Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çур ĕмĕр те пурăнма ĕлкĕреймен Валерий Васильевич Мишкин Ульяновск облаçĕн строительство министерствин тата кĕпĕрнаттăрĕн Хисеп хучĕсене тивĕçни – ĕçпе пиçĕхсе кун иртсен чунăм тасалать тенине тӳрре кăларакан витĕмлĕ çирĕплетӳ.
 
– Атте – Василий Иванович – ылтăн алăллă платник. Анне – «Ача амăшĕ героиня» тата «Ача амăшĕн мухтавĕ» орденсен кавалерĕ. Иккĕшĕ те Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Чăваш Паснапуçĕнче çĕр ĕçĕн чурисем пулса вăй хунăскерсем. Ачисем те вун пĕр чунлă çемьере çăкăр татăкне тар тăкмасăр ĕçлесе илме май çуккине ăнланса çитĕннĕ. Эпĕ, 1969 çулхи çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче – Çĕршыв чиккине сыхлакансен кунĕнче – çуралнăскер, Чăваш Паснапуçĕнче 8, Аслă Аксура 10 класс пĕтертĕм. Ударник пулнă. Йĕлтĕрпе ярăнасси маншăн чи пысăк киленĕве çаврăннă. Шкулта тата районта иртекен ăмăртусенче яланах пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Вĕренӳре тĕрĕс ăслăлăхсем – математика çинче никĕсленсе тăраканнисем (геометри, алгебра, физика, хими) – пĕлтерĕшлĕреххисем пулнă. Тен, çавăнпа та пулĕ мана районти тата республикăри олимпиадăсене яратчĕç. Призлă вырăнсене тивĕçеттĕм. Мухтанса калани мар ку, панă сăмаха пурнăçлакан çын сăмахĕсем, - пуçларĕ калаçăвне ентешĕмĕр.
Валерий Мишкин 1986 çулта вăтам шкул пĕтернине çирĕплетекен аттестат илнĕ хыççăн юлташĕпе Хусанти ял хуçалăх институтне вĕренме каять. Юлташĕ конкурс тăрăх иртеймест. Валерий агрономи факультечĕн студенчĕ пулса тăрать.
– Пĕрремĕш курс пĕтерсен салтак ячĕ тухрĕ, – малалла тăсать калаçăва ентешĕмĕр. – Инçет Хĕвелтухăçри Амур облаçне кĕрекен Райчихинск хулинче чикĕ сыхлавçисен вĕрентӳ чаçĕнче тăватă уйăх вĕрентĕм. Лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернисене ултă уйăха Биробиджанри сержантсен шкулне ячĕç. Çар тата политика хатĕрлевĕн отличникĕ пулса тăнă май мана çак шкултах çамрăк салтаксене вĕрентме хăварчĕç. Салтак шăпи çĕршыв чиккине сыхлакансен кунĕнче çуралнипе çыхăннă пулĕ тесе шутлатăп. 1989 çулта тăван института таврăнтăм.
Валерий Мишкин 1992 çулта агроном дипломне илет те пĕр çул аспирантурăра пĕлӳ илет. 1993 çулта Ульяновск облаçне куçса килсе «Луговое» совхозра тыр-пул çитĕнтерет. Çак çулах çемье çавăрать. Мăшăрĕ – Елена Савельевна – Шупашкарти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Вырăс чĕлхеçи тата литераторĕ. Чăваш. Шăмăршă тăрăхĕнчен. Паян вăл суту-илӳ тытăмĕн усламçи. Мишкинсен пĕртен-пĕр хĕрĕ – Марина – Ульяновскри патшалăх университетĕнче экономиста вĕренет.
– Çĕршыври ял хуçалăх тытăмĕ арканма тытăнчĕ. Эпĕ вăй хуракан хуçалăх та панкрута тухрĕ. Профессие улăштармаллине туйса илтĕм. 2006-2009 çулсенче политехника институтĕнчи строительство факультетĕнче куçăмсăр майпа вĕрентĕм. 2009 çулта Атăл урлă Президент кĕперне тунă çĕре вырнаçрăм. Монтажник, маçтăр, прораб ĕçĕсенче туптанса пынă май мана участок начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлама шанчĕç, - паллаштарать малашнехи пурнăçĕпе Валерий Васильевич.
Строительство ĕçĕнче те пуян опыт пухма ĕлкĕрнĕ ентешĕмĕре Н.Г. Абрамов – Ульяновск Хула Думин депутачĕ, «Строительная корпорация» акционерсен хупă пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ – асăрхать, хăй патне ĕçлеме илет. Паян В.В.Мишкин участок начальникĕ, Николай Герасимович çирĕплетнĕ тăрăх, ылмаштарма май çук специалист.
 
: 813, Хаçат: 9 (1307), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: