Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
-Çемьере эпĕ тăватă ачаран пĕр хĕр çеç. Апла пулин те мана ачаш ӳстермен, пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарнă,- каласа парать Ирçе Шăмалакра пурăнакан Татьяна Еграшина (Филиппова). – Атте тракторист тата комбайнер ĕçĕсенче тар тăкрĕ. Анне тĕрлĕ ĕçсенче вăй хучĕ. Эпĕ те 6-мĕш класранпах колхоз выльăхĕсене пăхнă, атте-аннене кил-çурт таврашĕнче пулăшнă. Анне мана пĕчĕклех тĕрлеме, çыхма вĕрентрĕ.
Шкулта вăл пуçламăш класранах лайăх паллăсемпе вĕреннĕ. Воспитатель пулма ĕмĕтленнĕ. Медсестра пулас ĕмĕчĕ те пулнă-ха таçта шалта. Анчах ăна амăшĕ яман.
-Санран тухтăр пулать, пĕлетĕп. Çынсене тĕрĕс мар сиплес-тăвас пулсан сана тем те каласа пĕтерĕç,- тенĕ амăшĕ.
Таня спортра та палăрнă: баскетболла, арçын ачасемпе футболла вылянă. Хастар та тавçăруллă хĕре комсорг тивĕçне шанса панă.
Тăххăрмĕш класа вăл Тутар Шмалакне çити çӳрет. Лайăх вĕренекенсене 10-мĕш класа Павловкăри вăтам шкула яраççĕ. Аттестат илсен хĕр Ленин ячĕллĕ çип арлакан фабрикăна вĕренме каять. Çулталăк çурăран çакăнтах ĕçлеме юлать. Унтан хĕре шăпа тени Ставрополь крайĕнчи Невинномыск хулине илсе çитерет. 1980 çулта тăван тăрăхне килет.
-Аттепе аннене шел пулчĕ, хамăн та ют çĕрте чун вырăнта марччĕ. Çав çулах çулла Павловкăри çыхăну уйрăмне вăхăтлăха почтальона вырнаçрăм. Мана икĕ эрне тĕрĕслев срокĕ пачĕç. Вăхăтлăх япала ĕмĕр тăршшĕнех тăсăлчĕ. 34 çул хушши почтальонăн пысăк сумкине сĕтĕртĕм! Ĕçĕ питĕ интереслĕ: çынсемпе хутшăнан, хаçат-журнал, çыру парса хăваран е ватă çынна пенси укçи тыттаран – çын хĕпĕртесе юлать. Пире çынсем куç пек кĕтсе тăраççĕ вĕт... – тет Татьяна Николаевна.
Ĕçне кура – хисепĕ. Ентешĕмĕр нумай чыса тивĕçнĕ: «Профессире чи малти», «Коммунизмла ĕçĕн ударникĕ», «Раççей почтин чи лайăх ĕçченĕ» ятсене тата нумай Хисеп грамотине. Унăн сăнĕ районти Хисеп хăми çинче кăна мар, Мускавра та (Ульяновск облаçĕнчен пĕртен-пĕр çын) çакăнса тăнă.
Еграшинсем хĕр çуратса ӳстернĕ. Кукамайпа кукаçейĕн икĕ мăнук ӳсет.
Татьяна Николаевнан тепĕр пултарулăх енĕ пур: вăл аван юрлать. Хĕрĕпе иккĕшĕ çулсерен районта иртекен «Поволжская глубинка» фестивале хутшăнаççĕ. Вĕсем чăвашла та, тутарла та, мăкшăлла та юрлама пĕлеççĕ.
-Павловкăра чăвашсем нумай пурăнаççĕ. Ытларах хутăш çемьесем. Чăвашсене ку тăрăхра хисеплеççĕ: ĕçчен, тарават пулнишĕн ĕнтĕ,- мăнаçлăх туйăмĕпе хушса хучĕ пирĕн ентеш.
 
: 711, Хаçат: 8 (1306), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: