Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
– Манăн çуралнă çĕршыв – Тутарстан Республикине кĕрекен Пăва районĕнчи Кушкă ялĕ. 1981 çулта пирĕн çемье Чĕмпĕр хулине куçса килчĕ. Мана ача садне вырнаçтарчĕç. Эпĕ вырăсла пĕр сăмах та пĕлместĕп. Атте мана каçхине илме килсен унран воспитательница: «Сирĕн хĕрĕр чĕлхесĕр-им/» – тесе ыйтнă. – Çук, – хуравланă атте, – вăл вырăсла пĕлмест».
 
Пирĕн няня чăвашчĕ. Вăл мана шеллерĕ ахăр, мана вырăсла калаçма вĕрентрĕ, – кула-кула аса илет Ирина Михайловна.
Пĕрремĕш класа вăл Радищев урамĕ-нче 4-мĕш шкула кайнă. Ку тĕле вырăсла ыттисенчен начар мар пĕлнĕ. Вĕренӳре «4» тата «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пынă. Шкул пĕтерсен аттестатра виçĕ «4» паллă çеç пулнă. Уйрăмах вырăс чĕлхипе литературине, геометри предмечĕсене килĕ-штернĕ хĕр.
– Манăн воспитатель е учитель пулас килетчĕ. 1996 çулта УлПУ-ри экологи факультетне кĕтĕм. Тăваттăмĕш тата пиллĕкмĕш курссенче практикăна облаçри метеорологи станцинче иртрĕм. Кунта эпĕ тĕрлĕ сценарисем хатĕрлесе конкурссемпе викторинăсем, куравсем йĕркелесе ирттертĕм. 2001 çулхи августăн 8-мĕшĕнче манăн ĕç биографийĕ метеорологи музейĕ-нчен пуçланчĕ. Мана ăслăлăх сотрудникĕн должноçне шанса пачĕç. Тепĕр икĕ çултан метеорологи музейĕн заведующине çирĕплетрĕç. Çавăнтан тытăнса паян кунччен эпĕ çак музей ĕçне йĕркелесе ертсе пыратăп. Ĕç мана питĕ килĕшет. Музей вăл – хăй пĕр тĕнче. Кашни кун çĕнĕ çынпа тĕл пулатăн, калаçатăн. Вĕсен хушшинче художниксемпе дизайнерсем, корреспондентсемпе фотографсем, артистсемпе музыкçăсем... – каласа парать ертӳçĕ.
Çулсерен 10-12-шер курав уçаççĕ кунта. Куракансем вырăнти художниксен, фотографсен, ача-пăча ĕçĕсемпе палашма пултараççĕ. Çаплах Космонавтсен, Метеорологсен, Археологсен, Музейсен, Шыв, Çĕр кунĕсене ирттереççĕ. «Музейсен каçне» те хутшăнаççĕ вĕсем. Çу уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче музейсем 24 сехетчен уçă тăраççĕ. Çав кун пурне те тӳлевсĕр кĕртеççĕ.
Ирина Михайловна чăвашлăх тĕнчипе те çыхăну тытса тăрать: чăвашсен спектаклĕсене, концерчĕсене çӳрет. 2014 çулта Ирина Сергей Михайловпа çемье чăмăртанă.
 
: 767, Хаçат: 8 (1306), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: