Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Поэт «Нарспи» поэмăна 7 сыпăклă, 3 пусăмлă сăвă виçипе çырнă.4 йĕркеллĕ сăвă çаврисем (катренсем) пилĕкшерĕн-пилĕкшер ĕн пĕрлешсе тăраççĕ, пурĕ 20 йĕрке. Çав 5 катренлă сăвă йĕркисен пĕрлешĕвне «Нарспи сăвви» теме йышăннă.)
 
Ман алăра – кĕнеке,
Хуплашки çинче – пике
Кĕмĕл мерчен тухьяпа,
Шăнкăр-шăнкăр теветпе.
Чăн пирĕшти темелле,
Кулли çиçет хĕвелле.
Хуп-хура куç шăрçисем
Шăтарас пек пăхаççĕ.
Чие тĕслĕ тутисем
Йăл-йăл кулса тăраççĕ.
-Нарспи,эсĕ мĕн тери!
Пирĕншĕн чи чиперри!
Каласамччĕ ху çинчен.
Поэма çырни çинчен.
-Аллунта сан кĕнеке,
Вуламашкăн ан ӳркен.
Хăвах тупăн тупсăмне,
Тупаймасан ан кӳрен.
Кĕнекене уçсанах
Тухрĕç сăвă йĕркисем.
Куç чарăлчĕ курсанах:
Питĕ йышлă-çке вĕсем!
Ак Константин Иванов
Тытăнать хуçаланма.
Сăвă йĕркисене шав
Хушать меллĕ вырнаçма:
«Каларăм-çке эп сире
Вырнаçма тăват йĕре»,-
Килĕшмерĕ пĕринпе,
Хирĕçлерĕ теприне.
Йĕркесерен - çич сыпăк,
Çич сыпăк та виç пусăм,
Яланах çапла пултăр,
Яланах çапла пултăр,
Вулама çăмăл пултăр.
Тăват йĕрлĕ катренсем
Пилĕкшерĕн пĕрлешĕр.
Пилĕкшерĕн пĕрлешсе
Çирĕм йĕркене кĕрĕр».
Поэмăри сăнарсем
Пурте пĕрле пухăнчĕç.
Пурте пĕрле пухăнсан
Пысăк ĕçе тытăнчĕç.
Поэтăмăр,чи асли,
Шăрçалать çеç сăввине.
Ылтăн-кĕмĕл сас палли
Сапалать вăл хут çине.
Чĕрĕ пекех сăнарсем
Тухрĕç манăн куç умне.
Вуланăçем тĕлĕнен,
Тĕлĕннĕçем киленен.
Янăрать сăвă йĕрки –
Çак вăл «Нарспи» кĕнеки.
 
Пушкăртстан Республики,
Мияки районĕ, Кекен ялĕ.
 
: 787, Хаçат: 8 (1306), Категори: К.В.Иванов султалаке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: