Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Купса салачĕ
Ăна хатĕрлеме 200 г тĕтĕмленĕ кĕркке пулă (форель), 4 çăмарта, 200 г рис, 1 пуç сухан, 2 кашăк хĕрлĕ вăлча, илемлетме хăяр, укроп, лимон, майонез кирлĕ.
Риса тата çăмартана пĕçермелле. Çăмартана, пулла, сухана, укропа турамалла. Вĕсене майонез хушса пăтраштармалла. Салата çиелтен хĕрлĕ вăлчапа, хăяр, лимон касăкĕсемпе, укроппа илемлетмелле.
 
«Салтак тӳми уйĕ» салат
Ăна хатĕрлеме рис, горбушăран консерв, сухан, кишĕр, чĕрĕ хăяр, çăмарта тата майонез кирлĕ.
Консерва вилкăпа пусса, сухана касса вĕтетмелле, кишĕре теркăпа хырмалла та çатма çинче ăшаламалла, хăяра тăваткал касмалла, салтак тӳми чечекне çăмарта шурринчен уйăрса улăм пĕрчи евĕр каснă хăюсенчен ăсталамалла, варрине çăмарта саррине вĕтетсе хумалла.
Салат сийсенчен тăрать.
1-сий – турилкке çине ешĕл салат çулçи сапаласа хумалла.
2-пĕçернĕ рис, çиелтен майонезпа сĕрмелле.
3-шĕвекĕнчен сăрăхтарнă горбуша консервĕ.
4- сухан, майонез.
5-кишĕр, майонез.
6-ешĕл хăяр, майонез.
7-салтак тӳми (ромашка) чечекне ăсталамалла.
 
«Мартăн 8-мĕшĕ» салат
Кирлĕ: тунец пулă консерви, 100 г сыр, 3 çăмарта, ешĕл салатăн çулçисем тата майонез.
Çăмартана пĕçермелле. Шуррипе саррине уйрăмшар терка çинче хырса вĕтетмелле. Сыра шултрарах терка çинче хырас пулать. Тунец пулла вилкăпа пусса вĕтетмелле.
Турилкке çине салат çулçисене сапаласа хумалла. Ун çине икĕ стакан лартмалла. Пĕри пĕчĕкрех пултăр. Вĕсем 8 цифрăн икĕ шăтăкне туса хăварма кирлĕ. Салата сийĕн-сийĕн хумалла.
1-мĕш сий –майонезпа çăмарта шурри.
2-мĕш—сыр тата майонез.
3-мĕш—тунецпа майонез.
Çиелтен вĕтетнĕ çăмарта саррипе сапалатпăр. Стакансене илетпĕр те салата пĕр сехете холодильника лартатпăр. Салат пулчĕ те.
 
«Тюльпан çыххи» салат
Кирлĕ: помидор, сыр е тăпăрчă, тинĕс ракĕ (креветка), ыхра, майонез, чĕрĕ хăяр, симĕс сухан, петрушка, укроп, пăрăç тата тăвар.
Вăрăмрах помидорсене пĕр вĕçĕнчен хĕреслесе çурри таран касмалла. Чей кашăкĕпе асăрханса ăшне кăлармалла. Хăяра, тинĕс ракне, сырпа çăмартана касса вĕтетмелле, хутăштармалла, майонез, пăрăç, тăвар тата хушмалла. Çак салата помидор ăшне тултармалла та савăт çине тюльпансенчен чечек çыххи туса хумалла. Çиелтен ешĕл çимĕçпе илемлетмелле.
 
Запеканка
Ăна пĕçерме 1,5 стакан рис, 2 стакан сĕт, 500 г тăпăрчă, 2-3 кашăк сахăр песукĕ, çур стакан иçĕм çырли е мăйăр, 2 кашăк вĕтетнĕ сухари, 1-2 кашăк хăйма, 100 г услам çу е маргарин кирлĕ.
Рис кĕрпине çурма хатĕр пуличчен пĕçермелле те дуршлаг çине ӳпĕнтермелле, сивĕ шывпа çуса илмелле. Унтан риса сĕт çине ярса хатĕр пуличчен пĕçермелле. Çăмартана сахăр песокĕпе пĕрле лăкамалла. Иçĕм çырлине лайăх çуса 10-15 минут вĕри шывра тытмалла. Риса, тăпăрча иçĕм çырлине е мăйăра, услам çăва хутăштармалла. Формăна çумалла, вĕтетнĕ сухарипе сапмалла. Хутăша форма çине тултармалла. Çиелтен лăканă çăмартапа, хăймапа сĕрмелле. Духовкăра çийĕ хĕреличчен пĕçермелле.
 
: 346, Хаçат: 8 (1306), Категори: Салампи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: