Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Анне
Илемлĕ, лăпкă, маттур.
Пĕçерет, тĕр тĕрлет, ачашлать.
Пур енчен те вăл питĕ сатур,
Манпала юратса калаçать.
Анастасия Азанова
 
Çемье
Туслă, ырă çемьере ӳсетĕп.
Кунта кашни ĕçе юратать.
Аслисенчен тĕслĕх эп илетĕп.
Çемьере ман чунăм савăнать.
Николай Горохин,
5-мĕш класс.
 
Кукамай
Ырă та эс, çепĕç те, ачаш та.
Çӳçӳ – кĕмĕл, кăмăлу – аван.
Куштăрханă аллупа лăпкатăн
Хăвăн пăрчăканна-мăнукна.
Виктория Мостякова,
5-мĕш класс.
 
Асанне
Асанне сăпай пулма мана пиллет,
Ир те, каç та ырра вĕрентет.
«Шкулта ялан аслисене итле,
Тăрăшса вĕрен, малта пул»,-тет.
Кирилл Адамов,
5-мĕш класс.
 
ххх
Хĕл Мучи – илемлĕ, ырă.
Тĕлĕнтермĕшсемпе савăнтарать.
Эп Хĕл Мучие питĕ кĕтетĕп,
Вăл шăллăма та кучченеç парать.
Ксения Стаканова.
 
ххх
Хĕл Мучи, ташлатпăр эпĕр,
Кăмăлу аван, юрать.
Вăл кашни килех халь килĕ,
Савăнмашкăн кăмăллать.
Валерий Горбунов.
 
: 382, Хаçат: 8 (1306), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: