Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Редакцие 60 çултан иртнĕ арçын килчĕ. Вăтанарах калаçу пуçларĕ, хăй мĕн нушапа пирĕн пата килнине именсе каласа пама пуçларĕ.
-Эп Чăваш Республикинче çуралнă. Салтакран таврăнсан анне авланмалла терĕ. Эп ку вăхăта ялти лавккара сутуçăра ĕçлекен хĕрпе туслăччĕ.
"Авлан, хĕрĕ аван, лайăх вырăнта ĕçлет. Кирлĕ япаласем те тупса пама пултарать", - терĕ. Çапла авлантăм. Ялта пĕр ача çуралсан телей шыраса Ульяновск облаçне куçса килтĕмĕр. Арăмăн ман атте-аннепе пурăнасси килмерĕ. Атте-анне йĕрсе юлчĕ. Пĕр ялта вырнаçрăмăр, хваттер пачĕç, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетрĕмĕр. Хамăр фермăра ĕçлерĕмĕр. Анчах нумаях пурăнаймарăмăр. Арăм тепĕр арçын тупса ячĕ. Унăн амăшĕпе йăмăкĕ килчĕç те мана килтен кăларса ячĕç.
- Мĕншĕн сана пĕрремĕш арăму кăларса ячĕ/ - ыйтмасăр чăтаймарăм эпĕ.
-Пĕлместĕп. Хамра та айăп пур пуль, арçын вăйĕ сахалтарах ман.
Ăçта каймалла/ Яла çул тытрăм. Анне каларĕ: «Пире, ватăсене, пĕччен пăрахса хăвартăр, шеллемерĕр. Халь ниçта каймалли çук та – каялла йĕрсе килтĕн». Аннен сăмахĕсем çиллентерчĕç. Шупашкара аппасемпе йăмăксем патне кайса пурăнса пăхрăм. Анчах çын çемйинче хам ытлашши çын пулнине туйрăм. Каялла яла таврăнасшăнччĕ – юлташа тĕл пултăм. «Атя манпа пĕрле Ульяновска ĕçлеме», – терĕ. Вăл заводра ĕçлетчĕ, общежитире пурăнатчĕ. Унпа пĕрле ĕçлесе пурăнтăм. Анчах юлташăм темле криминалпа çыхланса кайнă. Ăна ĕçрен те, общежитирен те кăларса сирпĕтрĕç. Унпа пĕрле мана та. Каллех пурăнмалли шырарăм. Ку тĕле пĕр хĕрарăмпа паллашнăччĕ. Ăна шăнкăравласа каларăм, ун патне пурăнма куçап терĕм. «Кил», - терĕ. Ĕçе вырнаçрăм. Кашни ĕç укçине ăна парса пытăм. Тем вăхăтра ман хĕрарăм ĕçкелеме пуçларĕ. Унчченех йăли пулнă пулмалла çав. Ниçта та ĕçлеместчĕ. Эп ĕçрен таврăннă çĕре юлташĕсемпе ĕçсе ларни час-часах пулкалатчĕ. Кайран çав «черкке юлташĕсем» арçынсем пула пуçларĕç. Эп ĕçкĕ-çике кăмăлламастăп. Ĕçместĕп те. Хĕрарăм ĕçкелени пушшех килĕшмест мана. Çакăн пирки каларăм. Унтан тепĕр уйăхра ĕç укçине веçех памарăм, пурĕпĕр ĕçсе яраççĕ тесе çуррине хĕстерсе юлтăм. Кун хыççăн мана вăл килĕнчен хăваларĕ. Хваттере кайрăм. Анчах пĕччен пурнăç кăмăла каймасть, кичем. Ĕç те – пуш хваттер. Тепĕр хĕрарăмпа паллашрăм. Пĕррехинче Хĕрарăмсен уявĕпе саламлама кайрăм та - çавăнтах юлтăм. Çĕнĕ арăм юлма ыйтрĕ – эп хирĕçлемерĕм. Кăçал пенсие кайрăм. Виççĕмĕш арăмпа аванах пурăнаттăмăр. Кăшт эрех суткаласа «шапашкă» тăватпăр. Арăмăн укçа çителĕклĕ. Эп вара чирлекелеме пуçларăм. Çитменнине, арăмăн хĕрĕ пĕр ачапа уйрăлса килчĕ, кунта иккĕмĕшне çуратрĕ. Çуртра канлĕх пĕтрĕ. Ман вара канас килет. Ку сăлтав арăмпа хирĕçтерет, вăл мана тухса кай тет. Ăçта каймалла, мĕн тумалла/ Пĕлместĕп. Çитменнине, пуçра мăкăль пур терĕç тухтăрсем. Операци тумалла теççĕ. Вăл мăкăлĕ ман ачаранпах пур-ха. Шутларăм-шутларăм та – мана çителĕклĕ пурнăçпа пурăнакан пĕр-пĕр пĕччен хĕрарăм хăй патне илмест-ши тесе пулăшу ыйтма сирĕн пата килтĕм. Тен, хваттер илме пулăшас текен ырă усламçă тупăнĕ, - вĕçлерĕ вăл хăйĕн вăрăм калавне.
Паллах, ун калавĕ ыйтусем çуратрĕ.
-Мĕншĕн вара тăван ялна каймастăн/ Ахăртнех, аçăр-аннĕр çурчĕ пĕччен, тăлăххăн шăхăрса ларать ялта.
-Çук çав, унта пичче çемйипе пурăнма куçнă. Çын çемйине мĕнле пырса кĕрес/ Мана вĕсем кĕртмеççĕ те, - пулчĕ хурав.
Пурнăçра çакнашкал йывăр лару-тăрăва кашни лекме пултарать – арçынни те, хĕрарăмĕ те. Кам та пулин çак чăваш арçыннине пулăшас тет пулсан – редакцие шăнкăравлама пултаратăр. Эпир сире унпа çыхăнтарăпăр.
 
: 735, Хаçат: 8 (1306), Категори: Пурнăçри чăнлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: