Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2016 çулта Ульяновск облаçĕнчи йывăр чирлекенсене хаклă йышши эмелсемпе туллин тивĕçтерме май пулĕ.
Çак тĕллевсене федераллă бюджетран 500 пин тенкĕ уйăраççĕ, мĕншĕн тесен регионти сывлăх сыхлавĕпе социаллă хӳтĕлев министерствин специалисчĕсем эмел илмелли программăпа панă заявкăна ăнăçлă хӳтĕленĕ.
Кирлĕ эмелсемпе чи йывăр чирпе чирлекен облаçри 937 çынна тивĕçтерĕç.
 
Патшалăх экзаменне маларах парĕç
РФ Атăлçи федераллă округĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕ Алсу Гайнетдинова канашлу ирттернĕ. Унта шкулсене учебниксемпе тивĕçтересси тата патшалăхăн пĕрлĕх экзаменне тыттарма хатĕрленмелли ыйтусене сӳтсе явнă.
Алсу Гайнетдинова экзаменсенчи çирĕп йĕрке тăвассипе тата вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене тĕрĕс палăртассипе çыхăннă ыйтусене полпред уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнине каланă.
Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳпе ăслăлăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра шкулсенче вĕренекенсем патшалăхăн пĕрлĕх экзаменне вăхăт çитиччен параççĕ. Ку тапхăр нарăсăн 14-мĕшĕнче тытăннă, акан 23-мĕшĕччен тăсăлать. Экзаменсене маларах тытма 72 ача хатĕрленет.
 
Çулсене сыхламалли ĕçсем
Çулсене çĕмĕресрен регионти строительство, транспорт тата коммуналлă çурт-йĕр хуçалăхĕн министерстви ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 31-мĕшчен пысăк тиевлĕ автомашинасене çул çине тухма чарать.
Министр çумĕ Андрей Тюрин каланă тăрăх, регион тата муниципалитет шайлă çулсем çине çак тапхăрта 2 - 6 тонна таякан машинасем валли çул хупăнать. Çитес вăхăтра кун пирки пĕлтерекен паллăсем вырнаçтармалла. «Президентский» кĕпер çинче вара талăкĕпех виçе тĕрĕслевĕн пункчĕ ĕçлĕ.
Пĕлсе тăма: çак вăхăтсенче тĕнче шайлă тиев, апат-çимĕç, вылăх-чĕрлĕх, эмел, çункăç турттаракансем саккуна пăхăнмаççĕ.
 
Регионта 122 патшалăх аптеки
РФ Президенчĕ Владимир Путин çĕршыври аптекăсенче эмел хакĕ-сем епле ӳссе пыни пирки куллен пĕлтерсе тăма тата регионсенче патшалăх аптекисен тытăмне йĕркелеме хушнă.
Ульяновск облаçĕнче «УльяновскФармация» патшалăх аптекисен тытăмĕ ĕçлет. Унта 122 учреждени кĕрет. Çак аптекăсем социаллă хушусене пурнăçлаççĕ: çăмăллăхсемпе усă куракан граждансене кирлĕ эмелсемпе тивĕçтереççĕ, ятарлă рецептсемпе эмел хатĕрлеççĕ, çĕршыв тата регион шайлă ĕç ветеранĕсем эмелсене 3 процент йӳнĕрех туянма пултараççĕ. Кунсăр пуçне Ульяновск облаçĕнче 52 социаллă аптека пур.
Раççейри тата Атăлçи федераллă округри хаксемпе танлаштарсан Ульяновск облаçĕнче пурнăçшăн чи кирлĕ эмелсен хакĕ йӳнĕрех.
 
: 866, Хаçат: 9 (1307), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: