Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» хаçата çырăнакансем хушшинче пирĕн редакци кашни çур çулта лотерея ирттерет. Унта хутшăнас текенсен хаçата çырăнса илнине çирĕплетекен абонемент кăна ярса памалла. Юлашки лотерейăна 90 подписчик хутшăнчĕ, вĕсенчен улттăшĕ парне выляса илчĕ.
Телейлисенчен пĕри – Ульяновскра пурăнакан Вера Петровна Юманова.
Ăна стена çумне çакмалли сехет лекрĕ.
В.П. Юманова редакцие парне илме çурхи илемлĕ кун çутă хĕвел пек килсе кĕчĕ. Хаçатра ĕçлекенсене уявпа сăвăласа саламларĕ.
Вера Петровна 44 çул пульницара медицина сестринче вăй хурать. Юлашки вăхăтра Поливно поселокĕнчи стационарта çынсене сиплет.
-«Канаш» хаçата нумай çул çырăнатăп. Малашне те çырăнсах тăрасшăн. Çĕнĕ номере алла илсен малтан пуçласа вĕçне çитиччен вуласа тухатăп. Пур рубрика та килĕшет. Малашне вара усăллă канашсем ытларах çырма сĕнесшĕн: кил хуçалăхĕпе пахчаçăсем валли, - терĕ вăл.
 
: 561, Хаçат: 9 (1307), Категори: Cырaнтару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: