Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
-Нумаях пулмасть-ха Америкăри пуянсемпе чухăнсем хушшинчи уйрăмлăхсене хурласа, тиркесе пурăнаттăмăр. Халĕ хамăр çĕршывра çавсене хапăл туса, мухтаса пурăнма пуçларăмăр,- тĕлĕнсе калаçрĕç Анфисăпа Никита. Çырăнмасăр, ирĕклĕ юратупа пурăнни те тĕлĕнтерет иртнĕ ĕмĕрти ватăсене.
"Мĕн патне илсе пырать-ши ку пурнăç/" – ачисем пирки пăшăрханса калаçрĕ мăшăр. Çавăнпа пĕрле хăйсен çамрăклăхне аса илчĕç вĕсем.
-Юрату вăл – асамлă вăй, пурне те çĕнтерет, вăй-хал парать. Пурнăçра тунă йăнăшсене каçарма, ĕненме пулăшакан хăват,- терĕ Никита.
-Хăватлă юрату вут-çулăмĕпе пĕрлех йӳçĕ тĕтĕмне те сахал мар çăтма тӳр килнĕ-çке,- хуравларĕ лăпкăн Анфиса.
-Пĕр-пĕрне каçарма пĕлнĕ-рен, чăн юрату хĕлхемĕ çуннран, çак куна çитичченех килĕштерсе пĕрле пурăнатпăр мар-и/-йăл кулса хăйĕн ытамне илчĕ Никита савнă мăшăрне.
-Аллă çул пĕрле – аллă кун пек сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ, пурнăçра тĕрли пулса иртнĕ. Ыррине мала хурса, хурлăхне хыçа хăварса, ваттисене сума суса пурăннă пирĕн вăхăтра,- терĕ мăшăрĕ çине ăшшăн пăхса Анфиса.
Кашни çыннăн пурнăçĕ хăйнеевĕр. Кам-тăр ачаранах телейлĕ, тумлă-юмлă, сумлă ӳссе çитĕнет. Хăшĕ вара мĕнле тар тăкса ĕçлесен те такăнмасăр малалла утаймасть.
Шăпа... Мĕншĕн-ши вăл пурин те пĕр пек мар/
Шухăшлама пултарнă-и-ха çакна шкулта вĕреннĕ чух, туслă çемьере нушасăр ӳснĕ чух Анфисан хĕрĕ Марианна/ Çулсем иртнĕçем çеç ашшĕ каланă сăмахсене аса илнĕ: «Чысна çамрăкран упра» е «Йывăрлăх умĕнче куçна ан хуп». Çак сăмахсен пĕлтерĕшĕ анлă, тарăн пулнине,шел, Марианна кая юлса ăнланнă. Ир качча кайса ырă курса пурăнас тенĕ пулас. Ăс кĕрсе çитичченех мăшăрланса умлăн-хыçлăн хĕрпе ывăл çуратса салтака кайма çулĕ çитнĕ упăшкине çар тивĕçĕнчен хăтарнă. Ашшĕ-амăшĕ пурăнмалăх кил-çурт, выльăх-чĕрлĕх те çителĕклех пуçтарнă вĕсене. Пурăн та савăн, анчах та ашшĕ ачисене алли çинче сиктерсе, юратса ӳстерес вырăнне «симĕс шĕвекпе» туслашнă, килне куллен ӳсĕр таврăннă. Хирĕçес тесе тĕрлĕ сăлтав шыранă. Чăтăмлăхĕ пĕтсе çитиччен, аманман вырăн юлмичченех тӳснĕ Марианна çак мăшкăла. Вара икĕ ачине çавăтса пĕр нимĕнсĕр ашшĕ килне таврăннă. Амăшĕ хĕрĕшĕн пĕр вĕçĕм кĕлтунă.
Пĕччен арçынна пыл та çу мар çав. Çемьесĕр юлнă Слава Марианна умне чĕркуçленсе ларса куççульпех каçару ыйтнă. Каçару сăмахĕ вăхăтлăха кăна пулнă çав... Кайран каллех тамăк хуранĕнче вĕренĕ арăмĕ. Хут уйăрттарнă хыççăн ӳсĕр Слава арăмне: «Алимент шыраса суда паратăн пулсан виçсĕр те çут тĕнчепе сывпуллашма пултаратăр»,- тенĕ. Кайран та хăратма килсе çӳренĕ. Телее, инкекрен çывăх тăванĕсем хăтарса хăварнă. Çапах та саккунпа айăпламан ăна, алимент ыйтса заявлени те çырман Марианна.
«Йытă шăмă кăшлама хăнăхсан ялан шăмă кăшлать,- тенĕ амăшĕ хĕрне кăштах та пулин лăплантарма тăрăшса. -Амăшĕн сĕчĕпе кĕмен ăс ĕне сĕчĕпе кĕместех».
Ир пулать те каç пулать, кунсем сисĕнмесĕрех малалла шăваççĕ. Пĕчĕк мăнукĕсен сассипе кил тулать. Анчах та Анфисăн пысăк çухату – мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕрет. Пĕчĕк пепкисем кукамăшĕ мĕншĕн йĕнине ăнланмаççĕ-ха. Çĕçĕсĕр касакан сăмахсем те Анфисăн чĕрине сăнă пек пырса тăрăнаççĕ, тӳсеймесен хуть те хăвăн çине алă хур. Çакăн пек йывăр самантсенче Анфиса мăшăрĕ кăмăллакан вырăна – шыв хĕрринче ӳсекен лăпсăркка та çӳллĕ йăмрасен айĕнче чунне кăштах пусаркаларĕ. Лăпкăлăхпа канлĕх çакăнта кăна тупайрĕ.
Çулсем иртнĕçемĕн Никита туса хăварнă çурт-йĕр кивелчĕ. Çакă та Анфисăн чĕрине ыраттарчĕ. Чĕрине пусарма алли-ури ыратичченех тĕрлĕ ĕçпе аппаланатчĕ.
Эх, шăпа! Мĕншĕн эсĕ çапла килсе тухрăн-ши/
Ялта кашни çыннăн пурнăçĕ ывăç тупанĕ çинчи пекех куç умĕнче, нимĕн те пытараймăн. Пĕри пĕр сăмах каларĕ пулсан тепри вара çĕр сăмах хушса, ӳстерсе ярать. Çӳрет вара ял тăрăх сăмах-юмах, хăшне кăна шанса пĕтермелле/ Упăшкинчен уйрăлнă Марианна пирки ялта сăмах сарăлать. Авланман каччă Марианнăна куç хывни кĕвĕçтерет иккен курайман çынсене. Тепĕр енчен илсен мĕнпе айăпа кĕнĕ-ха вăл ыттисен умĕнче/ Уйрăлнă хĕрарăм Турă çумĕнчи çветтуй мар вĕт... Вăл ирĕклĕ хĕрарăм, никамран та нимĕн те туртса илмен-çке...
Анфиса хĕрĕпе калаçса пăхасшăн çунчĕ.
-Хĕрĕм, çын сăмахĕ куçа йӳçĕтмест пулин те эсĕ çамрăк, аллу ылтăн, кирек мĕнле ĕçе те пĕлетĕн. Пуçна кăна ан çухат. Эпĕ сана хулана кайма сĕнесшăн. Хăвăн ирĕкӳ... Вăхăтлăха ачусене хамах пăхса пурăнăп,- лăпкăн калаçрĕ амăшĕ.
-Тен, анне мана тĕрĕс канаш парать... - шухăшларĕ те Марианна амăш сĕннĕ пек турĕ: хулана кайса ĕçе вырнаçрĕ. Канмалли кунсенче ачисем патне яла васкарĕ. Тăванĕсене те вăл тунă утăм çырлахтарчĕ.
Саша Марианнăна юратнах пулĕ çав. Вăл та ялта нумаях тăмарĕ, хулана кайса вырнаçрĕ.
Ашшĕпе амăшне килĕшет-им авланман ывăлĕ ик ачаллă хĕрарăмпа çыхланни/ Уйрăмах амăшĕ сивлерĕ, ялта кирлĕ мар сăмах сарчĕ.
Ялта чип-чипер пурăннă çĕртех упăшкисене пăрахса, ют арçынсемпе явăçса каякан хĕрарăмсем те пур. «Санта-Барбара» е «Шведская семья» теççĕ ун пеккисем пирки. Вĕсем никамран та вăтанмаççĕ. «Анăçра тахçанах çапла пурăнаççĕ»,- теççĕ çеç кулса. Вĕсен ирĕклĕ юратăвне пула ачи-пăчи ашшĕ-амăшĕн ăшшине туймасăрах ӳсет.
-Кукамай, итле-ха, эпĕ вĕренекен шкулпа юнашарах тăлăх ачасен çурчĕ вырнаçнă. Çавăнтан иртсе çӳренĕ чухне манăн чĕре хĕссе ыратать, çав ачасене ăшшăн пăчăртаса юратас килет. Епле илемлĕ-çке вĕсем! Вĕçен кайăк чĕпписем пек чĕвĕлтетеççĕ, выляççĕ, кулаççĕ. Хăйсем тăлăх пулнине туймаççĕ пулас. Шел вĕсене, - кулянса каласа парать хуларан каникула килнĕ мăнукĕ, Наташа, кукамăшне. Мăнукĕ каланă сăмахсем Анфисăн чĕрине чĕпĕте-чĕпĕте ыраттарса илеççĕ.
-Самани пăсăлчĕ. Çак пĕчĕк чĕреллĕ мăнукăмра çынлăх, ачашлăх сыхланса юлтăрччĕ, малашлăхĕ аван пултăрччĕ,- шухăшларĕ кукамăш мăнукĕ çине пăхса.
-Ашшĕсĕр ача – çур тăлăх, амăшсĕр юлсан – пĕтĕмпех тăлăх. Мăнукăм, итле ман сăмаха, ӳссе çитĕнсен – епле йывăр пулсан та – ачусене ан пăрах, ют çынсен аллине шанса ан пар. Кăкăр сĕчĕпе, хăвăн ăшшуна парса ӳстер,- ăс пачĕ Наташăна кукамăшĕ.
Сухаласа кăкланă сад пахчинче пĕр-пĕччен ларса юлнă улмуççи пекех туять хăйне халĕ Анфиса. Ачисем тăван йăваран вĕçсе саланнăранпа, кил-çурт пушаннăранпа пайтах вăхăт иртсе кайрĕ. Калăн, ку çуртра нихçан та юрату пулман, ачасен хаваслă сассисем янăраман... Чуна пушă пĕччен чух.
Телей! Çухалнă телейĕн курки те пуш-пушах. Ӳксе çĕмĕрĕлнĕ савăта çыпăçтарсан та çĕнĕ пулас çук. Маринăпа Саша хушшинчен те хура кушак чупса каçрĕ пулмалла. Çын сăмахне пулах телейлĕ йăва çавăрасси пулмарĕ вĕсен.
-Турă пулăшсан, тăвансем пăрахмасан ӳстерĕп-ха ачамсене,- хăйне хăй лăплантарчĕ Марианна. Амăшĕ те ăна малашнехи пурнăç çине çутă ĕмĕтпе пăхма хавхалантарчĕ. Кăкăрĕ çине пуçне хурса йĕрекен хĕрне çапла лăплантарчĕ:
«Пурнăçăн хӳри – пăрăнăç»,- тенĕ ватăсем. Çут çанталăкăн та хăйĕн йĕрки пур... Хăш чух витререн тăкнă пек çумăр çăвать, хĕлле – çил-тăвăл тустарать, çăтмахри пек ырă самантсем те пулаççĕ. Пурнăçра та çаплах: ырăпа усал ялан пĕрле çӳреççĕ.
Марианна ачисене ӳстерсе, вĕрентсе кăларса ура çине тăратнă хыççăн ассăн сывласа яма ĕлкĕрнĕччĕ çеç – уяр кунра – аслати! Наташа хĕрĕ йывăр çын иккенне пĕлсен унăн пуçĕ çаврăнса кайрĕ.
-Акă сана ирĕклĕ юрату мĕн патне илсе çитерчĕ! –питĕнчен çат! çутăлтарса ячĕ Марианна хĕрне. Чĕтрекен сассипе куççуль витĕр тĕпчерĕ вăл. - Кала! Ашшĕ кам, кала!
Наташа амăшĕ умĕнче чĕркуçленсе ларса каçару ыйтрĕ.
-Пулас ачан ашшĕне пуян хĕрĕ хаклă машинипе, пуянлăхĕпе илĕртсе туртса илчĕ. Пирĕн нимĕн те çукчĕ, эпир çын хваттерĕнче пурăнаттăмăр. Хальхи каччăсене янтă пурнăç кирлине тин ăнланса илтĕм, каçар мана, анне, тархасшăн. Халĕ ман мĕн тăвас/ Ачана пăрахса çылăха кĕрес килмест – мĕнле ӳстермелле/ – татăлса йĕчĕ Наташа.
Марианна çиллине пусарса хĕрне çапла лăплантарчĕ: «Юрĕ, ӳстерĕпĕр, ача айăплă мар вĕт. Ан хуйхăр, хĕрĕм»
Хăçан та пулин çутатĕ-ши телей çăлтăрĕ çак тăлăхсем çине/ – тарăхса мăкăртатрĕ сакăрвуннăран иртнĕ Анфиса. – Шухăшласан – пирĕн пек шăпаллисем ялта сахал мар. Ятлă-сумлă çынсен ачисем те паянхи ирĕклĕ пурнăçпа алхасса пурăнаççĕ, ачисене амăшĕсем пăхаççĕ.
Малтанах кукамăшĕ Наташăна хытă ятланăччĕ. Кайран, Наташа ăна пĕр çамрăк хĕрарăм вăрттăн ача пăрахса пурнăçран уйрăлни çинчен каласа парсан, мăнукне вăрçнăшăн ӳкĕнчĕ.
-Çут тĕнче ирĕк те савăк, пурин валли те вырăн çителĕ-клĕ. Вăрçă кăна ан пултăр, Турă паян çимелĕх çăкăр-тăвар патăр. Пулни-иртнине каялла тавăрма çук, уншăн ан кулянăр,-пилленĕ пек пăшăлтатрĕ Анфиса.
 
 
 
Чăнлă районĕ,
Каша ялĕ.
 
: 747, Хаçат: 8 (1306), Категори: Шăпа

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: