне илсе килтĕм. Ирпе вунпĕр сехете çитрĕмĕр те хамăр ял çыннисене шыраса амбар патне кайрăмăр. Унта бригадирпа паллашрăмăр. Пире пурăнма вĕр çĕнĕ хваттер пачĕç. Каçпа эп фермăна ĕне сума тухрăм, мăшăрăм Алексей Павлович – кочегара, пăрусем валли апат пĕçернĕ çĕре, - каласа парать Зинаида Михайловна.
Çемйинче вĕсен виçĕ ача çуралать – икĕ ывăл та пĕр хĕр.
Зинаида Михайловнан наградăсен çӳпçинче 50 ытла Хисеп грамоти. Кĕçĕн Чементе тата Ульяновск облаçĕнче ĕçленĕ чухне, 1974, 1985 çулсенче, тĕрлĕ медальсене тивĕçнĕ. Пĕр ĕнерен вăл виçĕ пин килограмм сĕт суса Чăнлă районĕнче пĕрре кăна мар мала тухнă. Наградăсене Мускавра ВДНХра, Ульяновскра Ленин мемориалĕнче илме тивĕçет вăл. Пултаруллă дояркăна ют çĕршывсене тата СССР хулисене кайса курма путевкăсем параççĕ. Вăл Прибалтика республикисенче, Венгрире, Германире пулса курать, Атăл тăрăх пăрахутпа каять.
Пенсире те канлĕ лармасть. Икшер ĕнепе пăру, сыснасем, хур-кăвакал тытать, Ульяновска çити йăтса сĕт сутать. Виçĕ çул каялла Зинаида Михайловнан инфаркт пулать. Чĕрине операци тăваççĕ. Кун хыççăн Моисеевсем ĕне тытма пăрахаççĕ. Пасарта пахча çимĕç сутать.
-Ачасене пулăшмасан пирĕн тата камшăн пурăнмалла/ Мăнукăмпа бассейна, искусство шкулне каятăп. Çула май чăвашла та вĕрентетĕп. Хам ывăла та вăрçатăп: «Кунне икĕ сăмах вĕренсен те чăвашла калаçма пуçлатăн». Анне 86 çулта. Никам патне те куçса каясшăн мар вăл. Эпир, ачисем, черетпе хăй патне кайса пурăнатпăр. Виç уйăхра пĕрре тăван ялта пурăнатăп. Тата эпир йăмăксемпе пĕрле тĕнче курса çӳреме кăмăллатпăр. Раççейри хăш хулара тăвансем пурăнаççĕ, çавăнта çитсе куратпăр. Питĕ интереслĕ. Çапла Сургутра, Аçтăрханта, Новосибирскра, Самарта пултăмăр. Кăçал та каяс кăмăл пур-ха, - тет Зинаида Михайловна.
 
: 729, Хаçат: 8 (1306), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: